Синер
Синер (Мăша ушкăнь, Вĕтренкасси) — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхне кĕрет.
|
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлет135 çын (2006) пурăнать. Пĕр урамлă, Кооператив урамĕ пилĕк сыпăксенчен пуçтарăнать. Пĕр енчен урам (Тури урам) Элĕк сали çумне çыпăçать, тепĕр енĕпе (Анатри урам) Вутланпа Вырăс Сурăм çине çул тапранса каять.
Ял Упа çырмипе Хĕлкаççи юханшывсем хушшинче вырнаçнă. Синерĕн уйрăм пуянлăхĕ — садсемпе пĕвесем. Кашни кил пахчинче — çырла сачĕ. Анкартисем хыçĕнчи ултă пĕве патнелле пĕчĕк урамсем (пăралуксем) çул параççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетЯл вырăнне ĕлĕк 3 çын куçса ларнă теççĕ. Пĕри — Асамат ялĕнчен, тепри — Элĕкрен, виççĕмĕшĕ — Янкурасран.
Чăн ĕлĕк яла Вĕтренкасси тесе каланă теççĕ. Синер тесе çырма ячĕпе çырма пуçланă. Мăшай — тĕне кĕмен чăваш ячĕ.
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Çутĕç
тӳрлетИртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Элĕк çумĕнчи Синер ялĕнче 30 киле яхăн çеç пулнă. Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсене хатерлекен шкултан вара çак ялтан 13 çын вĕренсе тухнă! Акă вĕсем: В. Г. Золотов, Е. С. Сергеев, Н. Я. Золотов, В. С. Саввин, Г. М. Максимов, Р. Г. Золотова, И. В. Петриков, Т. В. Васильев, П. В. Васильев, Арк. И. Золотов, П. Т. Золотов, П. Т. Никитин.
И. Я. Яковлев Элĕк шкулне тĕрĕслев ĕçĕсемпе килсен (пĕтĕмпе вăл Элĕке 20 хутчен килни паллă) Синер ялне çитсе курма тăрăшнех ĕнтĕ. Хресченсен, шкул ачисен, ашшĕ-амăшесен нушисемпе кăсăкланнă аслă çутĕçпуçĕ. Тепĕр чух, шкула 2-3 кунлăхах килсен, Синер ялĕнче те çĕр каçнă. Уйрăмах Аслă вĕрентӳçĕ çак ялти Г. В. Золотовпа туслă пулнă.
Золотов килĕнче ĕçленĕ ĕнтĕ Элĕкри хĕрарăмсен шкулĕ малтанхи тапхăрта.
1908 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнăранпа 40 çул çитнине уявласа, Элĕк шкулĕнчи вĕрентӳçĕсем Ф. Филиппов, А. Левашов, Н. Никитин, А Кочергина, Н. Романов тата Синер ялĕнчен — 19 хресчен, Уйкасран — 11 хресчен Чĕмпĕре çакăн пек саламла çыру янă:
«…Трудами И . Яковлева великое чудо было совершено среди нас, чуваш, был произведен грамотный переворот: мы из диких полуязычников стали сознательными, из людей слепых стали зрячими и когда-то служившие по своей дикости насмещищем для других «вступили в среду людей». Не будь Ивана Яковлевича, мы до сих пор пребывали во тьме. Благодаря Ивана Яковлевича весь чувашский народ воспрянул, проснулся от многовековой спячки и вышел на светлую дорогу».
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă синерсем
тӳрлетАлексеев Антон Алексеевич, Артемьев Яков Степанович, Григорьев Андрей Григорьевич, Дубов Дмитрий Николаевич, Еремеев Архип Еремеевич, Еремеев Семен Еремеевич, Золотов Матвей Григорьевич, Золотов Михаил Антонович, Золотов Николай Игнатьевич, Золотов Юрий Арсентьевич, Иванов Николай Иванович, Игнатьев Николай Игнатьевич, Ильин Арсентий Ильич, Казаков Иван Максимович, Казаков Краснослов Максимович, Казаков Михаил Максимович, Кузьмин Иван Кузьмич, Макаров Владимир Макарович, Максимов Михаил Максимович, Михайлов Иван Михайлович, Никитин Семен Никитич, Николаев Иван Николаевич, Николаев Лука Николаевич, Павлов Михаил Иванович, Петриков Борис Тихонович, Рыбаков Кондратий Павлович, Спиридонов Данил Спиридонович, Терентьев Василий Терентьевич, Филиппов Василий Филиппович, Хозяев Михаил Павлович, Хозяев Николай Павлович, Черенков Гаврил Федорович, Яковлев Федор Яковлевич.
Çав. пекех
тӳрлетПаллă çынсем
тӳрлетПедагогсем
- Максимов Гурий Максимович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Золотов Василий Гордеевич, — вĕрентӳçĕ, чăваш шкулĕсене йĕркелекенĕ.
- Золотов Арсений Иванович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Золотова (Тихонова) Вера Лаврентьевна — вĕрентӳçĕ.
- Попова (Золотова) Маргарита Аркадьевна — вĕрентӳçĕ. Вильнюсра пурăнать.
Çыравçăсем, журналистсем
- Ют Николай Яковлевич, — критик, халăх пултарулăхне пухакан, публицист, тăлмач, журнал ĕçченĕ.
- Арис Аркадий Иванович, — чăваш çыравçи, прозаик, критик, тăлмач.
- Золотов Вениамин Тимофеевич — Раççейри журналист пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
- Золотов Виталий Арсентьевич, — чăваш çыравçи, прозаик, пĕрремĕш рангри капитан.
- Золотов Пётр Терентьевич — Чăваш кĕнеке издательствин директор вырăнĕнче ĕçленĕ, Чăваш Ен историне пухаканĕ.
Ăсчахсем
- Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна — географи ăслăлăхĕн кандидачĕ.
- Золотов Виталий Арсентьевич — тинĕс çар ăслăлăхĕн кандидачĕ.
- Золотов Тимофей Яковлевич (1907 — 1953) — вĕрентӳçĕ, Пурнăç çулĕпе хаçатăн редакторĕ (Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (1945)[1])
- Золотов Рудольф Николаевич — доцент, ял хуçалăх ăслăлăхĕн кандидачĕ.
Тухтăрсем
- Золотова Аида Петровна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Фотопухăм
тӳрлет-
Синер кати.
Асăрхавсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |