Иванов Игнатий Иванович

Иванов Игнатий Иванович, (1848 çул, Кăнна Кушки ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ) — 1885) — чăваш прозăçĕ, тăлмачĕ[1].

Игнатий Иванов
Çуралнă вăхăт: 1848 ç.
Çуралнă вырăн: Кăнна Кушки ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1885 ç.
Вилнĕ вырăн: Кăнна Кушки ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕперни
Гражданлăх: Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: Проза, куçару
Ĕçсен чĕлхи: Чăваш

ПурнăçĕПравить

1848 çулта Хусан кĕпернине кĕнĕ Кăнна Кушки ялĕнче (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) çуралнă.

Вулама-çырма хăй тĕллĕн, Чĕмпĕрте И. Яковлев патĕнче, кайран Хусанти крешен-тутар шкулĕнче пĕлӳ пухнă.

1871–79 çулсенче Чĕмпĕр тата Хусан кĕпернисенче шкулти вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ.

1879 çултанпа тăван ялĕнчех ĕмĕрленĕ. 1885 çулта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсемПравить

Калавсем, очерк çырнă. Игнатий Иванов çак ĕçсен авторĕ:

  • «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»;
  • «Çынна усал тăвакан хăй не усал курать»;
  • «Аттуна тăхăн та çăматтуна ан пăрах»;
  • «Чăвашсем» (Чуваши, 1881)
  • «Эпĕ Хусана веренме кайни»

Унăн ĕçĕсене вилнĕ хыççăн кăна пичетленĕ.

АсăрхавсемПравить

КаçăсемПравить