Рзай Виктор Ефремович

Ви́ктор Ефре́мович Рзай (1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ, Кавал ялĕ, Вăрмар районĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Ен) — 1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕ Шупашкар) — чăваш прозăçĕ тата литература тишкерӳçи.

Виктор Рзай
Çуралнă чухнехи ят: Рзай Виктор Ефремович
Çуралнă вăхăт: 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Кавал ялĕ, Вăрмар районĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçĕ тата литература тишкерӳçи

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралнă.

1914-1920 çулсенче Виктор Рзай хăйсен ялĕнчи икĕ класлă шкулта вĕренет. 1927-1929 çç. «Канаш» хаçат редакцин литература ĕçтеш пулса ĕçлет, «Сунтал», «Капкăн» журналсемпе «Çамрăк хреçчен» хаçат ĕçне хастар хутшăнать. 1928-1933 çç. Хусанти педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ пухать, Тутар республикин Çутĕç министерствинче тĕрĕслекенĕ пулса ĕçленĕ. 1933 çулта Виктор Ефремович Шупашкара куçса килет. Чăваш АССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленинче вăй хурса тăрăшать.

1934-1944 çулсенче В. Рзай Тутар АССРĕпе Чĕмпĕр облаçĕсенчи вăтам шкулсемпе аслă шкулсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. 1944-1945 çç. каллех пичет ĕçĕнче вăй хума тивет. 1945-1966 çç. Канашри медицина училищинче тата вĕрентекенсене хатĕрлекен инститра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлнă.

Пултару ĕçĕсем

тӳрлет

В. Рзайăн çак кĕнекесем пичетрен тухнă:

  1. «Çамрăк вăхăт» (сăвăсем, 1928);
  2. «Виçĕ калав» (1930);
  3. «Калавсем» (1934);

Тăлмач пултарулăхне те тытăнса ĕçлет — çармăссен литературине никĕслекен М. Шкетанăн «Энегер» романне чăвашла куçарнă. Çаплах С. Элкерĕн «Шурăмпуç килсен» романне вырăсла куçарнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003, ISBN 5-7670-1279-2.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет