Хвети

(Чăваш Хвети ҫинчен куҫарнӑ)

Хветичăвашла юрăсем хайланă автор. Культура уçлăхĕнче Чăваш Хвети тесе асăнни те курăнкалать.[1] 1810-мĕш çул тĕлнелле çуралнă тесе шутлаççĕ. Ăçта çурални те, мĕн ĕçлесе пурăнни те, хăçан вилни те паллă мар. Хутла пĕлнĕ е пĕлмен — ку та уçăмсăр. Вӑл Шупашкар таврашӗнчи пӗр ялта 1810 ҫул тӗлнелле ҫуралнӑ[2], çапла вара Вирьял тăрăхĕнче пурăннă.[3]

Юррисене çырса илни

тӳрлет

Хвети юррисене Д.П.Ознобишин (1804-1877) 1833-мĕш çулта çырса илнĕ. Хусанти "Заволжский Муравей" журналта çав çултах "Чувашская песня" статьяра пичетлесе кăларнă. 1834-мĕш çулта А.А.Фукс (?-1853) "Поездка из Казани в Чебоксары" тĕрленчĕкĕнче кун çути кăтартать. 1840-мĕш çулта вĕсене хăйĕн "Записки А.А.Фукс о чувашах и черемисах Казанской губернии" кĕнекине кĕртет. Пур тĕлте те юрăсен илемлĕхлĕ куçарăвĕсем те пур.

Д.П. Ознобишин поэт «Заволжский муравей» журналта унӑн 14 юррине пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Хвети ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ. Каярахпа унӑн ытти сӑввисем те кун ҫути курнӑ. Чӑваш Хветине «Чӑваш Пушкинӗ» тенӗ. XX ӗмӗрти тепӗр паллӑ чӑваш юрӑҫи Гавриил Федоров 1878 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗрекен Томаккасси ялӗнче ҫуралнӑ (1962 ҫулта вилнӗ). Г. Федоров нумай юрӑ пӗлнӗ. Чӑваш халӑхӗ ӑста юрӑҫӑ пултарулӑхӗпе чӑвашсен паллӑ композиторӗ С.М. Максимов тӑрӑшнипе паллашнӑ. Вӑл Г.Ф. Федоровран пурӗ 800-е яхӑн чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ. Акӑ вӑл юрланӑ юррӑн пӗр ҫаври:

Кӗмӗл ҫӗрӗ ҫыруллӑ,

Тӑхнӑр ҫыру пӗтиччен.

Эпир юрланӑ юррине

Аснӑр асран кайиччен.

Вырӑс тата чӑваш композиторӗсенчен нумайӑшӗ Г. Федоров юрланӑ юрӑсен кӗввисемпе хӑйсем юрӑсем хайланӑ чухне усӑ курнӑ. [2]

Юрăçăн ячĕ пирки

тӳрлет

А.А.Фукс юрăç пирки "Из Чуваш, Феди" тет.[4] Курăнать ĕнтĕ, "Чуваш" тени кунта юрăçăн ятне е хушаматне мар, вăл хăш йăхран тухнине пĕлтерет. Хÿреллĕ пăнчă пуррине те аванах куратпăр. Сăмаха пысăк саспаллирен пуçласа çырнинчен те тĕлĕнмелле мар: автор ытти чылай пайăр мар ятсене те çаплах çырать.[5] Д.П.Ознобишин Хветие асăнса ак çакăн пек сăвă çырнă:

Это Феди сочиненье,
Без изысканных прикрас;
Не носил его Пегас,
Он не думал про Парнас,
Созидав своё творенье.<...>[6]

<Йĕркепĕрĕн куçарни: Ку — Хвети хайлавĕ, / Апла-капла капăрлатусăр; / Пегас çине утланман вăл, / Парнас çинчен шутламан, — / Юррине ăсталанă майăн.>

Кунта каллех, А.А.Фукс пекех, юрăçа "Феди" тесе асăннине куратпăр. Чăваш чĕлхинче "Ф" сасă çуккине шута илсен, шăпах Хвети пулать те ĕнтĕ. Чăваш литератури пирки çырнă академилле ĕçсенче те ун ятне çапла асăнаççĕ.[7][8][9] Çав вăхăтрах çăлкуçсенче "Фёдор" е "Хветĕр" тенисем пачах çуккине те палăртмалла. Сăмах май каласан, Д.П.Ознобишин сăввинчен Хвети ку хайлава такамран илтсе мар, хăй хайласа юрлани те яр уççăн курăнса тăрать ("сочиненье", "Пегас", "Парнас", "созидав", "творенье" тенисене асăрхăр). Чăнах та çапла иккене ĕнентерекен чăнлавсем татах та пур.[10]

Хвети юрри

тӳрлет

Инге арым хир больми
Кюльни торых сють больми.
Инге, дярым минь дярынь?
Пря кумул кор, дярым.
Пря кумул кормари,
Юмюрях хорах сюрямибыр.[11]

Çакă тата ытти çырса илнĕ юрăсем пирки А.А.Фукс çапла каланă:

Все сии песенки сочинены недавно одним молодым Чувашином <...>[12]

<Йĕркепĕрĕн куçарни: Çак юрăсене нумаях пулмасть пĕр çамрăк Чăваш хайланă.>

"Чувашин" тени каллех пысăк саспаллипе пуçланать, анчах та вăл пайăр ят мар. Хăш халăх çынни иккенне пĕлтерекен сăмах.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
  • Юхма Мишши. Килинччĕ вăл, ирĕклĕх тени!.. // "Çилçунат" кĕнекерен (1976, Шупашкар).

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ
  2. ^ 1 тата 2 Енькка, Е. Чӑваш халӑхӗн юрӑ ӑстисем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 19-21.
  3. ^ Хăш-пĕр тĕпчевçĕ ăна Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Станьялта пурăннă Федор Погодейкин ямшăк тесе шутлать.
  4. ^ Александра Фукс. Записки о чувашах. //Лик, 1994, №3. — С.171.
  5. ^ Ахăртнех, ун чухнехи майсемпе Чувашин сăмаха пысăк саспаллипе пуçласа çырнине курнăран тухнă та пулас каярахпа Хвети вырăнне Чăваш Хвети теес ăнăçсăр йăла. Вăл вăхăтра вырăс çырулăхĕнче, — ку тĕлĕшпе те, ытти енчен те, — хыттăн çирĕплетнĕ йĕркевсем пулман.
  6. ^ Александра Фукс. Указ. соч. — С. 171.
  7. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Тестсем. I том. Ш., 1984. — С. 90.
  8. ^ Родионов В.Г. Хвети хевти // Хыпар. 1998. Юпан, 13-14.
  9. ^ Родионов В.Г. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем. Ш., 2006. — С. 142-168.
  10. ^ Г.Сигов. Замечания чувашского жителя на статью "Поездка в Чебоксары". — Жн. "Заволжский Муравей", 1834, №23
  11. ^ Александара Фукс. Указ. соч. — С. 168.
  12. ^ Александара Фукс. Указ. соч. — С.171