Хайлавçын ăсталанă, илемлĕхле пахалăхсем тата ытти хаклăлăхсем пур япала (объект). Ӳнерĕн хуть те хăш тĕсне те пырса тивет пулин те, чăваш чĕлхинче ку ăнлава ытларах чухне сăмах искусствин (литературăн) объекчĕсем пирки калаççĕ. Сăмахран: сăвă, калав, поэма, роман, тĕрленчĕк тата ытти те.

Архитектура хайлавĕ. Hotel-Crillon-Pari
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хайлав (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Çавăн пекех шкулта е урăх тĕлте вĕренекенсем пурнăçлакан çыруллă ĕçсене те, — енчен те унта хăйсен шухăшĕсене палăртаççĕ пулсан, — хайлав теме май пур. Паллă текстра мĕн каланине хăй сăмахĕсемпе каласа панине, — вырăсла "изложение" текенскере, — çурма хайлав теме сĕнеççĕ хăшĕсем.

Хайлав — самаях çĕнĕ сăмах, чылай вăхăт унпа палăртакан ăнлавсем тĕлĕшпе вырăс чĕлхинчен кĕнĕ "произведени" текен варваризмпа усă курнă.

Сăмахпа урăхларах лару-тăрусенче усă курасси

тӳрлет

Вырăс чĕлхинчи искусственный (-ая, -ое) сăмахпа палăртакан паллă ячĕ шăпах "хайлав" е "хайлавла" тенисемпе тÿр килме пултарать. Тĕслĕхрен: хайлав алмаз — синтетический (искусственный) алмаз[1]

Асăрхавсем

тӳрлет