Википеди:Кун пулăмĕсем:Утă уйăхĕ
Çĕртме — Утă — Çурла | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | |
7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
28 | 29 | 30 | 31 | |||
Эрнери кун ячĕсене 2008 çул валли кăтартнă |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Утă, 1
тӳрлетКанада кунĕ
- 1783 — Петербургра Пысăк Чуллă театра уçнă (капăрл.)
- 1877 — Уимблдонра пĕрремĕш теннис турнирĕ уçăлать.
- 1917 — Раççейре пĕрремĕш хут çуллахи вăхăта куçнă.
- 1942 — Севастополе хӳтĕленĕвĕ вĕçленет, нимĕçсем 100 пин çынна тыткăна илни пирки пĕлтереççĕ.
- 1966 — Франци ÇАПУран тухать.
- 1997 — Гонконг Китай Халăх Республики йышне кĕрет.
- 1998 — Раççейре Андрей Первозванный орденне тепĕр хут йышăннă.
- 1999 — 300 çул хушшинче пĕрремĕш хут Шотланди парламенчĕ ĕçлеме тытăнать.
Утă, 2
тӳрлет- 1494 — католици патшисем Тордесильяс килĕшĕвĕ çине алă пуснă.
- 1555 — турккă пирачĕ Тургут Рейс Калабри çыране хĕррине тустарнă.
- 1800 — Аслă Британипе Ирландин Унийĕн актне йышăннă.
- 1839 — Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем еннелле негрсене сутма пыракан «Амистад» карап чурасен аллине лекнĕ.
- 1853 — вырăс çарĕсем Молдави кнеçлĕхĕ çине тапăннă, çапла Крым вăрçи пуçланать.
- 1860 — Ылтăн Мăйрака бухтинче Алексей Шефнер Владивосток хулине никĕсленĕ.
- 1918 — гетман Скоропадский украин кун-çулĕнче пĕрремĕш гражданлăха кĕртнĕ.
- 1937 — Амелия Эрхарт (капăрл.) тĕнче тавра вĕçев вăхăтĕнче Лăпкă океан çийĕнче çухалнă.
- 1947 — Розуэллри паллă «ПВО аварийĕ».
- 1976 — Çурçĕр тата Кăнтăр Вьетнамăн пĕрлешĕнĕвĕ.
- 1997 — таиланд батне йӳнетнĕ, ази финансă кризисĕ тапраннă.
Утă, 3
тӳрлет- 1608 — франци çӳревçи Шамплен (капăрл.) Квебека никĕсленĕ
- 1866 — австри-прус-итал вăрçин Садовой патĕнчи чи вăйлă çапăçăвĕ
- 1897 — темиçе сехет хушши «Славянский базар» ресторанра сӳтсе явса Станиславский тата Немирович-Данченко халăх театрне йĕркелеме йышăнаççĕ
- 1936 — Патшалăх автоинспекцине йĕркеленĕ
- 1941 — пĕрремĕш хут хăйĕн тăрамĕнче Сталин халăх умĕнче радиопа калаçнă
- 1964 — АПШра раса сегрегацине пăрахăçлакан Граждан прависен саккунне йышăннă.
- 1988 — Иран-ирак вăрçи: Перс кӳлмекĕнче американ крейсерĕ «Винсеннес» иран пассажир самолётне персе антарнă
- 1996 — Борис Ельцина РФ президентне иккĕмĕш хут суйланă
Утă, 4
тӳрлет- 1054 — Телец çăлтăр капланчăкĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ çăлтăр хыпса кайнă, унăн каяшĕ — Краб евĕр тĕтрелĕхĕпе NP 0531 пульсар
- 1819 — Кронштадтран тĕнче тавра шывпа çӳреме «Восток» тата «Мирный» шлюпсем тухса кайнă
- 1865 — Льюис Кэрроллăн «Алиса в Стране чудес» кĕнекин (капăрл.) пĕрремĕш кăларăмĕ çутта тухать.
- 1941 — львов профессорĕсене вĕлерни
- 1961 — Атлантика океанĕнче 658 проектăн АШК К-19 çинче атом реакторне сирпĕнӳрен хăтарнă
- 1989 — Бельгире совет истребителĕ МиГ-23 катастрофăна лекнĕ, вĕçевçи Польша çийĕнче катапультăпа çăлăннă.
- 2005 — Deep Impact миссин снарячĕ Темпель 1 кометине пырса çапăннă
- 2008 — Кăнтăр Осетире пĕтĕмĕшле мобилизаци тăвассине пĕлтерн6ĕ (грузин-осетин хирĕçĕвĕ)
Утă, 5
тӳрлет- 1687 — Исаак Ньютонăн «Çутçанталăк философин математика пуçламăшĕсене» пичетлени
- 1811 — Венесуэла Кăнтăр Америкăри испан колонисенчен пĕрремĕш хăйĕн ирĕклĕхне пĕлтерет
- 1829 — Уралтан анăçалла Раççейри пĕрремĕш алмаза тупнă
- 1831 — в Петербургри холера пăлхавĕ
- 1946 — пĕрремĕш хут купальник-бикини кăтартнă
- 1954 — Элвис Пресли (капăрл.) хăйĕн пĕрремĕш юррине хайлать
- 1986 — Мускавра пĕрремĕш Ырă кăмăллă вăйăсем уçăлнă
- 1994 — Китай Халăх Республикинче ача ĕçлевĕпе усă курма чарнă
Утă, 6
тӳрлетУлатимĕр Турă амăшне чысласа уявлани, Литвара патшалăх кунĕ.
- 1710 — Мейсенра Европăра пĕрремĕш хут фарфора тума тытăннă.
- 1809 — Наполеон I тапăчĕпе Пий VII рим паппине Ватиканран вăрласа Гренобăле илсе пынă.
- 1819 — Парисре çулăм тивнĕ сывлăш чăмăрĕ мадам Бланшарпа ерле (капăрл.) çĕре ӳкнĕ.
- 1885 — Луи Пастер 9 çулхи Жозеф çинче тилĕрĕве хирĕçле вакцинăпа ăнăçлă сиплет.
- 1907 — Дублин керменĕнчен Таса Патрик орденĕн палăртăвĕсене вăрланă; çак ахах-мерчен ăçтине халĕ те пĕлмеççĕ.
- 1919 — дирижаблĕн пĕрремĕш трансатлантика вĕçевĕ.
- 1945 — АПШ-на нимĕç ăсчахĕсене (йĕтре тупсăмне тĕпчекенсене) куçарма тытăннă.
- 1997 — Казахстан парламенчĕ тĕп хулана Алма-Атаран Акмолăна куçарассине йышăннă.
Утă, 7
тӳрлетИван Купала кунĕ
- 1718 — Петĕр-Павăл карманĕнче Алексей Петрович патша ывăлĕ сарăмсăр вилет
- 1770 — вырăс флочĕ Спиридов адмирал ертсе пынипе Чесмен çапăçăвĕнче (капăрл.) çĕнтернĕ
- 1807 — Раççей империпе наполеон Францийĕ Тильзит килĕшĕвĕ çине алă пуснă
- 1881 — Пиноккио пирки юмах çутта тухать
- 1898 — АПШ конгресĕ Гавайи утравĕсене аннексилет
- 1937 — японсем Пекин çумĕнчи Марко Поло кĕперне тупăран пенĕ
- 1938 — СССР пĕрремĕш хут телекăларăм эфира тухнă
- 1950 — анкăл Фарнборора пĕрремĕш авиашоу иртнĕ
- 1983 — СССРа Саманта Смит килни
- 2005 — Лондонри террор акчĕсем
- 2007 — «пинçуллăхăн чи ăраскал кунĕ» (7.07.2007)
Утă, 8
тӳрлетРаççейре Петĕрпе Феврони кунĕ
- 1579 — Хусанра Турă амăшĕн Хусан турăшне лартнă.
- 1659 — Конотоп патĕнчи çапăçу: поляксемпе украин касакĕсем мускав полкне çĕмĕрсе тăкнă.
- 1686 — 145 çул турккă хуçаланăвĕ хыççăн нумай нациллĕ çарсем 12 хăтлану хыççăн Будана туртса илнĕ.
- 1709 — Полтава çапăçăвĕ (капăрл.): Çурçĕр вăрçинче улшăну саманчĕ.
- 1853 — Мэтью Перри Токио кӳлмекĕнче анса ларнă. Сакоку политики пăчланать.
- 1981 — «Ленкомра» «Юнона тата Авось» мюзиклăн премьери иртнĕ.
Утă, 9
тӳрлет- 1357 — император Карл IV Прагăра Влтава урлă Карл кĕперне тума пуçлать
- 1762 — Петĕр III патшана астулран арăмĕ Екатерина II кăларса пăрахать
- 1790 — Иккĕмĕш Роченсальм çапăçăвĕ (капăрл.): Балти флочĕн виççĕмĕш пайĕ шведсен аллине лекет
- 1932 — Сан-Паулу штатĕнче Бразили влаçĕсене хирĕçле пăлхав хыпса тухать
- 1943 — Сицилие тăмарсем аннă
</noinclude>
Утă, 10
тӳрлет- 1040 — çарамас леди Годива Ковентри хулара ярăнса пыни (капăрл.)
- 1547 — Францире патша официаллă ирĕк панă юлашки ырал иртнĕ
- 1796 — Карл Фридрих Гаусс хăйĕн кун кĕнекинче çакăн пек çырнă: «Heureka! num= Δ + Δ + Δ»
- 1878 — Англире пĕрремĕш хут футбол арбитрĕ шахличпа (унчен арбитрсем кăшкăрнă) усă курнă
- 1940 — Францире Петенăн виши правительствине туса хунă
- 1941 — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: Смулен çапăçăвĕ пуçланнă
- 1981 — АПШ тинĕс-çар флотĕнче офицерсене сухалпа çӳреме чарнă
Утă, 11
тӳрлет- 1302 — Ылтăн шпорăсен çапăçăвĕ: пĕрремĕш хут Вăтам ĕмĕрсенче рыцăрь пехота юлан утсене çĕнтерет.
- 1405 — китай адмиралĕ Чжэн Хэ (капăрл.) Африка çыранĕсем патне çул çӳреве тухать.
- 1783 — Франци академийĕ пăрахутăн проектне, пуласлăхсăр тесе, пăрахăçлать.
- 1804 — АПШ вице-президенчĕ Аарон Бёрр ыралра федералсен партине йĕркелекен Александр Гамильтона персе пăрахать.
- 1859 — Санкт-Петербургери Исаак соборне тасалăва кĕртнĕ
- 1893 — Кокити Микимото пĕрремĕш хут искусствăллă ахах тунă.
- 1941 — Витебск парăнăвĕ тата совет çарĕсене Могилёв патĕнче хупăрлани.
- 1995 — Босни вăрçин вăхăтĕнче серб çарĕсем Сребреницăна ярса илнĕ, ун хыççăн хĕçпăшалсăр масăльмансене вĕлернĕ.
Утă, 12
тӳрлетПетĕрпе Павăл Таса Апостолсен кунĕ — православсен типĕ тытни.
- 1580 — Иван Фёдоров пĕрремĕш тулли славян Библине (капăрл.) кăтартнă
- 1812 — американ çарĕсем Канадăн чиккине каçнă
- 1901 — райхстаг ырал пирки саккун проектне пăрахăçланă
- 1943 — Прохоровка патĕнчи çапăçу
- 1960 — «Орлёнок» пионер лагерьне, РСФСР-та чи пысăккине, уçнă
- 2006 — Иккĕмĕш ливан вăрçи пуçланнă
Утă, 13
тӳрлет- 1728 — Витус Берингăн пĕрремĕш Камчат экспедицийĕ
- 1772 — Джеймс Кук HMS Resolution карапĕпе (капăрл.) хĕвел анăçĕнчен тухăçалла историре пĕрремĕш тĕнче тавра шыв çӳревĕ пуçлать.
- 1837 — Виктория хĕрарăм патша килне Сент-Джеймс керменĕнчен Букингема куçарать
- 1870 — Бисмарк Эмс депешине янă
- 1897 — Гульельмо Маркони радио патентне харпăрлать
- 1923 — пĕрремĕш хут Холливуд паллине çирĕплетнĕ
- 1930 — пĕрремĕш тĕнчери футбол чемпионачĕ Уругвайра тапранать
- 1962 — Киров савучĕ пĕрремĕш кустăрмаллă К-700 «Кировец» трактора туса кăларать
Утă, 14
тӳрлет- 1099 — Пĕрремĕш хĕрес харçи: Иерусалима ярса илнĕ
- 1867 — Альфред Нобель пĕрремĕш хут динамитăн пахалăхне кăтартать
- 1896 — Чулхулара пĕрремĕш вырăс автомобильне кăтартнă
- 1897 — Раççейре вырсарникуна официаллă кану кунĕ шутне кĕртнĕ
- 1902 — Венецин символĕ — Таса Марк соборĕн кампанили (капăрл.) арканнă
- 1905 — Оклахомăри индейсем хайсен Секуах штатне йеркеленĕ пирки пĕлтернĕ, анчах та АПШ Конгресĕ вĕсене йышăнăвне çирĕплетмест
- 1941 — Смулен çапăçăвĕсенче пĕрремĕш хут «Катюша» хĕçпăшалпа усă курнă
- 1959 — Чăваш АССРăн Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачăк районĕсене пĕтерсе хунă.
- 1969 — Сальвадорпа Гондурас хушшинче Футбол вăрçи хыпса тухнă
Утă, 15
тӳрлет- 1240 — Александр Невский шведсене çĕнтерет
- 1410 — Тевтон орденне Грюнвальд çапăçăвĕнче çĕнтернĕ
- 1741 — Аляскăна пĕрремĕш европейсем çитнĕ
- 1799 — франци капитанĕ Бушар Икĕпатра Розетта чулне тупнă
- 1815 — Наполеон «Беллерофонт» анкăл карапĕн капитанне парăнать (капăрл.)
- 1823 — Римра авалхи Таса Павăл базилики тĕппĕн çунса кайнă
- 1870 — Джорджия АПШ йышне таврăнать
- 1905 — Арсен Люпен пирки пĕрремĕш калавсене пичетленĕ
Утă, 16
тӳрлет- 622 — ислам календарьне пуçланă.
- 1054 — папа легачĕ Софи соборĕнче Михаил Керуларий патриарха ĕç вырăнĕнчен хăтарни тата чиркӳрен уйăрни пирки хут хăварать
- 1676 — наркăмăш ĕçĕ: ашшĕпе тăванĕсене вĕлернĕшĕн маркиза де Бренвильене ĕçсе асаплантарса вĕлерме хушнă
- 1945 — йĕтре хĕçпăшалĕн Çĕнĕ Мексико штатĕнчи (АПШ) полигонра пĕрремĕш ăнăçлă тĕрĕслевĕ иртет (капăрл.)
- 1950 — Мараканасо — бразил футболĕн кун-çулĕнчи пирки чи пысăк куляну
- 1990 — УССР Аслă Канашĕ Украинăн патшалăх суверенитечĕн Декларацине йышăнать
- 1994 — Шумейкер — Леви 9 комети Юпитерпа çапăннă
Утă, 17
тӳрлетСловакин ирĕклĕх кунĕ
- 1429 — Франци астулне VII Карла лартнă: церемони вăхăтĕнче унăн пуçĕ çийĕнче ялава ахаль çын хĕрĕ Жанна д’Арк (капăрл.) тытнă
- 1716 — Пётр I хăйĕн флочĕпе Копенгагена çитнĕ
- 1785 — словак авантюрисчĕ Мориц Бенёвский хăйне Мадагаскарăн тăрамĕ тесе пĕлтернĕ
- 1868 — япун тĕп хулине Киоторан Токиона куçарнă
- 1918 — Екатеринбургра раççей юлашки императорне II Микулая, унăн çемьине тата çывăх çыннисене персе пăрахнă
- 1918 — Çĕпĕрĕн Вăхăтлă правительстви Омскра Çĕпĕрĕн ирĕклĕх декларацине йышăннă.
- 1929 — СССР КТЧÇ хирĕçĕве пула Китайпа дипломати хутшăнăвĕсене татса хунă
- 1975 — вĕçевçĕ тытса пырав тĕрлĕ патшалăхсен иккĕ космос карапĕ пĕрремĕш çакланăвĕ: «Союз-19» (СССР) тата «Аполлон» (АПШ)
- 2006 — Индонезире цунамин хумĕсем айне пулса 500 ытла çын пĕтнĕ.
Утă, 18
тӳрлет- 64 — Нерон император чухнехи Римри пысăк вут-кăвар
- 1290 — Эдуард I еврейсене Англирен хăваласа ярас хутай кăларнă
- 1870 — Пĕрремĕш Ватикан соборĕ папа йăнашманлăхĕн догматне йышăннă
- 1878 — Адольф Норденшельд (капăрл.) пĕрремĕш çурçĕр тинĕс çулĕпе Атлантикăран Лăпкă океана тухнă
- 1898 — Пьер тата Мария Кюри урансăр пуçне, урăх радиохастар элементсем пурри пирки евит тунă
- 1925 — Адольф Гитлерĕн «Mein Kampf» пичетрен тухнă
- 1936 — Испанири пăтăрмаха пула влаçа ультрасылтăмри вăйсем ярса илнĕ
- 1937 — Автономиллĕ Социализмлă Чăваш Совет Республикин Конституцине йышăннă.
- 1958 — Анна Ахматовăн чылай çул хушшинче пĕрремĕш сăвăсен пухăмне пичете кĕртнĕ
- 1976 — историре пĕрремĕш ăстрăм Олимп вăййисенче гимнасткăна «вуннă» паллă лартса панă
- 1974 — Константинувре Çĕр çинче çак саманта чи çӳллĕ çурт-йĕре туса хăпартнă
Утă, 19
тӳрлет- 711 — Пиреней çурутравне арапсем çĕнсе илнĕ (Гвадалета патĕнчи çапăçу)
- 1822 — франци ăсчахĕ Нисефор Ньепс тĕнчере пĕрремĕш фотографи тунă
- 1825 — Анна Керн Тригорскинчен кайнă чухне Пушкин ăна «К*» («Я помню чудное мгновенье») сăвăна парнеленĕ
- 1900 — Пĕтĕм тĕнчери курав иртнĕ чухне Парис метрополитенĕ (капăрл.) уçăлнă
- 1908 — Лондонри Таса Павăл соборĕнче епископ, Олимпиадăна ăсатнă чухне, çапла каланă: «Çĕнтересси мар — хутшăнасси»
- 1928 — Китай европа патшалăхĕсемпе «танмар килĕшӳсене» пăрахăçланă
- 1963 — Индонези Инди океанне Индонези ята куçарнă пирки хыпарлать
- 1980 — Мускавра XXII Олимп вăййисем уçăлнă
Утă, 20
тӳрлет- 1402 — Тимур Баязид турккă султанне Анкара патĕнчи çапăçура аркатнă
- 1774 — Пăкач эткерĕсем Кăрмăша тытса илнĕ.
- 1882 — Александр Можайскин самолётăн пĕрремĕш прототĕсне тĕрĕсленĕ.
- 1917 — «Югослави» ашшĕ Никола Пашич çак патшалăха никĕслес Корфа декларацине алă пуснă
- 1924 — Парисре Тĕнчери шахмат федерацийĕ
- 1929 — КТЧÇ çинчи хирĕçӳ: совет çарĕсем Амура Благовещенск патĕнче вăйпа каçма тăнă
- 1940 — американ мусăк журналĕ «Billboard» пĕрремĕш халăх кăмăлланă юрăсен ят-йышне пичетленĕ
- 1941 — нимĕç авиацийĕ Мускава пĕрремĕш хут бомбăланă
- 1944 — Адольф Гитлера вĕлерме тăнă
- 1955 — 37 çул тăршшинче пĕрремĕш Мускав Кремлĕ (капăрл.) çуревсĕсене алăк уçнă
Утă, 21
тӳрлетБельгин наци уявĕ
- п. эрч. 356 — Герострат çут тĕнчери çичĕ асамăн пĕрне — Эфес Артемедин храмне çунтарса янă
- 1773 — Климент XIV папа иезуитсен орденне салатнă
- 1774 — Кючук-Кайнарджи лăпкăлăх килĕшĕвĕ: Раççее Çĕнĕ Раççей кĕрет
- 1798 — Наполеон турккăсене пирамидăсем патĕнчи çапăçура (капăрл.)çĕнтернĕ
- 1970 — Икĕпатра 11 çул хушшинче Асуан пĕвине туса пĕтернĕ
- 1983 — Антарктикăри «Восток» станцинче Çĕр çинчи чи сивĕ температурăна (−89,2 °C) палăртнă
Утă, 22
тӳрлет- 1099 — Хĕрес майлисен патшалăхĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ («Турă тупăкĕн» хӳтĕлевçи) пулма Бульон Готфридне суйланă (капăрл.)
- 1246 — Карпини францискан европейсенчен пĕрремĕш монголсен Каракорумне çитет.
- 1793 — Александр Маккензи шотланд историре пĕрремĕш Канада витĕр океанран океана çити тухнă.
- 1795 — Гаити революцийĕ хыççăн Гаити пĕрлешĕнеть.
- 1814 — пиллĕк индей йăхĕ Огайора АПШра килĕшӳ туса Британие хирĕç вăрçăпа тухать.
- 1921 — физик Пётр Капица Англири Кавендишри лабораторие ĕçе вырнаçать.
- 1922 — Олимпиадăна хутшăнма чарнипе, Лейпцигра Германи хăй альтернаци вăййине ирттерет.
- 1930 — СССР колхозцентрĕ колхозниксене укçа вырăнне ĕçкун пама йышăнать.
- 1936 — Удд утравĕ çинче пĕр чарăнмасăр Мускавран Инçет Тухăçа çити АНТ-25 самолёт вĕçевĕ (экипаж командирĕ — В. П. Чкалов) вĕçленет.
- 1946 — еврей тĕкерчĕсем Иерусалимри «Тавит патша» хăна çуртĕнче сирпĕнӳ тăваççĕ, 91 çын сарăмсăр вилет.
Утă, 23
тӳрлет- 1148 — хĕресçĕсем Дамаска хупăрласа илнĕ
- 1508 — испансен флот çарпуçĕ Педро Наварро пиратсенчен Пеньон утрава тасатнă (капăрл.)
- 1774 — Пугачёв çарĕн çыннисем Етĕрне хулине ярса илесшĕн пулнă, анчах патша çарĕсем пуррине асăрхасан — аяккалла кайнă.
- 1793 — Германи территоринчи пĕрремĕш демократи патшалăх — Майнц республики — пĕтнĕ
- 1881 — Льежра тĕнчери чи ватă спорт федерацийне йĕркеленĕ
- 1901 — нимĕç тухтăрĕ Роберт Кох бубон мурне йĕке хӳресем сарни пирки пĕлтерет
- 1974 — Грецире «хура полковниксен» диктатурине сипĕтсе янă
- 1992 — Абхазин Аслă канашĕ Грузирен ирĕклĕхе тухать
- 1995 — юлашки самантри чи çутă кометăна — Хейл — Бопп кометине асăрханă
- 2006 — Китайра 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвне пула 13 çын вилнĕ, 50 патнелле аманнă. Çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Чжаотун хули патĕнче пулнă.
Утă, 24
тӳрлетСимон Боливарăн кунĕ: Эквадорпа Венесуэлăра.
- 1701 — Кадиллак франци çынни Детройт хулан никĕсне хывнă
- 1783 — Раççей империйĕ тата Грузи Георгий трактатне алă пуснă
- 1911 — Хайрем Бингхэм Перура Мачу-Пикчу «çухалнă хулана» (каарл.) тупнă
- 1935 — Тбилисире ача-пăча чукун çулĕ (хальхисенчен чи ватти) уçăлнă
- 1942 — Кавказшăн çапăçу: вермахтăн вăйĕсем Ростов-Тан-çинчине йышăнаççĕ
- 1943 — тăмарсен авиацийĕ Гамбурга пĕтерме тытăнать
- 1969 — Аполлон-11 ăнăçлă Лăпкă океана шыва анса ларать
- 1977 — Икĕпатпа Ливи хушшинчи тăватă кун вăрçи вĕçленет.
Утă, 25
тӳрлет- 325 — Шанăçăн Никей Символне йышăннă
- 1261 — Михаил VIII хĕресçĕсенчен Кустантина туртса илсе Висанти империне тепĕр хут туса хунă
- 1792 — Брауншвейг херцăкĕн Бурбонсене пусмăрламалла мар манифесчĕ
- 1799 — Икĕпат харçи: Наполеон турккăсене Абукир патĕнчи çапăçура аркатать
- 1826 — Кронверк çыран хĕрринче пиллĕк декабриста айăпласа велернĕ
- 1909 — Луи Блерио Ла-Манш урлă 37 минут хушшинче вĕçсе каçнă (капăрл.)
- 1925 — Ялавăн (ун чухне "Сунтал" ятлă) пĕрремĕш номерĕ тухнă.
- 1930 — ВКП(б) ТК пĕтĕмĕшле пуçламăш вĕрентӳ пирки хушу йышăннă
- 2000 — сасăран хăвăрт вĕçекен «Конкорд» авиалайнерăн катострофи
Утă, 26
тӳрлет- 811 — пăлхар ханĕ Крум (капăрл.) грексене пĕтĕмпех аркатнă
- 1139 — Афонсу I Асли Португалин пĕрремĕш патши пулса тăрать
- 1581 — Пĕрлешĕннĕ провинцисем Испан Филипне астулран хăтарас акта йышăннă
- 1822 — Сан-Мартин тата Боливар Гуаякильре Кăнтăр Америкăн политика пуласлăхне сӳтсе явма тĕл пулнă
- 1847 — африкан колонисенчен пĕрремĕш Либери хăйĕн ирĕклĕхне пĕлтернĕ
- 1951 — Новгородра пĕрремĕш хурăн хуппи хутне тупнă
- 1963 — Скопьери çĕр чĕтренĕвĕ: пин ытла çын пĕтнĕ
- 1999 — Инди Каргил вăрçинче çĕнтерет
Утă, 27
тӳрлет- 1549 — Франциск Ксаверий Японие çитет
- 1794 — Парисре Термидор пăтăрмахĕ
- 1866 — трансатлантика телеграфне хурса тухнă
- 1880 — Майванд патĕнчи çапăçу, афгансем акăлчансене çĕнтерни (капăрл.)
- 1952 — Атăл-Тан каналĕ хута кĕнĕ
- 1953 — Корей вăрçинче вăхăтлă лапкăлăх килĕшӳне тунă
- 1976 — Виктор Корчной гроссмейстер Нидерландсенче политика хӳтĕлĕхне йăлăннă
- 2002 — Львоври авиашоури трагеди, тĕнчери авиашоу кун-çулĕнчи чи йывăрри
Утă, 28
тӳрлет- 1586 — Томас Хэрриот сэр Британ утравĕсем çине пĕрремĕш çĕрулмисене илсе килнĕ
- 1697 — Владимир Атласов касакĕсем Камчатка вăррин çыранне аннă
- 1794 — Максимилиан Робеспьера Луи Сен-Жюстра айăпласа вĕлернĕ
- 1878 — Варнăна осман пусмăрĕнчен хăтарнă
- 1914 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланнă
- 1942 — СССР Халăх хӳтлев комиссарĕн Сталинăн «Каялла пĕр пусăм та!» тапăчĕ (капăрл.)
- 1980 — Владимир Высоцкипе Мускавра Ваганьково çăви çинче чылай халăх сывпуллашнă
- 1992 — Афганистанра хĕрарăмсене телекуравра çапăнма чарнă
- 1995 — Ĕнчĕн чи пысăк хулисенчен пĕррине Бомбейрен Мумбаи ята куçарнă
Утă, 29
тӳрлетТинĕс-Çар Флочĕн кунĕ (Раççей)
Оулавсёка — Таса Олафа (Фарер утравĕсем) асăнни
- 1586 — Тура çинче Тĕмен хулана (капăрл.) никĕсленĕ
- 1907 — Роберт Бейден-Поуэлл сэр Аслă Британире бойскаутсене йĕркелесе янă
- 1938 — Хасан кӳлĕ таврашĕнчи çапăçусем пуçланнă
- 1941 — Смулен çапăçăвĕ: Смулен ӳкет, 300 пине яхăн РÇХÇ салтакне хупăрласа илнĕ
- 1942 — Совет Союзĕнче Александр Невский, Суворов тата Кутузов орденĕсене вăя кĕртнĕ
- 1954 — трилогии Толкинăн «Ункăсене тытаканĕ» трилогин пĕрремĕш пайне пичетлесе кăларнă
- 1958 — АПШ президенчĕ Дуайт Эйзенхауэр НАСА тăвас пирки хутай çине алă пуснă
- 1981 — Чарльзпа Диана Спенсер туйĕ
Утă, 30
тӳрлет- 762 — Аль-Мансур Арап халифачĕн çĕнĕ тĕп хулин — Багдад — никĕсне хывать
- 1419 — Прагăри дефенестраци, гуç майлисем Прага хулин канашĕн пайташĕсене вĕлернĕ, çакăн хыççăн гуç вăрçисем пуçланаççĕ
- 1756 — Елизавета Петровна Растрелли архитекторпа пĕрле анчах туса лартнă Кĕтерне керменне (капăрл.) пăхса тухнă
- 1809 — Голландири Вальхерен утравне 39-пинлĕ британ çарĕ анать
- 1825 — адмирал Байрон (поэтăн акăшĕн е куккăшĕн ывăлĕ) Лăпкă океанра никам та йышăнман Молден утрава уçать
- 1858 — Джон Спик джунгли витĕр Виктория патне тухать
- 1930 — Уругвайра тĕнчери пĕрремĕш футбол чемпионачĕн финал матчĕ иртет. 4:2 шутпа чемпионат хуçин команди Аргентинăна çĕнтерет.
- 2008 — Зимбабвере вырăнти валютăна 10 миллиард хутчен деноминацилеме йышăннă.
Утă, 31
тӳрлет- 904 — арапсем Висантин иккĕмĕш шĕкĕр хулине — Солуньине ярса илнĕ.
- 1655 — вырăс çарĕсем улттă çуллăха Аслă Литва кнеçлĕхĕн тĕп хулине — Вильнăна — йышăннă.
- 1703 — Даниэль Дефона сатира памфлетне хайланăшăн намăс юпи патне лартнă, анчах ырă сунакан лондонсем ăна чечексемпе чысланă.
- 1815 — пĕрремĕш чукун çул çинчи катастрофа пулнă, 13 - 16 çын пĕтнĕ.
- 1954 — итал альпинисчĕсем пĕрремĕш хутчен Гималайри Чого́рие, çӳллĕшĕпе тĕнчери иккĕмĕш тăрăна (капăрл.) хăпарнă.
- 1975 — Детройтра профпĕрлешӳ ертӳçи Джимми Хоффа тĕлĕнтермĕшле çухалнă пирки пĕлтернĕ.
- 1976 — НАСА «марсиан сфинксĕн» фотоӳкерчĕкне пичетленĕ.