Пĕве
Пĕве – шыва ятарласа пӳлнĕ вырăн. Пĕвесене тĕрлĕрен сăлтавсене пула майлаççĕ: шыв арманĕ валли, çĕр арканасран, пушар сӳнтерме, хур-кăвакал ĕрчетме шыв кирлĕ пирки, унта час-часах ача-пăча шыва кĕрет, хĕрарăмсем кĕпе-тавраш чӳхеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх шăврма та анлă усă кураççĕ. Хăш чухне пĕвесене ятарласа чавса тăваççĕ. Ахаль йышши пĕвесемпе танлаштарсан ку пĕвесем çĕр айĕнчи шывсемпе тулаççĕ. Юханшыва, çырма-çатрана пĕвеленĕ чухне ытлашши шыва кăларса ямалли вырăн тăваççĕ. Вăл вырăнтан çыран еннелле каякан пайсене пĕве хăлхи теççĕ.

ФотопухăмПравить
Дае
хулан пĕве хуçалăхĕ  Хубэй;Перекошка пĕве,
СлобожанщинаДжерелянка пĕве
Хĕвел аннă чухне
(Харьков облаçĕ)Озеро Благодатное
на месте
гравийного карьера
Çавăн пекехПравить
Пĕве Викиампарта? |
АсăрхавсемПравить
КаçăсемПравить
Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |