Гаврилов Пётр Михайлович
Пётр Миха́йлович Гаври́лов (тут. Петр Михаил улы Гаврилов) (1900—1979) — совет офицерĕ, майор, Брест карманне 1941 çулта хӳтĕленĕскер, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1957).
Пётр Михайлович Гаврилов | |||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1900 çул, çĕртме, 30 | ||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Лаиш уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ | ||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1979 çул, кăрлач, 26 | ||||||||||
Вилнĕ вырăн | Краснодар, СССР | ||||||||||
Пăхăнулăх | |||||||||||
Çар ăрачĕ | пехота | ||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1918—1947 | ||||||||||
Хисеп | |||||||||||
Чаç | 42-мĕш стрелок дивизийĕ | ||||||||||
Командăланă | 44-мĕш стрелок полкĕ | ||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем |
Раççейри граждан вăрçи, | ||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1900 çулхи çĕртмен 17- (çĕртмен 30-мĕшĕнче) Хусан кĕпернинчи (халĕ Тутар Республикн Пестречинский районĕ) Лаиш уесĕн Альведино (Әлбәдән) ялĕнче çуралнă. Нациллĕхĕ тутар.[1]
Ашшĕ ывăлĕ çут тĕнчене киличченех (урăх хыпарпа, ывăлĕ пĕр çул тултарсан) вилнĕ.
Ача чухнех тара кĕрсе ĕçленĕ, 15 çулта Хусана çитсе ĕçе вырнаçнă.
Хусанта совет влаçне йĕркеленĕ ĕçе хутшăннă. 1918 çулхи çуркунне хăйĕн ирĕк кăмăлĕпех Хĕрлĕ Çара кайнă, Тухăç фронтĕнче Колчак, кайран Деникин çарĕсене тата Çурçĕр Кавказри пăлхавçăсене хирĕç çапăçнă. Граждан вăрçи вĕçленсен çартах юлнă. 1922 çулта РКП(б) кĕнĕ.
1925 çулхи авăн уйăхĕнче Владикавказри пехота шкулĕнче вĕренсе тухнă; Кавказрах авланнă тата тăлăх арçын ачана усрава илнĕ. 1939 çулта Фрунзе ячĕллĕ вăрçă академинче пĕлӳ пухса тухнă.
Совет-финн вăрçине хутшăннă. Кампание вĕçлесен унăн полкне Анăç Беларуçе, 1941 çулхи çу уйăхĕнче — Бреста куçараççĕ.
Майор хисепĕнче 44-мĕш стрелок полкĕпе командăланă.
Брест карманне хӳтĕлени, тыткăна лекни
тӳрлетНимĕçсем карман çине тапăнсен хăйĕн полкĕн 1-мĕш батальонĕн салтакĕсемпе командирĕсене тата 333-мĕшпе 125-мĕш стрелок полкĕсен сапаланнă пайĕсене пуçтарса Кобрин хӳтлĕхĕн Çурçĕрна валĕнче çапăçнă; кайран Тухăç фортри гарнизона ертсе пынă, унта çĕртмен 24-мĕшĕнче Кобрин хӳтлĕхĕнче çапăçакансем пуçтарăннă. Пĕтĕмпе Гавриловпа пĕрле 400 ытла çын вăрçнă, вĕсен 2 тӳпе кĕпçи, темиçе 45-мм тупăпа тăваттă кĕпçеллĕ тӳпе пулемёчĕ пулнă.
Çĕртмен 30-мĕшĕнче нимĕçсем штурмласа Тухăç фортне туртса илсен, Гаврилов хăйĕнпе юлнă 12 çынпа (вĕсен 4 пулемёт пулнă) казематсенче пытанать.
Çĕртмен 23-мĕшĕнче, Гаврилов, аманнăскер, тыткăна лекет. Хоспитальте ăна сипленĕ Воронович тухтăр каласа кăтарнипе:
тыткăна лекнĕ майор çинче командир форми пулнă, анчах та тумтирĕ пĕтĕмпех таткаланса пĕтнĕ, пичĕ тар çунăкĕпе, тусанпа пиçсе ларнă, сухал айне пулнă.
Ăна амантнă, вăл тăн çухатнă, çав тери хавшака çитнĕ. Тӳррĕн каласан, тирпе туртнă скелет пекех пулнă. Тыткăна лексен вăл çав тери начарланнипе апата çăтма та пултарайман: унăн пачах вай юлман, пурнăçне çăлас тесе тухтăрсем ăна ятарлă çитернĕ.
Тыткăна илсе лагере çитернĕ нимĕç салтакĕсем тухтăрсене каласа панипе, çак аран-аран чĕрĕ пĕр сехет çеç каялла карман казематĕнче, тăр пĕччен вĕсемпе çапăçма тытăннă, гранатăсене пăрахнă, пистолетран персе темиçе нимĕç салтакне вĕлернĕ, суранлатнă.
Хаммельбург тата Равенсбрюк лагерĕсенче 1945 çулхи çу уйăхĕччен ăна тытса усранă. Тыткăнра Карбышев генералпа туслашнă.
Вăрçă хыççăн
тӳрлетНимĕç тыткăнĕнчен хăтарсан П. М. Гаврилова ПКП(б) йышĕнчен, партбилета çухатнăшăн кăларнă. Малтанхи çар хисепне тавăрнă хыççăн, 1945 çулхи кĕркунне вăл Çĕпĕрти тыткăна лекнĕ япун çар çынĕсен лагерĕн пуçлăхĕ вырăнне йышăннă, хĕсметре лайăх тăнăшăн темиçе хутчен те тав хутне тивĕçнĕ (тыткăна лекнĕ япун çар çынĕсене тиф мурĕнчен хăтарнă)[2].
1946 çулта Гаврилова аресленĕ те ГУЛАГа ăсатнă, унта вăл 1955 çулчен ларнă. Ирĕке тухсан Тутарстана каять, кайран Краснодара куçса каять, унта арăмпе ывăлне тупать[2][3][4].
1955 çулта «Брест карманĕн паттăрĕсене шыраса» радиокăларăмсем (авторĕ — Сергей Смирнов) эфира тухнă, 1956 çулта хайланă «Брест карманĕ» кĕнекене 1957 çулта пичетленĕ. Çакăн хыççăн П. М. Гаврилова партие каялла илнĕ те çав çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Указом СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1957 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнчи хутайĕпе Брест карманне 1941 çулта хӳтĕленĕ чухне çар тивĕçне тӳррĕн пурнăçланăшăн тата çакăн чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Пётр Михайлович Гаврилова Совет Союзĕн Паттăрĕ ячĕпе чысланă, Ленин орденĕпе «Ылтăн Çăлтăр» медале (№ 10807) панă[2].
Тепĕртакран Гаврилов СССР тăрăх çӳрекеленĕ, пĕрлĕлĕх ĕçне хастар хутшăннă. 1968 çултанпа хăйĕн ĕмĕрĕ вĕçленичинех Краснодар хулинче, Светлая урамĕнчи (1980 çулта ăна Гавриловăн ятне панă) 103-мĕш çуртра пурăннă.
Пётр Михайлович Гаврилов 1979 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Краснодарта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Паттăра вăрçă хисепĕсемпе Брест гарнизонĕн мемориал çăвинче пытарнă.
П. М. Гавриловăн асаилĕвĕсене иккĕ хутчен Краснодарта пичетленĕ: 1975[5] тата 1980 [6] çулсенче.
Ӳнерте кăтартни
тӳрлет1957 тата 1959 çулсенче Брест карманне хӳтĕлекенсем пирки («Брест карманĕ» тата «Брест карманĕн паттăрĕсем») фильмсем кăтартнă хыççăн, С. С. Смирнов вуннă çул хушши «Брест карманĕ» çĕнĕ ĕçпе тăрмашать[7]:
Эта книга — плод десятилетней работы над историей обороны Брестской крепости: многих поездок и долгих раздумий, поисков документов и людей, встреч и бесед с вами. Она окончательный итог этой работы.
О вас, о вашей трагической и славной борьбе ещё напишут повести и романы, поэмы и исторические исследования, создадут пьесы и кинофильмы. Пусть это сделают другие. Быть может, собранный мной материал поможет авторам этих будущих произведений. В большом деле стоит быть и одной ступенькой, если эта ступенька ведёт вверх.
Десять лет назад Брестская крепость лежала в забытых заброшенных развалинах, а вы — её герои-защитники — не только были безвестными, но, как люди, в большинстве своём прошедшие через гитлеровский плен, встречали обидное недоверие к себе, а порой испытывали и прямые несправедливости.
Çакăншăн С. С. Смирнова 1965 çулхи литературăпа журналистика облаçĕнчи Ленин парнипе чысланă.
Унсăр пуçне, Гаврилов майорăн паттăрлăхне çак кинофильмсенче кăтартнă:
- «Бессмертный гарнизон» фильм, 1956 çул
- «Битва за Москву» фильм, 1985 çул, (Гаврилов рольне Ромуалдс Анцанс сăнарланă).
- «Брест карманĕ», фильм, 2010 çул (Гаврилов рольне Александр Коршунов сăнарланă).
Асăнмалăх
тӳрлет- Гаврилов ятне Хусанти, Брестри, Краснодарти тата Пестрецăри урамсене тивĕçтернĕ.
- Унăн ячĕпе тăван Альвидино ялĕнчи колхоза чысланă.
- П.М. Гаврилов ятне Тĕп Тянь-Шаньри ту тăррине панă
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Гаврилов П.М. "Сражается крепость". Краснодар, 1975 год
- ^ 1, 2 тата 3 Гаврилов Пётр Михайлович // Патриотический интернет-проект «Герои Страны».
- ^ Гаврилов Пётр Михайлович 2012 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Семья майора Гаврилова 2003 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Гаврилов П. М. Сражается крепость: (Документальная повесть) / [Литературная запись А. И. Макаренко]. — Краснодар: Книжное издательство, 1975. — 94 с.: ил.
- ^ Гаврилов П. М. Сражается крепость: (Документальная повесть) / [Литературная запись А. И. Макаренко]: 2-е изд., испр. и доп. — Краснодар: Книжное издательство, 1980. — 142 с.
- ^ Смирнов С. С. Брестская крепость. — М.: Издательство ЦК ВЛКСМ «Молодая гвардия», 1965.
Вуламалли
тӳрлет- Ханин Л. Герои Советского Союза — сыны Татарии. — Казань, 1969.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. — Том 1. — М.: Воениздат, 1987.
- Звягинцев В. Трибунал для героев. — М., ОЛМА-ПРЕСС, 2005.
Каçăсем
тӳрлет- С. Смирнов. Глава о Гаврилове из книги «Брестская крепость» 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Воспоминания П. М. Гаврилова 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Оборона Кобринского укрепления
- Легендарный витязь Бреста 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Биографическая справка
- Донесение о безвозвратных потерях начальствующего состава Западного фронта 31.05.1943(ĕçлемен каçă)
- Донесение о безвозвратных потерях — Начальнику Отдела кадров западного фронта 2.06.1943(ĕçлемен каçă)
- Приказ об исключении из списков Управления кадров Красной Армии 31.07.1943(ĕçлемен каçă)
- Донесение об оказавшихся в живых 01.02.1962(ĕçлемен каçă)