Ют Николай Яковлевич
Николай Яковлевич Ют (паспортри хушамачĕ Золотов) (1898 çулхи утă, 30, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ — 1967 çулхи пуш, 27, Çĕмĕрле хули, Чăваш АССР) — пĕрлĕх ĕçченĕ, çыравçă, литература тишкерӳçи, халăх пултарулăхне пухакан, публицист.
Николай Ют | |
Çуралнă вăхăт: | 1898, утă, 30 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Элĕк районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1967, пуш, 27 |
Вилнĕ вырăн: | Çĕмĕрле, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | пĕрлĕх ĕçĕ, проза, куçару ĕçĕ |
Жанр: | публицистика, фольклор |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1898 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хусан кĕпернинчи Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕрекен Синер ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) çуралнă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, СССР ăслăх академин материаллă культурăн истори институчĕн çумĕнчи Тухăç халăхĕсен коммунизм университетĕнче пĕлӳ илнĕ.
Чĕмпĕрте Совет влаçĕ çирĕпленсен чăваш шкулĕнче чăвашсен «Çĕнĕ пурнăç» хаçат тухма тытăннă. Николай Ют унпа çыхăну тытса тăнă. Хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. Чĕмпĕре таврăнсан — Тухăç фрончĕн революци вăрçă канашĕн (выр. Реввоенсовет) политпайĕн Чăваш уйрăмĕн аппаратĕнче, «Чухăнсен сасси» хаçат ĕçтешĕ вырăнĕнче тăрăшнă. Кăнтăр фронтĕнче çивĕч лару-тăру сиксе тухсан иккĕмĕш Чĕмпĕр полкне хĕсмете тăрса фронта тухса кайнă. Аманнă. Сипленнĕ хыççăн Хусана таврăннă.
«Канаш» хаçат редакцинче секретарь вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă. 1923 çултанпа «Канаш» хаçатăн редакторĕ. «Канаш» ятлă çыравçăсемпе журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă.
«Сунтал» тата «Капкăн» журналсен пĕрремĕш редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
1937 çулта репрессине лекнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
1956 çулта реабилитациленĕ хыççăн Çĕмĕрлере ĕçлесе пурăннă.
1967 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Литература ĕçĕсем
тӳрлетЧăваш литературине тишкернĕ. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.
Уйрăм кăларăмсем
тӳрлет- «Краткий очерк народной поэзии чуваш», Шупашкар, 1928.
- "Материалы по чувашскому фольклору" (чăвашла, вырăсла), Шупашкар, 1930.
- "Тĕне хирĕç кĕрешессине вăйлатар", Шупашкар, 1931.
Статьисем
тӳрлет- Чĕлхеçе хирĕç пыракан М. П. П-ва, "Канаш", 1919, çурла, 26.
- К. Ивановпа унăн Нарспийĕ, //Атăл юрри", "Канаш", 1920, çу, 19-21, 23.
- Çыру чĕлхине çирĕплетес умĕн, "Канаш", 1920, çурла, 1, 3.
- Литература ĕçĕ, "Канаш", 1920, юпа, 6.
- Чăнах-ши?, "Канаш", 1920, чӳк, 13.
- Чăваш чĕлхин çулне уçса паракан майсем, "Канаш", 1920, раштав, 10.
- Чăваш чĕлхин паттăрĕсем, "Канаш", 1921, кăрлач, 4.
- Стаканри çил-тăвăл шавлать, "Канаш", 1921, кăрлач, 26.
- Чуралăх пылакĕпе "ирĕклĕх" сиенĕ, "Канаш", 1921, пуш, 11, 17, 21, 30.
- Чăваш чĕлхи, "Канаш", 1922, нарăс, 26, 28.
- Юман тĕлĕкĕсем (М. Юман тунă йынăшсем çинчен), "Канаш", 1922, ака, 6.
- Хирĕçле юрă, (Вандер çырнă "Национализмпа интернационализм" статьи çинчен) ?, 1922, ?.
- Ӗçлекенсен сасси, "Канаш", 1924, çĕртме, 13.
- Чăваш сăмахлăхĕсемпе чăваш пултарăвĕ, "Сунтал", 1924, №1.
- Чăваш сăмахĕ, 1924.
- Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен, 1924.
- Поэт пултарулăхĕ çинчен // Алендей Г. Пирĕн сăвă. Шупашкар, Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1925.
- Калавçăсем // Сунтал, 1925.
- «Юрлама вĕрентекен çинчен» // «Сунтал», 1926, №12.
- С. Малинниковăн «Хисеплĕ вилĕм» («Сунтал», 1925, №5 пьеси çинчен) // «Сунтал», №2.
- Академик Н. Я. Марр о культурной работе: Несколько слов о Н. Я. Марр // «Сунтал», 1926, №2.
- Хамăрăн вăйсене папăртатпăр // «Сунтал», 1926, №7.
- «Укăлча кассии» кăмăлне… // Юман Д. 1927.,
- Чăваш çĕршывне, чăваш çырнине вĕренес ĕç // «Канаш», 1927, пуш, 5.
- Месарошăн чăваш сăмахлăхĕ çинчен çырса кăларнă кĕнеки // «Канаш», 1927, çĕртме, 19.
- Эпир камсем // «Сунтал», 1927, №11.
- Ахах (Ундрицов) Иванĕ çинчен пĕр-ик сăмах // «Сунтал», 1927, №12.
- Хамăр çине çаврăнса пăхни те кирлĕ пире. // Хусанкай П. 1928.
- Шелепи // Полоруссов (Шелепи) Н. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1928.
- Элкер сăвăçпа унăн критикĕсем çинчен // «Канаш», 1928, авăн, 11,13, 18.
- И. Я. Яковлевпа чăваш шкулĕн юбилейĕсем пирки // ?, 1928, ?
- Чăваш хĕрарăмĕ, 1928.
- Поведем решительную борьбу с юманизмом и эльменевщиной. О конрреволюционной сущности юманизма // Красная Чувашия, 1930, кăрлач, 11.
- Пĕр критикăлла статья пирки // «Канаш», 1930, çурла, 7.
- Усилить борьбу на идеологическом фронте // Красная Чувашия, 1934, çурла, 17.
- Н. И. Шелепи, «Сунтал», 1935, №12.
Вуламалли
тӳрлет- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
- Золотов Анатолий Арсентьевич, Золотов Виталий Арсентьевич, Золотов Вениамин Тимофеевич, "Николалай Яковлевич Золотов. К 110-летию со дня рождения, к 85-летию со дня организации Союза писателей "Канаш", Шупашкар, "Новое время", 2008.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |