Золотов Василий Гордеевич
Василий Гордеевич Золотов (1874, акан 20-мĕшĕ, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) - 1919, Хумпуç Патăрьел ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР)— шкул вĕрентӳçи, халăх çутĕç ĕçне йĕркелекенĕ.
Золотов Василий Гордеевич | |
Çуралнă вăхăт | 1874, ака, 20 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ), Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | 1919 |
Вилнĕ вырăн | Хумпуç Патăрьел ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР), РСФСР |
Гражданлăх | Раççей империйĕ |
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетВасилий Гордеевич 1874 çулхи акан 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Етĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕн Синер ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) çуралнă. Вăл Гордей Матвеевичпа Матрёна Ефимовнăн чи кĕçĕн ывăлĕ пулнă.
1889 çулта чи лайăх паллăсемпе Элĕкри икĕ класлă шкулран вĕренсе тухать. Ăна Чĕмпĕр хулине чăваш вĕрентӳçисен шкулне пĕлӳ пухма ăсатаççĕ. Ун чухне Чĕмпĕрте 6 çул веренмелле пулнă.
1892 çулта вĕренĕве ăнăçлă вĕçлет. Математикăпа физика вĕрентӳçĕ пулса Пăчăрлă Пашъел (халĕ Шăмăршă районĕ), кайран — Хумпуç Патăрьел (халĕ Йĕпреç районĕ) шкулĕнче ĕçлет. Кая юлса пынă шкула Василий Гордеевич мала кăларать. Вăл ертсе пынипе шкул пахчи ӳссе ларать. Хăй çемьесĕр пулнипе мĕнпур шалу укçине кĕнеке, шкул хатĕрĕ илме тăкаклать, Парисран та кĕнеке çырса туянать.
1 гектар лаптăклă шкул хуçалăхĕнче утар, икĕ пĕве тунă, пурçăн çипне тăвакан тутă нăррине те ĕрчетнĕ.
Пахча-çимĕç улми-çырлине Чулхула, Хусан, Санкт-Петербург, Парис ярмăрккисене кăтартма тăратнă, медальсене тивĕçнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Раççей патши çырса панă хисеп хутне те тивĕç пулнă.
Кĕслепе, сĕрме купăспа чăваш юррисене шăрантарма юратнă.
45 çулти Василий Золотов граждан вăрçинчен таврăнсан çĕре кĕрет. Ăна Хумпуç Патăрьелри чиркӳ картине пытарнă.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Государственный архив Ульяновской области, ф. 99, оп.1, д.1030, п.31
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.