Кейӳ çырăвĕ — Кейӳри иудей общини Яаков бен Хануккене урăх иудей общинăсенче кăтартмашкăн панă сĕнтерекен çыру. Кейӳ Руçĕ территоринчен тухнă ĕлĕк-авалхи документ. Кейӳ хулине пĕрремĕш хут (Qiyyōb ивр. קייב‎) асăнни пур. X ĕмĕрте çырнă тесе палăртаççĕ.

Кембридж университечĕ сайчĕн коллекцинчен илнĕ Кейӳ çырăвĕн сканĕ. Çӳлте рунăпа çырнине пысăклатнă ӳкерчĕкĕ тата ăна О. Прицак версийĕпе тĕлĕнтермĕшле вулани [1]

Çырури текст тӳрлет

Çырура урăх хуласенчи еврейсене Яаков бен Ханукки еврее парăма татмашкăн укçа пуçтарма пулăшма сĕнтернĕ. Çак çын унчен нихçан та нушаланман. Унăн шăллĕ урăх тĕне тытакансенчен укçа кивçен илнĕ чухне вăл тăванĕшĕн шанăç панă. Тăванне вăрă-хурахсем вĕлернĕ, укçа тавăрма вăхăт çитсен, шанăç параканне тĕрмене хупнă. Тепĕр çултан ăна община 60 монетă парса тĕрмерен кăларнă, анчах та ĕтĕмпех иһĕке тухмашкăн татах 40 монетă кирлĕ пулнă. Вара вăл çак çырупа çитмен укçана пуçтарма тухса кайнă. Çыру вĕçĕнче çыракансен алпуснисем (ячĕсем) пур. Пурĕпе 11 çын. Çыру текстне ивритпе майлаштарнă. Юлашки сăмахне çеç тĕрĕк çырăвĕпе палăртнă, тавçăрнипе, хасарла çырнă.

Тупнă историйĕ тӳрлет

Публикацисем тӳрлет

  • Golb, Norman and Omeljan Pritsak. Khazarian Hebrew Documents of the Tenth Century. — Ithaca: Cornell Univ. Press, 1982.
  • Голб Н., Прицак О. Хазарско-еврейские документы X века. — 1-е изд. 1997; 2-е изд. 2003. — М.—Иерусалим: 2003. — ISBN 5-93273-126-5
  • Киевское письмо. / Комм. В. Я. Петрухина // Древняя Русь в свете зарубежных источников: Хрестоматия. Том III. Восточные источники. — М.: Русский Фонд Содействия Образованию и Науке, 2009.

Литература тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет