Савельев-Сас Александр Сергеевич
Александр Сергеевич Савельев-Сас (1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Юламан чăваш ялĕ çур.) — чăваш сăвăçи, çыравçи.
Александр Савельев-Сас | |
Çуралнă чухнехи ят: | Савельев Александр Сергеевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1932, авăн, 26 |
Çуралнă вырăн: | Юламан ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкăрт АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. М. Трубина ячĕллĕ тата Авăркас район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ парне лауреачĕ.
Раççей ÇП пайташĕ (1994).
Пурнăçĕ
тӳрлет1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Юламан чăваш ялĕнче çуралнă. Ялти çиччĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1951 — 1954 çулсенче хĕсметре тăнă. Кайран каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, район хаçатĕнче ĕçленĕ.
Ку таранчен Шупашкарти хаçат-журналсенче унăн калавĕсемпе повеçĕсене чылай пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххи, «Ют арăм» повеç. Пурĕпе ултă кĕнеке çырнă.
Унăн сăвви-калавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарнă. Халĕ Пушкăрт республикинче пурăнать.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетКĕнекисем: «Кам пысăкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкăр сукмакĕ» (1987), «Шăнкăравлă пĕкĕ» (1993), «Сăвăсем» (2000).
Вуламалли
тӳрлет- «Чăваш литературин антологийĕ», пухакансем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .