Тамань çурутравĕ

Тамань çурутравĕ, — Краснодар Енĕнчи çурутрав. Çурçĕр енчи çыранĕсем Азов тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ, анăç енчисем — Керчен проливне, кăнтартисем — Хура тинĕсе.

Хальхи сăнне нумай пулмасть кăна илне. Антика вăхăтĕнчех ун вырăнĕнче утравсем пулнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Авалхи вăхăтра ку çĕрсем çинче скифсем пурăннă. Антика вăхăтĕнче Боспор патшалăхĕнче шутланнă. Унта грексем, сарматсем, еврейсем тата ытти халăхсем пурăннă. Тамань çурутравĕнче грексен Гермонассăпа Хăнакур колонийĕсем вырнаçнă пулнă.

IV ĕмĕрте çурутрав çине хунсем çитнĕ. Каярахпа Аслă Пăлхара кĕнĕ, VII ĕмĕр варринче вара хасарсене лекнĕ. 969 çулта Кейӳ кнеçĕ Святослав хасарсене çапса аркатнă хыççăн кунта 30 çул хушши иудейсен патшалăхĕ вырнаçнă пулнă. 980-мĕш çулсен вĕçĕнче çурутрава Кейӳ Руçĕ хăй аллине тытса илнĕ, кунта Тамантурхан кнеçлĕхĕ йĕркеленнĕ. 1100 çул çывăхĕнче çурутрав кăпчаксен аллине лекнĕ.

1239 çулта çурутрава монголсем килсе çаратнă, ун хыççăн вара ку çĕрсем çинче генуйсен аллине лекнĕ. Вĕсен аллинче вăл 1483 çулччен пулнă, вĕсене Крым ханлăхĕ хĕснĕ.

1783 çултан пуçласа пĕр хушă Осман Империне кĕнĕ. 1787—1792 çулсенчи вырăс-турккă вăрçи хыççăн вара Раççей Империне куçнă.

XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурĕмĕрĕнче кунта сахал çын пурăннă.