Петĕр Хусанкай

Петĕр Хусанкай (чăн ят Хусанкай[2] Пётр Петрович, çуралнă чухнехи хушамат Казанков) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕпĕрни1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.

Петĕр Хусанкай
Пётр Петрович Хусанкай
Çуралнă чухнехи ят: Пётр Петрович Казанков
Суя ятсем: Петĕр Хусанкай, А.Сувар[1]
Çуралнă вăхăт: 1907, кăрлач, 22
Çуралнă вырăн: Сиктĕрме ((халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ), Сăпас уесĕ, Хусан кĕперни, — халĕ Элкел районĕ, Тутарстан)
Вилнĕ вăхăт: 1970, пуш, 4
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: Чăваш халăх сăвăçĕ (1950)
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Хусанкай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Казанков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969).

Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.

Вера Кузьминична Кузмина мăшăрĕ, Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

1907 çулхи кăрлачăн 22 Тутарстанăн Элкел районĕнчи Сиктĕрмe (халĕ Cиктĕрме-Хуcанкай) ялĕнче çуралнă.

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçтешĕ пулнă. Вăрçăри хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.

1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Паллă ĕçĕсем

тӳрлет

Петĕр Хусанкай пурĕ 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăсла çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарни чи ăнăçли шутланать.

Унăн сăввисемпе поэмисенe вырăс, украин, пăлхар , акăлчан, франс, нимĕç, итал, чех, арап, грузин, тутар тата ытти чĕлхесене куçарнă.

Сӑввисем

тӳрлет
  • Асилӳ (ҫу, 1945)
  • Ҫуркуннен туйӑнмасть-и сире? (30.09.1945)
  • Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере (1945)
  • Тавтапуҫ (1945)
  • Тавсси кӗрхи кӗрекене (1945)
  • Суйлавра (1946)
  • 1946 çулхи Мускавра (1946)
  • Çĕнтерÿ (1951)
  • Шинель (1952)

Асăнмалăх

тӳрлет
  • Петĕр Хусанкай палăкĕ, Шупашкар.

Петĕр Хусанкай урамĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Ку псевдоним Петĕр Хусанкай çуралса ÿснĕ Сиктĕрме ялĕ Сувар хулашĕнчен тата хальхи Сувар (Кузнечиха) ялĕнчен аякрах мар вырнаçнипе çыхăннă
  2. ^ Вырăсла «Хузангай» тесе çыраççĕ

Каçăсем

тӳрлет