Çытăр Ехримĕ
Çытăр Ехримĕ (чăн ячĕ Сидоров Ефрем Сидорович, 1846-1921) — хутла вĕренмен, анчах та сăвăсемпе такмаксем хайлама юратнă çын[1]. Сăвăç.
Çытăр Ехримĕ | |
Ефрем Сидорович Сидоров | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ефрем Сидорович Сидоров |
---|---|
Суя ятсем: | Çытăр Ехримĕ |
Çуралнă вăхăт: | 1846 |
Çуралнă вырăн: | Сальел ялĕ, Хусан кĕперни, Пĕкĕлме уесĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1921 |
Вилнĕ вырăн: | Кивĕ Шешкел ялĕ, Тутарстан |
Пăхăнулăх: | РСФСР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, фольклористсен информаторĕ, хресчен |
Пултарулăх çулĕсем: | 1907-1917 |
Жанр: | сăвă |
Ĕçсен чĕлхи: | чăвашла |
Пурнăçĕ
тӳрлетÇытăр Ехримĕ — 1846-мĕш çулта Хусан кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрет) Сальел ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Хăй те ĕмĕр тăршшĕпе Кивĕ Шешкел ялĕнче (халĕ Тутарстанти Çарăмсан районĕ) хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1921-мĕш çулта выçлăх вăхăтĕнче вилнĕ.
Пултарулăхĕ
тӳрлет"Авалхи чăваш сăвăçисемпе юрăçисем" категорири ытти чылай ятсемпе танлаштарсан, Çытăр Ехримĕн ячĕ чăнах та питĕ шанчăклăн чăнлăхпа çыхăнса тăрать. Ун ячĕпе çыхăнтаракан такмаксемпе юрăсем те чăннипех унăн тесе шанчăклăнах калама пулать. Мĕншĕн тесен вĕсенчен чылайăшне авторĕ пурăннă вăхăтрах, — 1912-1913-мĕш çулсенче, — ялти вĕрентевçĕсем ( Н.Соленцов, Ефим Николаев, Н.Богданов) çыра-çыра илнĕ. Текстсене сыхласа хăварас ĕçре Н.В.Никольский те хăйĕн тӳпине хывнă. Тепĕр енчен, сăвăç пурăннă тăрăхра та, халăх хушшинче, унăн хайлавĕсем халĕ те упранса юлнă пек калаçаççĕ. Эппин вĕсене те çырса илме май пур, — шанчăклăхĕ паянхи кунччен сĕвĕрĕлнĕ пулин те.
Çытăр Ехримĕн хайлавĕсем
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Юмарт Г.Ф. Çытăр Ехримĕ такмакçă. — Ялав журнал (2№, 1979).
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. II том. Шупашкар, 1988. — С.361.