Урхан — хунсен историре палăрса юлнă юлашки патши. 631 çулта вилнĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Урхан 619 çулта вăл Висантире тĕне кĕнĕ. Вăл хунсем хушшинчи палăрнă Тулă ăрăвĕнчен пулнă. Каярахпа çак ăру çĕкленсе кайса хăй тавра пĕтĕм халăха чăмăртать. Вĕсем вара историе пăлхар (пăлхарсем — чăвашсен ашшĕсем) ячĕпе кĕреççĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем (Гумилев Л.Н.,…), Урхана китай çулçыравĕсен кенекисене вуланă çемĕн Моходу-хэу (китай чĕлхипе «Хура паттăр» тухать) теççĕ. 630-631 çулсенче Моходу-хэу тӳрксемпе влаçшăн вăрçса Туншех патшана вĕлерет. Ун хыççăн вăл Кӳйми Сыпи-хан ятне илет те Китай императорне хĕрне качча пама ыйтать. Анчах та Китай императорĕн хун-пăлхарсен йăхĕсене Тулă ăрăвĕнчи Урхан тавра пĕрлештерес мар тĕллевĕ пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл Моходу-хэу патшапа тăванланмасть. Урхан çавах та Тӳлă ăрăвне хăпартса пырать, каярахпа çав ăру-йăх сĕм вăйĕпе Урхан йамăкĕн ывăлĕ Купрат авалхи пăлхарсен патшалăхне — Аслă Пăлхара — туса хурать.

Вуламалли

тӳрлет
  • Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
  • Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
  • «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
  • Артамонов М.И., "История хазар".
  • Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
  • Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
  • Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
  • К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
  • Гумилев Л.Н., "Древние тюрки"
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |