Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ

Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ — «Юркăн импери», Азов тинĕсĕпе Танран Тянь-Шаньăн тухăç отрогĕсен çити, çурçĕр-тухăç Ĕнчĕ таран саралса выртнă унăн çĕрĕсем. Чăмартаннă вырăнĕ — Тулă ăрăвĕ пурăннă Джунгари çĕрĕ, нушипи йăхĕсем йышăннă Анăç Тянь-Шань пулнă, çак ăру-йăхсем 680691 çулсенче пĕр-пĕринпе хаяр хирĕçнĕ. Хаканлăха Ашин ăрăвĕн ханĕсем тытса тăнă. Çурçĕрте хаканлăха кăпчаксем тĕрев панă.

Тĕрĕк хаканлăхĕ хăйĕн мăнаç тапхăрĕнче, 600 ç.:Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ: Çутти – тӳрĕ тытăмлăхра, тĕксĕмми – сĕмленĕ çĕрсем; Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ: Çутти – тӳрĕ тытăмлăхра, тĕксĕмми – сĕмленĕ çĕрсем.

657 çулта хаканлăха Тан китай империейĕ çĕнтерсе илнĕ. Китай империйĕ ăна иккĕне пайланă.

704 çулта хаканлăхри влаçе тюргешсем ярса илнĕ. Çак самантран вара хаканлăх сӳнсе ларать.

Кун-çулĕПравить

Хаканлăха туса хуниПравить

VI ĕмĕр вĕçĕнче Тĕрĕк хаканлăхĕнчен тухăç енĕ уйрăлать. Çакăнтанпа ирĕклĕ тивĕçĕпе иккĕ Хаканлăх — Тухăç тата Анăç — хăй тĕллĕн аталанма пуçлаççĕ. Анăç хаканлăх шутне Казахстанăн кăнтăр тата кăнтăр-тухăç çĕрĕсем кĕреççĕ.

Хаканлăхăн этнополитика чăмăрне «вуннă йăх» (он ок будун) тĕпĕлеççĕ, вĕсем ĕлекхи усун çĕрĕсене Хуратуран Джунгарине çити йышăнса пурăннă. Чу шывĕнчен тухăçалла пиллĕк тулă йăхĕ пурăнни паллă, анăçалла – нушиби пиллĕк йăхĕ. Тĕп хули Суяб (Кăркăстанăн хальхи Токмак хули патĕнче) шутланнă, çуллахи кил йăви Минг-Булаг (Туркестан патĕнче) пулнă.

Хаканлăх хăватлăхĕПравить

Хаканлăх хăйĕн хăватлăхне Джегуй-хакан (610-618 çç.) тата унăн шăллĕ Токджабгу-хакан (618-630 çç.) — тапхăрĕнче çитет. Тохаристанпа Афганистана кайнă харçăсем патшалăхăн чиккисене çурçĕр-анăç Ĕнчĕне çитереççĕ. Тон-ябгу хакан администраци реформине тунă хыççăн хăйĕн элчисене — тудунсене — парăм пуçтарнине сăнама тата тĕрĕслесе тăма ярать. Вăл укçана сăкăтла "Тун ябгу хакан" тесе çаптарнă.

Хаканлăх пĕтниПравить

Патшалăх тытăмĕПравить

Этнос йышĕПравить

ВуламаллиПравить

  1. Гумилёв Л. Н. Древние тюрки. — СПб.: СЗКЭО, Издательский Дом «Кристалл», 2002. — ISBN 5-9503-0031-9
  2. Гумилёв Л. Н. Великая распря в первом тюркском каганате в свете византийских источников // Византийский временник. — 1961. — Т. XX.
  1. Ганиев Р.Т. Восточно-тюркское государство в VI - VIII вв. — Екатеринбург: Издательство Уральского университета, 2006. — ISBN 5-7525-1611-0
  2. Кусаинова М. А. История Казахстана. — Шың Кітап, 2006. — ISBN 9965-9784-4-1
  3. Иакинф (Бичурин Н. Я.) Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена. — Л.: Изд-во Акад. наук СССР, 1950.

Çавăн пекехПравить

КаçăсемПравить