Танкăр тĕнĕ, е танкăрлăхвӑтам ӗмӗрсенче Евразири тата Тĕп Азири çеçенхирсенче тĕрĕк -монгол халăхĕсем ĕненнĕ тĕн[1]. Çак халăхсем, тĕн йĕркипе килĕшÿллĕн, Танкăр-тÿпене патшалăх этепĕн турри вырăнне хурса хисепленĕ. Кунсăр пуçне тпнкăр тĕнĕ çĕнĕ йышши ырă-хаяр ĕненĕвĕсен (халăхăн çĕнĕ тĕнĕ) пĕр юхăмĕ шутланать[2]. Акӑлчан чӗлхипе çырнă литературăра Танкăр тĕнне палăртма Tengriism термин йышӑннӑ[3]. Тӗрӗк чӗлхисенче, сăмах май, икӗ ӑнлавпа усӑ кураҫҫӗ: "Тенгир дин" тата "Тенгиршилик", е Tengricilik. "Тенгризм" термин авторӗ XIX ӗмӗрте ĕçленĕ казах этнографĕ Чокан Валиханов шутланать. Францири тухăçа пĕлекен специалист Жан-Поль Ру вара ăна анлă сарăлма пулăшнă. Совет ҫулӗсенче "танкăрлăх" сăмах пĕрремĕш хут казах сăвăçĕ тата тюрколог Олжас Сулейменов çырнă АЗ тата Я кĕнекинче вырăн тупнă.

Тенгри тĕнĕн символӗсенчен пӗри — Шанырак (ункӑр хӗресĕ) тата руна мелĕпе çырнă Танкăр сăмах.
Ордосри Танкăр чиркĕвĕ (Шалти Монголи, Китай).

Тахçанхи танкăрлăх

тӳрлет
 
Орхон çырăвĕпе çырнă "Танкăр" сӑмах

Вӑтам ӗмӗрсенчи танкăрлăх ҫинчен калакан паха ҫӑлкуҫсем вĕсем: авалхи тĕрĕк чĕлхин руна мелĕпе çырнă çыру палăкĕсем. Пайăррăн кунта Юмăçлăх кĕнеки (Книга гаданий) тата Монголсен вăрттăн юмахĕ (Сокровенное сказание монголов) хайлавсене палăртса хăвармалла[4].

Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсен шухăшĕпе, тӗрӗк-монгол халăхĕсен ĕненĕвĕнче икӗ модус пулнӑ: халӑх модусĕ тата импери модусĕ(шăпах эпир калаçакан Танкăр тĕнĕ). Тÿпе кульчĕпе ҫыхӑннӑ халӑх ӗненӗвӗсем (шаманизм) ӗмӗрсем хушши аталаннă пулсан, монотеизмла импери тапхăрĕ Тӗрӗк каганачӗ вăхăтĕнче е, монголи академикĕ Шагдарын Бира шутланă пек, Монгол империйӗ паркаланнă саманара йĕркеленнĕ.

Танкăр тĕнне тĕнчери чи авалхи тĕнсенчен чи тарăн аталанни тесе каласан йăнăш пулманнине нумай тĕпчевçĕ палăртать[5].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ https://bigenc.ru/world_history/text/4187113 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ https://bigenc.ru/world_history/text/4187113 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ https://www.newworldencyclopedia.org/entry/Tengriism
  4. ^ https://www.bookol.ru/starinnoe/mifyi_legendyi_epos/65782/fulltext.htm
  5. ^ Сулейменов О. О. АЗ и Я. Книга благонамеренного читателя. — Алма-Ата: Жазушы, 1975.