Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ
Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ (тутарла Казан үзәк керәшен-татар мәктәбе) — Ильминский Николай Иванович тăрăшнипе 1863-мĕш çулта Хусан хулинче никĕсленнĕ[1] вĕрентевçĕсем те хатĕрлекен вăтам шкул. Вăл 1918-мĕш çулччен ĕçленĕ. Анчах ăна ун чух хупман, ятне çеç çĕнĕрен панă, тата, паллах, тĕллевĕсене улăштарнă.
Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ | |
Никĕсленĕ | 1863 |
---|---|
Хупнă | 1918-1930 |
Директор | Тимофеев Василий Тимофеевич (тутарла Бәчели Тимофеев ) |
Тĕс | Вăтам пĕлӳ паракан тата вĕрентевçĕсем те хатĕрлекен шкул |
Адрес | Хусан хули |
Телефон | — |
50 çул (1863-1913) хушшинче унта мĕнпурĕ 4454 арçын ача тата 1885 хĕрача вĕреннĕ. Анчах та вĕсенчен пурте вĕрентевçĕ пулса тухнă теме çук. Вĕрентевçĕ пулса тухнисен шучĕ: арçын ачасенчен — 636, хĕрачасенчен — 260. 1914-мĕш çул тĕлне унтан вĕренсе тухнисенчен 398 çын вĕрентевçĕре ĕçленĕ, 167 çын сăваплăхçă пулнă[2].
Вĕренкенсен йышĕнче тутарсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те пулнă. Вăл шутра — чăвашсем те. Анчах та ку ыйтăва халлĕхе лайăхах тĕпчемен.
Кунçул
тӳрлетУмистори
тӳрлет1863-мĕш çулхи январьтен пуçласа В.Т. Тимофеев харпăр уроксем пама пуçланă тĕрлĕ çынсене (харкамлăхсене).
Малалли истори
тӳрлет1863-мĕш çулхи кĕркуннерен В.Т. Тимофеев хайĕн тăван ялĕнчен пĕр çынна чĕнсе илсе вĕрентме пуçланă. Каярахпа ун пек вĕренекенсем татах тупăннă. Мĕнпурĕ — виçĕ арçын ача, пĕр хĕрача. Вĕрнекенсем Василий Тимофеевич килĕнчех пурăннă, унтах вĕренÿ те пынă.
Шкула официаллă майпа уçасси пирки 1864-мĕш çулхи августра йышăну тунă. Н.И.Ильминский тата Е.А.Малов çине шкула сăнаса тăрас ĕçе тиенĕ.
1913-мĕш çул тĕлне шкулта 132 арçын ача, 54 хĕрача, 22 вĕрентевçĕ пулнă. 1918-мĕш çулта шкула Крешшĕнсен вĕрентевçĕ семинарийĕ ят панă. Çапла майпа шкул 1930-мĕш çулчченех тытăнса тăнă.
Шкулпа çыхăннă уйрăм харкамлăхсем
тӳрлетВĕрентекенсем
тӳрлет- Тимофеев Василий Тимофеевич
- Ашмарин Николай Иванович (1894-1899-мĕш çулсенче ĕçленĕ, тутар чĕлхине вĕрентнĕ)
- Егоров Тимофей Егорович, 1896-1918-мĕш çулсенче шкул ертÿçи
Вĕренекенсем
тӳрлет- Тимрясов Сергей Николаевич (чăваш, 1872-мĕш çулта ку шкула пĕтернĕ)
- Юртов Авксентий Филиппович (ирçе букварьне ăсталанă çын, хай те ирçе)
- Емельянов Яков Емельянович (1848 – 1893), сăваплахçă, поэт
- Даулей Роман Павлович (1879 – 1952),
- Григорьев -Саврушевский, Давид (1876 – 1939)
- Михеев Иван Степанович (1876 – 1937), удмурт çуттатуртавçи, ГУЛАГра вилнĕ
- Аппакова Дарья Семёновна (Даржия Сейфулловна) (1898 – 1948), тутар çыравçи
- Гаврилов Пётр Михайлович (1900 – 1979), Брест креппăçне сыхлаканĕ, Совет Союзĕн Геройĕ
- Яковлев Алексей Ефимович , генерал-лейтенант, çарпуçĕ
- Новиков Пётр Георгиевич (1907-1944), вăрçă паттăрĕ[3]
Ытти çынсем:
Шкулăн тĕллевĕпе чаплăлăхĕ
тӳрлетÇавăн пекех
тӳрлет- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ.
- Ишекри тĕп чăваш тăванла шкул (1894-мĕш çулхи октябрĕн 4-мĕшĕ[4]).
- Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ
- Похвиçнĕри чăваш шкулĕ.
- Самарти чăваш шкулĕ
Вуламалли
тӳрлет- Ильминский Н.И. Дневник старокрещеного татарина. Предисловие // Православное обозрение. 1865. Т. 18 .
- Ильминский Н.И. Записка по вопросу об отпадении крещеных татар Казанской губернии в 1881 г. // Православный собеседник. 1895. Ч.2 .
- Ильминский Н.И. О школе для первоначального обучения детей крещеных татар // Православное обозрение. 1865. Т. 17 .
- Ильминский Н.И. Православное богослужение на татарском языке в Казанской школе для детей крещеных татар // Православное обозрение. 1869 .
- Ильминский Н.И. Школа для первоначального обучения детей крещеных татар в Казани // Православное обозрение. 1864. Т.
- Смоленский С.В. В защиту просвещения восточно-русских инородцев по системе Н.И. Ильминского. СПб., 1905. С. 37 .
- Понятов А.Н. Переход крещеных татар из православия в ислам в Казанской губернии во второй половине XIX - начале XX вв. // Религиоведение. 2007. № 1. С. 35-49.
- Кузнецова Л.О.Казанская центральная крещено-татарская школа как форпост интеграции кряшен в общероссийскую цивилизацию. 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Соловьёв И. Самарти чăваш шкулĕ. —Листовка.Гублит № 3925, 11 декабря 1825 г. Тираж 1000 экз». Самара, тип. № 1 им. т. Маги «Полиграфа, ома» ул. Венцека и Галактион,
- Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59. (И.В.Соловьёв тата унăн ĕç-хĕлĕпе кунçулĕ çинчен çырнă хайлав).
- Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
- СОРОЧАЙКИН, АНДРЕЙ НИКОНОВИЧ. ДИАСПОРА АВЕРКИНСКО-ИБРЯЙКИНСКИХ ЧУВАШ: ВОПРОСЫ И ОТВЕТЫ. Тип: брошюра Язык: русский ISBN: 978-5-906741-12-7 Год издания: 2015 Место издания: Самара Число страниц: 42 Издательство: Институт анализа экономики города и региона (Самара) УДК: 94 (47): 392.91
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Официаллă майпа тепĕр çултан çеç (1864) уçнă
- ^ Известия по Казанской епархии, издаваемые при Казанской Духовной академии. 8 января 1914 г., № 2. – Казань: императорская Казанская Духовная академия, 1914. – С. 109 – 110.
- ^ Татьяна Григорьевна Дунаева Кряшеноведение 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Лукина Ольга Валентиновна. Особенности развития образовательной системы Казанской губернии в 1861-1917 годах (на примере чувашских крестьян Янгильдинской волости Козьмодемьянского уезда) — ВЧУ, 2011[
Каçăсем
тӳрлет- Отец Василий Тимофеев и центральная крещено-татарская школа
- "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ". Музей.
- Похвистневский чувашский сельскохозяйственный техникум. — ВК, 26, январь, 2019, 21:23
- Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Музей «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева»
- Музей «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева»
- Музей "Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева"(ĕçлемен каçă)
- Симбирской чувашской учительской школе - 140 лет