Сăвар телеканал

Сăвар телеканал — Youtube сервис хатĕрĕсемпе усă курса йĕркеленĕ чăвашла «Сăвар» TV каналĕ. Çуралнă кунĕ — 2010 çулăн чӳк уйăхĕ. Уçаканĕ — чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕ.

Телеканалăн тĕл ĕçĕ — чăваш çамрăкĕсен ĕç-пуçĕпе паллаштарасси.

Адресĕ — http://www.youtube.com/user/suvartv

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Халĕ тетелри инçеканал уçлăхĕнче чӳкĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ Çеçпĕл Мишшин уявне (111 çул çитнине халалланă митинг) вырнаçтарнă.

Канал тӳлевсĕр, унăн материалĕсемпе тĕнчери пур çын та паллашма пултарать.

Хушма хыпарсем тӳрлет

«Сăвар» пĕрлешĕве 20 çул каяллах йĕркеленĕ. Унăн элтепĕрĕ — Арăслан Наумов (Хусан), Ĕç тăвакан комитет ертӳçи — Илтимер Ефремов. Çак пĕрлешĕве йĕркеленĕ Ультияр Цыпленков унăн хисеплĕ элтепĕрĕ шутланать.

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет