Пурçăн
Пурçăн — тутă нăрри коконĕн çипписенчен тунă çемçе тĕрт. Чи малтанах вăл Китайран Европăна Пурçăн çулĕпе турттарнă кирлĕ япала шутланнă. Пурçăн çиппи 800—1000 м тăршшĕне çитнĕ. Çиппи виççĕ кĕтеслĕ ĕлкеллĕ, вăл призма евĕр çутта сирсе ярса хитрелетет.
Ӳкерчĕк:Kokonytutovogo.jpg
Тутă нăррин коконĕсем, ĕсе пуçличчен
Камбоджа пурçăнĕ

Пурçăна халĕ тĕнчере Китай нумай (50 % яхăн) тăвать. Инди 15 % яхăн, Узбекистан (3 % яхăн) тата Бразили (2,5 % яхăн) хатĕрлеççĕ. Çаплах пурçăна Иранра, Таиландра тата Вьетнамра çителĕклĕ тăваççĕ.
Кун-çулĕТӳрлет
Тĕрлĕ тĕсĕсемТӳрлет
- Чесуча, тискер пурçăн, tussore, tussur, tusser, tusseh, tussah — Antheraea mylitta (бабочка‐павлиноглазка) тăвать — тачă, çăмăл тата вăтам, сарă-хăмăр сăрăллă.[1]
- Малагаси пурçăнĕ
Çавăн пекех пăхăрТӳрлет
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ Пётр Смирнов. У китайцев отнимают шёлк. Газета.ру (çу, 26 - 2008 ç.). çăлкуçран архивланă 25 Çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ утă, 8 - 2008 ç..
КаçăсемТӳрлет
Пурçăн Викиампарта? |