Дмитриев Митрофан Дмитриевич

Митрофан Дмитриевич Дмитриев (Йĕпреç районĕн Пĕчĕк Упакасси ялĕнче çуралнă. 1906 çулхи çурлан 25-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ) — чăваш куçаруçи.

Митрофан Дмитриев
Çуралнă вырăн: Пĕчĕк Упакасси ялĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1906, çурла, 25
Вилнĕ вырăн: Кĕçĕн Кипек, Етĕрне уесĕ (хальхи Вăрнар районĕ) Хусан кĕперни
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: тăлмач, çутлăхçă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Дмитриев Митрофан Етĕрне уесĕнчи Кушлавăш прихутĕнчи Пĕчĕк Упакасси (хальхи Йĕпреç районĕ) ялĕнче çуралнă.

Малтан Хапăспа Кушлавăш ял шкулĕсенче вĕреннĕ. Шкулта вĕренсе тухсан (1867) М.Оточев сăваплăх çынĕ пуçарулăхĕпе ял ачисем валли пуçламăш шкула уçнă. Оточев сĕнĕвĕпе Хусанти сăваплă Кури пĕрлĕх шкулне вĕренме кайнă.

Шкултан вĕренсе тухсан Н.И. Золотницкие турă кĕнекисене чăвашла куçарма пулăшнă [1]. Миссионер ĕçĕсемпе тĕрлĕ уесе çӳренĕ. Хапăс чиркĕвĕнче псаломçă тата тиекăн пулса тăрăшнă. 1878 çулхи çăвăн 8-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи Тăвай ялĕнчи сăваплăх çынĕ ĕç вырăнне тивĕçлĕ пулнă.

1870 çулта Хусанти вĕрентӳ тăрăхĕн попечителĕ П.Д.Шестаков сĕннипе Вĕрентӳ министерстви Дмитриева кĕмĕлпе 100 тенкĕ парса чысланă.

1871 çулта (9.11) Сĕвери вĕрентӳ канашĕ ăна вĕрентӳçĕ хисепĕн свидетельствине панă.

Унтан ăна 1881 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи Кĕçĕн Кипек (хальхи Вăрнар районĕ) ялне куçарнă. Хăйĕн прихутĕнче 4 шкул уçнă, унта хăй 25 çул хушши вĕрентнĕ. Шкулта вăл Ильминский системипе ĕçленĕ. Грамматикăна чăваш чĕлхипе ирттернĕ. Магницкий В.К. валли этнографи тата фольклор материалĕсене пухнă.

Йывăр чирленĕ хыççăн 1906 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче вилнĕ.

Вăл И. М. Дмитриевăн ашшĕ пулать. Тепĕр ывăлĕ — Николай Митрофанович Дмитриев, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, малашнехи шăпи паллă мар. Мăшăрĕ — Тимофеева Ксения.

Вуламалли

тӳрлет
  • Александров Г.А., "Чувашские интеллигенты. Биографии и судьбы", Шупашкар, 2002, 216 с.
  • Родионов Виталий "Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ..." Хыпар. 1998, нарăс, 10.
  • Лукошкова. А. Свадьба чувашского учителя // Иллюстрированная неделя. СПб., 1873. № 6. С. 88-90.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Яковлев И.Я. Манăн пурнăç: Асаилÿсем. — Мускав: Республика, 1997. — 5000 экз. — ISBN 5-85438-024-2

Каçăсем

тӳрлет