Ава́рсем (вăт.-грек. Άβαροι; лат. Avari; о́брсем ав.-выр. обърѣ, пĕр. хис. объринъ) — Вăта Азирен тухнă юркăн халăх, VI ĕмĕрте Вăта Европăна куçса çитсе унта Авар хаканлăхне (VI—IX ĕмерсем) туса хунăскер. Çаплах вархонитсем[2] (Varchonites) тата псевдоаварсем[3]. (византи çăлкуçĕсенче), Евразири тĕрлĕрен юркăнсен альянсĕсене кĕнĕ, пулса тухни паллă марскер[4][5][6][7][8][9]. Аварсене жужаньсем тесе калаççĕ[10][11]. Чылай тĕпчевçĕ шухăшĕпе, жужаньсен паллă йăхĕсем монгол чĕлхипе пупленĕ, вĕсем тĕрĕк йăхĕсене пăхăнтарнă[12][13]. Аварсем Европăра пĕрремĕш ĕсенкĕпе усă курма тытăннă, çапах та çыруллă çăлкуçсене хăварман[14].

Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ
Авар хаканлăхĕ
Чĕлхе авар
Тĕн шаманизм (танкăр тĕнĕ), христианлăх (796 çул хыççăн)[1]

Истори тӳрлет

562 çулта аварсем Пуян ертсе пынипе антсене çапса çĕмĕрнĕ те Танай урлă каçнă. Аварсем çав вырăнтан çурçĕрелле тапăнса кĕнĕ, дулебсем пурăннă вырăна йышăннă. Çапла вара, Иоанн Эфесский çырнă май, аварсем пăхăнтарнă халăх-йăх шучĕпе вăйланса пынă.

565 çулта Юстин II аварсене парне пама пăрахнă, вăл Висанти тĕрекленнĕ тесе шутланă ĕнтĕ, малашне аварсен вăйĕ варвăрсемпе вăрçма кирлĕ пулмасть тесе шутланă. Çав çултах аварсем Тюринги çине тапăнса кĕреççĕ, франксемпе ăнăçлă кĕрешсе вăрçаççĕ, вĕсен патшине II--мĕш Сигеберта тыткăна илеççĕ.

567 çулта аварсем лангобардсемпе тамăрлă пулса Висанти пулăшнипе гепидсене çĕмĕрсе тăкаççĕ, Тисă шывĕн улăхне йышăнса хураççĕ. Тепĕр çултан, лангобардсем Италине тухса кайсан, аварсем, хăйсен ханĕ ертсе пынипе Панони çĕрĕн хуçисем пулса тăраççĕ, кунтан вĕсем висанти çĕрĕсене тапăнма тытăнаççĕ.

568 çулта Пуян хан Висантирен парăм ыйтать, памасан çĕрсене тустарса пĕтерессине пĕлтерет — хăйсен малтанхи тамăрĕсемпе — кăтрикурсемпе — хăратать: «Эп сирĕн çине çакăн пек çынсене яратăп Рим çине, вĕсем пур те вилсен те маншăн нимех те туйăмлă пулмасть».

Вăтам Танайçире тĕрĕкленсен, талантлă маттур Пуян çулпуçĕ ертсе пынипе аварсем кунта «хрингă» йĕркиллĕ хӳтлĕх çурчĕсене туса лартаççĕ. Вĕсем йĕри-тавраллă хӳтлевлĕ çаврашкаллă пулнă. Пĕр шухăш тĕлĕпе, тĕп «хрингĕ» — ханăн тĕп кил-çурчĕ — хальхи Тимишоара хули вырăнĕнче ларнă. Аварсем Висанти империне лăпкăлăх хучĕпе килĕшме сĕннĕ. Çак килĕшӳпе, аварсем Висантине пăхăнса тăракан çĕрсенчен парăм пуçтарнă, уншăн вĕсем империн çурçĕр-анăç чиккисене славянсенчен сыхласа тăнă.

587 çулта çу уйăхĕсенче, Импери кесарĕ Тивери ыйтнипе, аварсен хаканĕ Пуян хăйĕн тĕкĕрçисемпе империн Иоанн çарпуçĕпе пĕрле Иллирикире Сава шыв урлă каçнă. Менандр çырнă тăрăх Пуян-хан 60 пин хӳтĕленчĕксем тăхăннă утланçăсемпе славянсен тĕкĕрĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Çав вăхăтра славянсен пысăк вăйĕсем Греци çĕрĕнче харçăра пулнă. Пуян сăмахĕсемпе ".. много мириад пленников из ромейской земли, у словен бывших в рабстве, снова вернул ромеям .." çапла ĕçсем тухнă. Пуян словенсемпе вăрçă ĕçĕсене Тивери палартнă лăпкăлăх килĕшĕвĕпе вĕçленĕ, словенсенчен кашни çул тупăш пуçтарма тивĕçе çирĕплетсе хунă.

Аварсем анăçра Тӳринкĕ тата Итали çĕрĕсем, кăнтăрта — Константинопăль патнех çитнĕ, Иллирипе Далмацине пăхăнтарнă. Чи хăватлă тапхăрĕнче хаканлăх чиккисем Эльбăран Альпăна çити, Хура тинĕсрен Адриатикăна çити саралса выртнă. Хаканлăх тамăрĕсемпе вассалĕсен вăйĕсемпе усă курса, аварсем хăйсен сĕмне Танпа Балтика таврашĕнче пурлăх-тупăша вăрçăсемпе парăмсем çеç мар, тăмха çурчĕсенче пуçтарăвĕсемпе те тултарать.

Çав. пекех тӳрлет

Авар чĕлхи тӳрлет

Нахско-дагестан çемьене авар-анди ушкăна кĕреть.Авар чĕлхи виççĕ диалектсене пайланать :

  • çурçĕрти (авар литературин чĕлхи) ;
  • кăнтăр-хĕвелтухăçри;
  • кăнтăр-хĕвеланăçри.


Литература тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Дайм Ф. История и археология авар // Материалы по археологии, истории и этнографии Таврии. — 2002. — В. Материалы по археологии, истории и этнографии Таврии.
  2. ^ Avars Архивленĕ 7 Утӑ уйӑхӗн 2018 çулта. at the Encyclopedia of Ukraine
  3. ^ According to Grousset, Empire of the Steppes, page 171,Theophylact Simocatta called them pseudo-Avars because he thought the true Avars were the Rouran ятпа паллăскерсем
  4. ^ Avar. Encyclopædia Britannica. — «Avar, one of a people of undetermined origin and language...»
  5. ^ +Frassetto, Michael
    −{{{2}}}
    Encyclopedia of Barbarian Europe: Society in Transformation(акăлч.). — ABC-CLIO. — P. 54—55. — ISBN 978-1576072639.
  6. ^ Waldman, Carl; Mason, Catherine Encyclopedia of European Peoples. — Infobase Publishing, 2006. — ISBN 978-1-4381-2918-1
  7. ^ Beckwith 2009, pp. 390–391: «… the Avars certainly contained peoples belonging to several different ethnolinguistic groups, so that attempts to identify them with one or another specific eastern people are misguided.»
  8. ^ Kyzlasov 1996, p. 322: «The Juan-Juan state was undoubtedly multi-ethnic, but there is no definite evidence as to their language… Some scholars link the Central Asian Juan-Juan with the Avars who came to Europe in the mid-sixth century. According to widespread but unproven and probably unjustified opinion, the Avars spoke a language of the Mongolic group.»
  9. ^ Pritsak, 1982, p. 359
  10. ^ Таскин В. С. / Н. Ц. Мункуев. — Москва: Наука, 1984.
  11. ^ Комиссаров С. А., Шульга Д. П. Аварские древности как возможная основа для выделения археологических памятников жужаней // Вестник Новосибирского государственного университета. Серия: История. Филология. — 2009. — В. Вестник Новосибирского государственного университета. Серия: История. Филология.
  12. ^ Конрад Н. И. Избранные труды: история. — Москва: Наука, 1974.
  13. ^ Всемирная история. Том III. — Москва: Академия наук СССР. Государственное издательство политической литературы, 1957.
  14. ^ Walter Pohl, The Avars: A Steppe Empire in Central Europe, 567&#8…: Ingenta Connect.

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Монгол халăхĕсем