Громов Василий Петрович
Громов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Громов Василий Петрович (1813-1881) — çуттатуртавçă, чăваш чĕлхин лексикографĕ тата çыравçă. Чиркÿсенче ĕçленĕ. Хальхи Чăваш Республикине кĕрекен Элĕк районĕнчи Элĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Громов Виктор Петрович (31.10.1834-1881) тухтăрăн ашшĕ.
Громов Василий Петрович | |
Громов Василий Петрович | |
Çуралнă вăхăт | 1813-мĕш çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн | Элĕк, хальхи Элĕк районĕ, хальхи Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт | 1881 |
Вилнĕ вырăн | Чикме хули |
Гражданлăх | Раççей |
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ |
Ашшĕ | паллă мар |
Амăшĕ | паллă мар |
Ачисем | Виктор ятлă ывăл |
Чыславсемпе парнесем | Вырăс Географи Пĕрлĕхĕн кĕмĕл медалĕ. |
Вăл çырса хăварнă ÿкĕтсем (1852-1855) чăваш литературин пĕр пĕрчи пулса тăраççĕ. Раççейри тĕп физика обсерваторийĕ валли метерологи сăнавĕсене ярса парса тăнă. Вырăс Географи пĕрлĕхĕн пайташĕ-ĕслевçи шутланнă, асăннă йĕркелĕмĕн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлетЭлĕк ялĕнче тиеччук килйышĕнче çуралса ÿснĕ.
Ăçта вĕренни
тӳрлетХусанти тĕн семинарине пĕтернĕ.
Ăçта ĕçлени
тӳрлет- 1830-мĕш çултан пуçласа Хусанти тĕн вĕрентĕшĕнче чăваш чĕлхи, хулари гимназире грек чĕлхи вĕрентнĕ
- 1832-1855-мĕш çулсенче Ишекре çаваплăхçă пулса ĕçленĕ.
- Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Чикме хулинче çаваплăхçă пулса ĕçленĕ.
1856-мĕш Чикме хулинче Спиридон Михайловпа пĕрле финн ăславçипе Альквист Карл Август Энгельбрехтпа тĕл пулнă, лешĕ унăн "Чăваш лексиконне" (пĕр пайне) шведла куçарнă.
Ĕçĕсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Симулин А.М. Громов Василий Петрович — электронла чăваш энциклопедири статья.
- Алексеев А.А. Краткий очерк жизни и деятельности фольклориста и чувашеведа В.П.Громова // Исследования по лексике и грамматике современного чувашского языка: [Cб. ст.] / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1986. С. 59–69.
- Магницкий, В. К. Священник Василий Петрович Громов : [член-сотрудник Русского географического общества : заметка о нем с приложением двух его писем по поводу составленного им Чувашского лексикона к Н. И. Золотницкому] / В. К. Магницкий. - [Казань] : Типография губернского правления, 1884. - 11 с.
- Гусаров Ю.В. Талиев Пётр Иванович — электронла чăваш энциклопедири статья.
- Петров Н.П. Чăваш литература чĕлхин историйĕ: Яковлевченхи тапхăр. Ш., 1978;
- Сергеев Л.П. Кивĕ чăваш çырулăхĕ. Ш., 1988.
- Петров Н.П. Дояковлевская чувашская письменность — электронла чăваш энциклопедири статья.