Атăлçи Пăлxар

Атăлçи Пăлхар, Нухрат Пӑлхар[1][çителĕксĕр çăлкуç] (выр. Волжская Болгария, Серебряная[çăлкуç?] Болгария, тут. Идел буе Болгары), — вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Тĕпрен илсен, хальхи Чăваш Ен, Тутарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хулисем Пăлхар тата Пÿлер пулнă.

Хăшпĕр чухне Ылттăн Уртан Пăлхар улусне те, тăсăм пек шутламасан та, Атăлçи Пăлхарах теççĕ.
Кунçул тӳрлет
Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Араб халифачĕпе, Висантипе тата Руçпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе суту-илӳ тунă. Атăлти Пăлхарĕ Тухăçпа Анăçа çыхăнтаракан çул çинче тăни питĕ аталанма пулăшнă. 1006 çулта Руçпе суту-илӳ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.
Вырăссем Пăлхар çине тапăннине 977, 985, 994, 997, 1120, 1164, 1172, 1183, 1220 çирĕплетме пулать. Пăлхарсем хăйсем те татăшах вырăссен хулисене тапăннă. Çапла Пăлхара тăшмансенчен сыхлас тесе тĕп хулана Пӳлĕре куçарнă.
XIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Европăри патшалăхсенчен чи малтан монголсен çарĕсемпе тĕл пулнă. Монголсем 1223 çулта тапăнса килнине вĕсем сирсе янă. 1229 тата 1232 çулсенче монголсем тепĕр хут тапăнса килнĕ. Кунхинче те пăлхарсем вĕсене çапса аркатнă. Монголсенчен хурушлăх тухнă пирки 1229 çулта Атăлçи Пăлхар Руçпе мирлешнĕ. Çапах та 1236 çулта монголсем Пăлхара çапса аркатнă. Пăлхар, Пӳлĕр, Çăкату хулисене аркатнă, Сувар тата Керменчук хулисене вăйлă ватнă. Атăлçи Пăлхара çĕнтерсе илнĕ хыççăн монголсем Руç çине тата половецсен (кăпчаксен) çĕрĕ çине тапăнса кайнă.
Пăлхарсем вара монголсем хăйсене çĕнтерсе илнипе килĕшсех кайман, вĕсем пăлханма пуçланă. Çавăнпа та 1241 çулта монголсен ку çĕрсене çĕнĕрен çĕнтерсе илме тивнĕ.
Патшалăх тытăмлăхĕ тӳрлет
Ылттăн Уртан Пăлхар улусĕ тӳрлет
Атăлçи Пăлхарăн патшисем тӳрлет
Чаплă çынсем тӳрлет
- Валем Хуçа — авалхи чăвашсен пӳлĕхçи.
- Пачман — Атăлти Пăлхарăн пикĕ.
- Пăлхарпи — Атăлти Пăлхарăн патшин — Атамăн — хĕрĕ.
- Ылттăнчеч — Атăлти Пăлхар пикĕ.
- Пуян — Атăлти Пăлхар пикĕ.
- Тинекку — Атăлти Пăлхар пикĕ.
- Сăвар-Элтти
Вуламалли тӳрлет
- "О происхождении чувашского народа", Шупашкар, 1957
- "Болгары и чуваши", Шупашкар, 1984.
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 1965.
- Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
- Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
- Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- М.П.Петров-Тенехпи, «О происхождении чуваш»
- Ашмарин Н.И., "Болгары и чуваши", Хусан, 1902; Шупашкар, 1984.
- "О состоянии и мерах улучшения массово-политической и идеологической работы в Татарской партийной организации", Постановление ВКП (б), çурла, 9, 1944.
- В. Д. Дмитриев, "Откуда мы родом" статья, "Чăваш Ен" хаçат, 1991.
- С. М. Шпилевский, "Авалхи хуласем"
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- А. Кондратов, "Земля людей — земля языков", Мускав, 1974.
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Мадуров Д.Ф. Основные вехи истории. СПб.: Алетейя? 2018, C.264
Каçăсем тӳрлет
Атăлçи Пăлxар Викиампарта? |
- Бариев Р. Волжские Булгары: история и культура Архивленĕ 27 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- Болгар: зеленая альтернатива
- Болгарский Государственный историко-архитектурный музей-заповедник
- Публикации о Суваре Архивленĕ 1 Раштав уйӑхӗн 2010 çулта.
- Волжская БулгарияАрхивленĕ 19 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
- Голубовский П. В. Болгары и хазары, восточные соседи Руси при Владимире Святом
- Давлетшин Г. Болгаро-татарские надгробные памятники
- Ибн-Фадлан. «Записка» о путешествии на Волгу
- Кучкин В. А. О маршрутах походов древнерусских князей на государство волжских болгар в XII — первой трети XIII в. Архивленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Статья о Волжской Болгарии на сайте Казанского Государственного Университета Архивленĕ 26 Нарӑс уйӑхӗн 2005 çулта.
- Хакимзянов Ф., Мустафина Д. Эпиграфические памятники города Булгар
- Атăлçи Пăлха́р
- Волжские монеты Бунт Емельяна Пугачева 1773 - 1775 годов История Суваро Булгары
Ку Вăтам ĕмĕрсем çинчен вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |