Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ

Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕИльминский Николай Иванович тăрăшнипе 1872-мĕш çулта Хусан хулинче уçнă вĕрентевçĕсем хатĕрлекен шкул. 1884-мĕш çултан "ютйăхсен" теме пăрахнă, анчах та вăл пурпĕрех вырăс мар шкулсем валли вырăс мар ачасенченех вĕрентевçĕсем хатĕрлес енĕпе специализациленнĕ.

Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ, Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕ (1884-мĕш çултан пуçласа)
Никĕсленĕ 1872
Хупнă паллă мар
Директор Ильминский Николай Иванович
Тĕс Вĕрнетевçĕсен вăтам пĕлӳ паракан шкуле
Адрес Хусан хули
Ильминский Николай Иванович

Кунçул

тӳрлет

Умистори

тӳрлет

Умистори тесе Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕн ĕçĕ-хĕлне шутлама пулать. Вăл 1863-мĕш çултанпа ĕçленĕ. Калас пулать, малтанхи вăхăтра, хăйĕн çурчĕ пуличчен, Крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ тата Ютйăхсен семинарийĕ пĕр тĕлтех ĕçленĕ.

Малалли истори[1]

тӳрлет

Хысна шучĕпе вĕрентме палăртнă вĕренекенсен шучĕ — 240, вĕсенчен çурринчен кая мар вырăссем, ыттисем — тĕне кĕне ютйăхсем (тутарсем, чăвашсем, çармăссем т.ыт.те). Хысна шучĕпе вĕренкенсемсĕр пуçне тата тĕрлĕрен йĕркелĕмсен стипендиачĕсем тата уйрăм çынсем те пулнă. Вĕрентÿ тăршшĕ — виçĕ çул. 1977-мĕш çултанпа хатĕрлев класĕсем (кашни çул 30 çын) уçнă. Семинарие хысна шучĕпе пĕтерекенсем кайран уписаттĕлнĕ 6 çул янă вырăнта ĕçленĕ.

Çавăн пекех семинари çумĕнче, пĕр вăхăтран пуçласа, чăвашсем, мордавасем (те ирçе, те мăкшă — паллă мар), çармăссем, удмуртсем валли пуçламăш шкулсем йĕркелесе янă — штат тăрăх, кашни халăх енчен 15 вĕренекен.

1894-мĕш çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчен, Тÿре-Шара хушавĕпе, вырăс тата вырăс мар вĕренекенсен пропорцине çĕнĕлле йĕркеленĕ: вырăссем пĕррре виççемĕш (1/3), вырăс маррисем — иккĕ виççĕмĕш (2/3) чухлĕ.

Мĕнпурĕ, 1875-1918-мĕш çулсенче, семинарин куçум уйрăмĕнчен 186 (çĕр сакăрвун улттă) арçын чăваш вĕренсе тухнă. Çав вăхăтрах эстерн шучĕпе вĕренсе тухнă чăвашсен йышĕ — 1000 (пин) çын — арçынсем те, хĕрарăмсем те.

 
Никанор (Каменский)
 
Ашмарин Николай Иванович
 
Никольский Николай Васильевич
 
Даниил Филимонов, Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарине чи малтан пĕтернĕ чăвашсенчен пĕри
 
Илле Тăхти, 1903-1908-мĕш çулсенче Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕнче ăс пухнă

Шкулпа çыхăннă уйрăм харкамлăхсем

тӳрлет

Вĕрентекенсем

тӳрлет

Вĕренекенсем

тӳрлет
  • Филимонов Даниил Филимонович, Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарине чи малтан (1875) пĕтернĕ чăвашсенчен пĕри
  • Александров Николай Александрович (1880-мĕш çулта пĕтернĕ)
  • Илле Тăхти, 1903-1908-мĕш çулсенче Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕнче ăс пухнă
  • Ирçесемпе мăкшăсенчен тухнă çутĕç тата культура çыннисем: М. Е. Евсевьев, И. Я. Бондяков, З. Ф. Дорофеев, Л. П. Кирюков, М. И. Наумкин, И. Ф. Прокаев, Е. В. Скобелев
  • Ирçесемпе мăкшăсенчен тухнă сăваплăхçăсем: Ф. К. Садков, Ф. К. Стрелков

Ытти çынсем:

Семинарин тĕллевĕпе чаплăхĕ

тӳрлет

В.П.Киржаева калани[2]:

Гильманов Д.Ш., Корнилова И.В., Магсумов Т.А. калани[3]:

  Как известно, с историей Казанской учительской семинарии непосредственно связана педагогическая деятельность первых ее руководителей Н.И. Ильминского и его приемного сына Н.А. Бобровникова (шурин чувашского педагога И.П. Яковлева; с 1906 г. попечитель Оренбургского учебного округа). Благодаря усилиям этих видных педагогов, а также вследствие неуклонного втягивания нерусских народов края в капиталистические отношения, разрушения их национальной ограниченности происходило быстрое увеличение числа «инородческих школ», особенно в конце XIX в.  

Р.Р. Исхаков калани[4]:

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Соловьёв И. Самарти чăваш шкулĕ. —Листовка.Гублит № 3925, 11 декабря 1825 г. Тираж 1000 экз». Самара, тип. № 1 им. т. Маги «Полиграфа, ома» ул. Венцека и Галактион,
  • Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59. (И.В.Соловьёв тата унăн ĕç-хĕлĕпе кунçулĕ çинчен çырнă хайлав).
  • Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
  • СОРОЧАЙКИН, АНДРЕЙ НИКОНОВИЧ. ДИАСПОРА АВЕРКИНСКО-ИБРЯЙКИНСКИХ ЧУВАШ: ВОПРОСЫ И ОТВЕТЫ. Тип: брошюра Язык: русский ISBN: 978-5-906741-12-7 Год издания: 2015 Место издания: Самара Число страниц: 42 Издательство: Институт анализа экономики города и региона (Самара) УДК: 94 (47): 392.91

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Алесандров Г.А. КАЗАНСКАЯ УЧИТЕЛЬСКАЯ СЕМИНАРИЯ — Электронла чăваш энциклопедийĕ
  2. ^ Киржаева В.П. КАЗАНСКАЯ УЧИТЕЛЬСКАЯ СЕМИНАРИЯ В ПОЛИТИКО-ПРАВОВОМ И КУЛЬТУРНООБРАЗОВАТЕЛЬНОМ КОНТЕКСТЕ ЭПОХИ — ЖУРНАЛ Интеграция образования 2003
  3. ^ Гильманов Д.Ш., Корнилова И.В., Магсумов Т.А. УЧИТЕЛЯ ДЛЯ «ИНОРОДЦЕВ»: ТРАДИЦИИ ЯЗЫКОВОЙ ПОДГОТОВКИ ПЕДАГОГОВ В МНОГОНАЦИОНАЛЬНОМ РЕГИОНЕ 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. — Научный журнал: В мире научных открытий ISSN: 2072-0831 Год выхода: 2015
  4. ^ Исхаков Р. Р. СТРАНИЦЫ ИСТОРИИ КАЗАНСКОЙ УЧИТЕЛЬСКОЙ (ИНОРОДЧЕСКОЙ) СЕМИНАРИИ — ЖУРНАЛ Вестник Казанского государственного университета культуры и искусств 2015

Каçăсем

тӳрлет