Инди

(Ĕнчĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Инди (чăв. Ĕнчĕ, хинди भारत गणराज्य), — Кăнтăр Азири патшалăх. Индостан çурутравĕн ытларах пайне йышăнать. Пакистан, Китай, Непал, Бутан, Бангладеш, Мьянма патшалăхĕсем унпа юнашар вырнаçнă. Индин тинĕс чиккисем çавăн пекех Мальдив утравĕсемпе, Шри-Ланкапа, Индонезипе юнашар иртеççĕ пур. Унсăр пуçсăр Джамму тата Кашмир тавлашуллă çĕрĕсем Афганистанпа юнашар вырнаçнă.

Халăх йышĕ

тӳрлет

Халăх йышĕпе Инди тĕнчере иккĕмĕш вырăна йышăнать. Индире миллиард ытла çын пурăнать. Лаптăкĕпе Инди тĕнчере çиччĕмĕш. Инди пысăк цивилизацисен çăлкуçĕ. Кунта индуизм, буддизм, сикхизм, джайнизм тĕнĕсем çуралнă. XX ĕмĕр варри таран Британи империйĕн колонийĕ пулнă. 1947 çултанпа пăхăнман патшалăх.

 
Бомбей хулинче
 
Индири Пувар хули çывăхĕнчи çыранра ларакан кимĕсем
 
Çурçĕр Индири сăрт-ту
 
Инди Парламенчĕ
Инди республикин официаллă наци символĕсем
Наци чĕр-чунĕ  
Наци кайăкĕ  
Наци йывăççи  
Наци чечекĕ  
Наци тискер чĕр-чун пуянлăхĕ  
Наци шайĕнче упранакан, шывра пурăнакан, сĕтпе ÿстерекен чĕрчун  
Наци рептилийĕ  
Наци сĕтпе ÿсекен чĕрчунсен пуянлăхĕ  
Наци улма-çырли  
Наци чиркĕвĕ  
Наци юханшывĕ  
Наци сăрт-тăвĕ  

Пайланăвĕ

тӳрлет

Инди 28 штатран, 6 Пĕрлĕх çĕрĕсен тата Дели тĕпхули хутлăхĕнчен тăрать. Штачĕсем районсене пайланаççĕ.

Штачĕсем

тӳрлет
  1. Андхра-Прадеш
  2. Аруначал-Прадеш
  3. Асам
  4. Бихар
  5. Гоа
  6. Гуджарат
  7. Джаммупа Кашмир
  8. Джарханд
  9. Хĕвеланăç Бенгали
  10. Карнатака
  11. Керала
  12. Мадхья-Прадеш
  13. Манипур
  14. Махараштра
  15. Мегхалая
  16. Мизорам
  17. Нагаланд
  18. Орисса
  19. Пенджаб
  20. Раджастан
  21. Сикким
  22. Тамилнад
  23. Трипура
  24. Уттаранчал
  25. Уттар-Прадеш
  26. Харьяна
  27. Химачал-Прадеш
  28. Чхаттисгарх

Пĕрлĕх çĕрĕсем:

тӳрлет
  1. Андаман тата Никобар утравĕсем
  2. Дадрапа Нагар Хавели
  3. Даман тата Диу
  4. Лакшадвип
  5. Пондишери
  6. Чандигарх

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Инди темăсенче Шаблон:Кăнтăр Ази

Шаблон:Арави тинĕсĕн патшалăхĕсем Шаблон:Бенгал кӳлмекĕн патшалăхĕсем Шаблон:Андаман тинĕсĕн патшалăхĕсем