Колхоз — пĕрлешӳллĕ хуçалăх. СССРта ялсенчи хуçалăх форми пулнă. Колхозри ĕç хатĕрĕсем (çĕр, выльăх-чĕрлĕх) хуçалăхра тăракан çынсен аллисенче пулнă. Туса илнĕ çимĕçсене çынсен хушшинче пайланнă. Хуçалăх хуçине, председателе, халăх пĕрле суйланă. Председателе пулăшмашкăн колхоз правленине суйланă.

Колхозра купăста пуçтарни, 1938 çул.
ССРП почти маркки, Колхоз хĕрарăмĕ. 1958 çул.

Истори

тӳрлет

Чи малтанах «колхоз» сăмахпа виçĕ тĕслĕ хуçалăха палăртнă: пĕрлехи çĕрпе ускуракан юлташлăх (ПÇУЮ), ял хуçалăх эртелĕ, ял хуçалăх коммуни. 1938 çулта Совет Пĕрлешĕвĕнче ялсенче ĕçлекен коллектив форми — яд хуçалăх эртелĕ кăна юлнă, каярах ăна колхоз теме тытăннă


Хальхи Раççейре колхоз — коопераци енĕпе ĕçлекен хуçалăх. 1990 çулсенче нумай колхоз саланса кайнă, ĕçлеме пăрахнă. Намайăшĕ çав вăхăт хыççăн хуçалăха пĕрлешӳллĕ енĕпе ертсе пыраççĕ.

Колхозăн урăх çĕршывсенчи аналогĕсем: кибуц (Израиль), «халăх коммунисем» (Китай, «Мăн сикĕ» тапхăрĕнче).

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет