Букварь, 1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче çавăн пекех çулпуçĕ тенĕ, — вулассине, çырассине алла илме пулăшакан вĕрентÿ хатĕрĕ (вĕренткĕч). Ку сăмах чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕнĕ. Ытти чĕлхесенче ăна "Алфавит кĕнеки", "Алифба" е тата ытти пĕлтерĕшсемпе те калаççĕ. Чăваш чĕлхинче те кунсăр пуçне "Аспукки" текен сăмах пур, вăл та вырăс чĕлхинченех кĕнĕ.

1574-мĕш çулхи Иван Фёдорвăн Львовра тухнă кĕнекин пĕр страници. Кĕнекен ячĕ çук, анчах та ăна халĕ "Азбука" е "Букварь" теççĕ
1861-мĕш çулта хранццусла тухнă букварь
Ачасем кĕнекепе паллашаççĕ

Калас пулать, хутла вĕренмелли кĕнекен е кĕнеке пайĕн ячĕ "букварь", "аспукки" ятлă пулмасса та пултарать (сăмахран, 1574-мĕш çулхи Иван Фёдорвăн Львовра тухнă кĕнеки. Унăн ячĕ çук, анчах та ăна халĕ "Азбука" е "Букварь" теççĕ). Анчах та контентне кура ăна пурпĕрех "букварь" теме май пур.

Чăваш букварĕсем

тӳрлет

1769-мĕш çулта Санкт-Петербург хулинче чăваш грамматики пичетленсе тухнă[1]. Ăна хутла (чăвашла вулама-çырма) хăнахтаракан вĕрентĕш пек те хаклама пулать, Ермей Иванович Рожанский ятне аса илмелле. Çапла вара, малсăлтавлăн, Е.И.Рожанский ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ пирки калаçма май пур. Уйрăмах асăннă çын чăваш çырулăхĕнче ытти паллă йĕрсем те хăварнине аса илсен.

"Ермей Рожанский букварĕ" пирки калаçма пулать-и?

тӳрлет

1800-мĕш çулхи хыççан, — 1804-мĕш çулта, — тата тепĕр чăвашла катехизис кун çути курнă. Вăл 1807-мĕш çулта тепре пичетленсе тухнă. Асăннă кăларăмсем çумĕнче чăваш букварĕ те пур. Çав кĕнекесене хăшпĕрисем Е.И.Рожанский ячĕпе çыхантараççĕ. Анчах та çакă йăнăш. Чăннипе асăннă кĕнекесене Талиев Петр Иванович хатĕрлесе кăларнă. Çапах та "Ермей Рожанский букварĕ" текен ăнлав сиксе тухма пултарать, çавнашкал ятлă кĕнеке, кĕнеке пайĕ е алçыру тавраш çук пулсан та. Мĕншен тесен Ермей Иванович 1769-мĕш çулхи Пĕрремĕш чăваш грамматикине кăларас ĕçе хутшăннă е хутшăнма пултарнă. Асăннă "Грамматикăна" тĕпрен илсен вĕрентÿ тĕллевĕсемпе кăларнă. Вăл хатĕрленĕ ытти ĕçсем те вĕрентÿ япалисене çывăх.

В.Г.Родионов каланичен: "Е. Рожанскин куçарăвĕсемпе паллашса, çак ĕçе унăн вĕренекенĕсем те хавхалансах пуçăннă. Г. Рожанскипе И. Русановский 1789-1790-мĕш çулсенче 130 урока пайлана чăвашла вĕренмелли учебник хатĕрлеççĕ. Ку вĕренÿ пособине икĕ пине яхăн чăвашла сăмах çаврăнăшĕ кĕнĕ. Ăна ăнланмалла чĕлхепе çырнă, авторĕсем Е. Рожанский традицийĕсене асра тытса ĕçленĕ. Асăннă учебникпе Чулхула семинарийĕнче XVIII ĕмĕр вĕçленичченех чăвашла вĕрентнĕ". Ку вĕренткĕч, ахăртнех, пĕр-пĕр архивра упранать пулмалла.

П.И.Талиев ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

тӳрлет

«Краткий катехизис» кĕнекен вĕçĕнче чăваш букварĕ пур (1804-мĕш тата 1807-мĕш çулхи кăларăмсенче, 1852-мĕш çулхи каларăмра хайхи букварь çук)[2]. Вăл букваре тивĕçлипех П.И.Талиев ячĕпе çыхăнтармалла. Талиев букварьне кăларма пулăшаканĕ — Александр I патшаран тухнă ятарлă Указ (22, январь, 1803).

Вырăсла ят: «Сокращенный катехизис, переведенный в пользу чуваш на чувашский язык для оудобнейшего им оуразумения православного христианского закона с присовокуплением некоторых молитв, символа веры и десятословия. В Казанской академии 1803 г. апреля месяца»

Букварь пĕлтерĕшлĕ пайăн ячĕ (пуçелĕкĕ): «Начальное оучение человеком, хотящым оучиться книг божественного писания».

Чăвашла ят: «Пичиксе катихизис, іугярна чувашзам вали чуваш чильгибе чиберь биляс жин тюре вырыс законне и Тора кили юлана да, Хозанды школказамра, 1803 сюлда, ага оихра». Букварь пайне чăвашла епле каланине шыраса тупса пулмарĕ.

В.П.Вишневский ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

тӳрлет

1832-мĕш çулта тухнă кĕнеке: «Начатки христианского учения, или краткая священная история, краткий катехизис и Десятисловие на чувашском языке». Çав кĕнекере «Буква­ря для обучения чтению по-чувашски» пур[3]. Çапла вара В.П.Вишневские чи малтанхи чăваш букваĕрĕсенчен пĕрин авторĕ теме пулать ним иккĕленÿсĕрех.

Буварьне чăвашла "Хотла вĕренесшĕн чăваш чĕлхипе" (Хотла вирянасъ-шинъ чуваш чильхи-бе) тесе ят панă[4].

1836-мĕш çулта В.П.Вишневский кăларнă Иккĕмĕш чăваш грамматика — каллех вĕренÿ тата вĕрентÿ тĕллевĕсемпе тухнăскер.

Н.И.Золтницкий ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

тӳрлет

"Чуваш кнеге", Хусан, 1867

И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Хузангай А.П. «СОЧИНЕНИЯ, ПРИНАДЛЕЖАЩИЕ К ГРАММАТИКЕ ЧУВАШ­СКОГО ЯЗЫКА» — Электронала чăваш энциклопедийĕнчи статья (вырăсла)
  2. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. 1-мĕш том. Шупашкар, 1984, С.402.
  3. ^ Петров Н.П. Дояковлевская чувашская письменность — электронла чăваш энциклопедири статья.
  4. ^ Революцичченхи чăваш литератури (20-мĕш ĕмĕрччен). Шупашкар, 1989. — 78 С.

Каçăсем

тӳрлет