Арзамасов Максим Петрович
Арзамасов Максим Петрович (çавăн пекех Петров хушаматпа та паллăскер), (1853-мĕш çул, Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи Тĕрлемес (халĕ — Кивĕ Тĕрлемес) ялĕ — 1919-мĕш çул) — сăвăç, фольклорист, вĕрентевçĕ.
Максим Петрович Арзамасов | |
Çуралнă вăхăт: | 1853 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Тĕрлемес (халĕ Кивĕ Тĕрлемес) ялĕ, Хусан кĕперни, Шупашкар уесĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1919 |
Пăхăнулăх: | РСФСР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, фолклорист |
Пултарулăх çулĕсем: | 1880-1890 |
Жанр: | сăвă |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Пурнăçĕ
тӳрлетМаксим Арзамасов 1853 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Куславкка районне кĕрет) Тĕрлемес (халĕ Кивĕ Тĕрлемес) ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн (1876) экстерн йĕркипе экзаменсем парса Сăваплă Гурий тăванлăхĕн Шăнчасри шкулĕнче ĕçлеме пуçланă[1]. 1878-мĕш çулта ăна И. Я. Яковлев Чĕмпĕр шкулне чĕнсе илнĕ, вĕрентевçĕ пулăшуçин ĕçĕсене шанса панă. Хусанти ют йăхсем валли вĕрентевçĕсем хатĕрлекен семинарире пĕлӳ пухнă. Тĕрлемесе таврăннă. 1881-1885 çулсенче унти шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă. 1886 çулта Кивĕ Матак ялĕнче (Хальхи Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрет) земство училищи уçăлсан М. Арзамасова унта куçать. Çав училищĕре хăш вăхăтчен ĕçлени паллă мар. Юлашки çулсенче тăван ялĕнче пурăнса ирттернĕ. 1919 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче вăл тиф чирĕнчен сывалаймасăр çĕре кĕнĕ.
Пултарулăхĕ
тӳрлетМаксим Арзамасов чăн малтанах хăй çырнă оригиналлă сăвăсемпе тата халăхра информаторсенчен çырса илнĕ халапсемпе тата юрăсемпе паллă.
Паянччен сыхланнă сăввисем
тӳрлет- "Чĕкеç" (<1880-1890>)
- "Шупчăк юрри" (<1880-1890>)
- "Куян тус" (<1880-1890>)
- "Телейсĕр кăвакал" (<1880-1890>)
Çырнă сăввисем нумай пулнă, анчах та тăваттăшĕ çеç упранса паянхи куна çитнĕ. Алçырусем 1897-1900 çулсенче Николай Ашмарин аллине лекнĕрен сыхланса юлнă. 1979-мĕш çулта малтанхи хут пичетленсе тухнă[2]. Оригиналсем — архивра[3]
Халăхран çырса илнĕ историлле халапсем
тӳрлет- "Турхан".
- "Çураçнă чăваш хĕрĕ".
- "Хусан хулине пуçласа яни".
- "Пăлхарсене тутарсем çĕнтерни".
- "Турхана вĕлерни".
- "Урасмет".
- "Анчăк".
- "Уйпуç киремечĕ"
Историлле халапсене Максим Арзамасов хăйĕн тăван ялĕнчи Иван Артамоновран çырса илнĕ, çавăн пекех Элменкассинчи тутар хресченĕ Валит та хутшăннă. Вара В.К.Магницкий пулăшнипе Хусанта вырăсла пичетлесе кăларнă[4].
Историлле халапсемсĕр пуçне юрăсем те çыра-çыра илнĕ. Анчах та вĕсем пичетленсе тухман хăй вăхăтĕнче. Хусан университечĕн архивĕнче упранаççĕ[5].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия. Песоналии.
- ^ Чувашский язык, литература, фольклор. 2-й сборник. Чебоксары, 1979. - С.313.
- ^ Чăваш гуманитари институчĕн архивĕ. I уйр., 32 упр. пĕр., 3098 инв.№.
- ^ ИОАИЭ, Казань, 1884, т.III. — С.283-290.
- ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — 199 С.