Ӳкĕм
Ӳкĕм (выр. Падеж), — япала ячĕн, хăш-пĕр ылмаш ячĕсемпе хисеп ячĕсен сăмаха улăштаракан морфологи категорийĕ. Шкулсенче вырăс терминĕпе усă кураççĕ. Унчен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.
Чăвашла ÿкĕм термин вырăс чĕлхинчи «падеж» сăмаха калькăласа куçарни пулать.
Чăваш чĕлхинче
тӳрлетЧăваш чĕлхинче пурĕ 8 ӳкĕме палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм системине тăвакан аффикссем çакăн пек:
Ӳкĕм | Латтин ячӗ | Ыйтусем | Аффиксем |
Тĕп | Nominativ | кам? мĕн? | — |
Камăнлăх | Genitiv | камăн? мĕнĕн? | -ăн (-ĕн) |
Пару | Dativ | кама? мĕне? | -а (-е) |
Вырăн | Locativ | камра? мĕнре? | -та (-те), -ра (-ре), -че |
Туху | Ablativ | камран? мĕнрен? | -тан (-тен), -ран (-рен), -чен |
Пĕрлелĕх | Commitativ | кампа? мĕнпе? | -па (-пе), -пала (-пеле), -палан (-пелен) |
Çуклăх | Caritiv | камсăр? мĕнсĕр | -сăр (-сĕр) |
Пирки | Causativ | камшăн? мĕншĕн? | -шăн (-шĕн) |
Юлашки виçĕ ӳкĕм хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнисем, вĕсенчен кашни тĕрĕк чĕлхисенче пур.
Кашни ӳкĕм нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе ӳкĕм кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) ӳкнисен пур.
Япала ячĕсен ӳкĕмĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ ӳкĕм тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни ӳкĕмĕн пĕр аффикс çеç. Кирек епле сăмахран та ӳкĕм форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм сакунне пула аффикссем икĕ вариантлă: хытă тата çемçе.
Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару ӳкĕмĕнче чăваш фонетикин тĕп саккунне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:
- икĕ уçă сасса уйăрма н хупă сасă кĕрсе ларать (лаша + а > ла-шана, ĕне + е > ĕнене);
- пĕр уçă сасси тухса ӳкет (пахчаçă + ăн > пахчаçăн, пахчаçă + а > пахчаçа);
- пĕр уçă сасси тухса ӳкет, ун умĕнчи хупă сасă вăрăмланать (пулă + ăн > пуллăн, пулă + а > пулла);
- сăмах у (ӳ) сасăсемпе пĕтет пулсан, çав cасăсем ă (ĕ) сасăсемпе ылмашаççĕ, сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине в хупă сасă кĕрсе ларать (кĕрӳ + ĕн > кĕрĕвĕн, кĕрӳ + е > кĕрĕве);
- и сасăпа пĕтекен сăмахсенче уçă сасăсене уйăрма сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине й хупă сасă кĕрсе ларать (шăши + е > шăшие, пăри + ĕн > пăрийĕн). Хальхи чĕлхере йĕ сыпăк тухса ӳкнипе шăшин, пăрин, тăрин тесе каласси çирĕпленнĕ.
Урăх чĕлхесенче
тӳрлетВырăс чĕлхинче 6 ӳкĕм, нимĕç чĕлхинче 4 ӳкӗм, удмурт чĕлхинче 15 ӳкӗм. Тапассарансен чӗлхинче вара хĕрĕх виççĕ[1].
Вуламалли
тӳрлет- Иванов А.И. К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его // Учен зап ЧНИИ. Вып. 8. Ч., 1953;
- Андреев Н.А. Имя существительное // Материалы по грамматике чувашского языка. Ч., 1957;
- Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.
- Ларионов Н. Падежсем, падежсем... — Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чи хитре чĕлхе, Э.В. Фомин, стр. 42
Каçăсем
тӳрлет▼