Кюри, Мария

(Кюри Мария ҫинчен куҫарнӑ)

Склодовская-Кюри Мари́я Саломеа (фр. Marie Curie, пол. Maria Salomea Skłodowska-Curie — Польшăра çуралнă паллă физик тата химик. Икĕ хут Нобель парнине илнĕ 1903- мĕш çулта физикăпа тата 1911-мĕш çулта химипе. Париспа Варшавăра Кюри институчĕсем йĕркеленĕ. Пьер Кюрин арăмĕ, унпа пĕрле радиоахастарлăх пулăмне тĕпченĕ. Упăшкипе пĕрле ради (лат. radiāre) сăмахран тата полони лат. Polōnia элементсем уçнă.

Кюри Мария
Maria Skłodowska-Curie
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Варшава, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн: Санселльмоз, Франция

Кунçул

тӳрлет
 

Склодовская Мария Варшавăра гимнази вĕрентекенĕн кил-йышĕнче çуралнă. Вăл ача чухнех аппăшĕ, каярах амăшĕ вилеççĕ. Шкулта питĕ тăрăшса вĕренет, çав вăхăтрах йĕркеллĕ çывăрмасăр тата вăхăтра апат çимесĕр. Çавăн пирки шкул пĕтернĕ хыççăн сывлăхне майлатмалла пулать. Мария малалла вĕренесшĕн пулнă, анчах Раççей империнче хĕрарăмвене аслă пĕлӳ илме питĕ нумай чăрмав пулнă. Мария хăйĕн аппăшĕпе, Брониславăпа, пĕр-пĕрин хыççăн вĕренесшĕн черетпе темçе çул гувернаткăра еçлеме килĕшеççĕ. Çавăнпа Бронислава Парисри медицина колледженче вĕреннĕ вăхăтра Мария темиçе çул гувернанткăра вăй хурать. 24 çулта Мария Сорбоннăна химипе физика вĕренме кĕрет, çав вăхăтра Бронислава ăна валли вĕренмешкĕн укçа ĕçлесе илет.

Склодовская Мария Сорбоннăри пĕрремĕш хĕрарăм-вĕрентекен пулать. 1894-мĕш çулта вăл Пьер Кюрипе паллашать. Иккĕшĕ пĕрле вĕсем уран тăварĕсем кăларакан шевлесене тĕпчеме тытăнаççĕ. 1898-1902-мĕш çулсенче Парисри Ломон урамĕнчи сарайра 8 тонна уран тăпринчен 1/100 грамм çĕнĕ элемент - ради уйăраççĕ. 1903-мĕш çулта Пьерпа Мария Кюри радиаци пулăмне тĕпченĕшĕн Нобель парнине илеççĕ. Преми илнĕ вăхăтра вĕсем хăйсен лабораторине е институт тума шутлаççĕ. Ку ĕмĕт чылай каярах пурнăçа кĕрет. 1906-мĕш çулта, Пьер Кюри сарăмсăр вилнĕ хыççăн, Мария Парис университетĕнчи Пьер Кюрин кафедрине ертсе пыма тытăнать. 1910-мĕш çулта Андре Дебьернпа пĕрле таса ради металлне, унченхи пек хутшăнăвĕсене мар, уйăрма пултараççĕ. 1910-мĕш çул вĕçĕнче Мария Кюрине Франци Ăслăх Академин пайтшне суйлама сĕнеççĕ. Темиçе уйăх хушши пынă тавлашусем хыççăн унăн суйланма 1 сас çитмен. 1911-мĕш çулта МАрия Кюри химипе Нобель парине тивĕçет. Паянхи кунччен вăл пĕртен-пĕр хĕрарăм - икĕ хут Нобель парнин лауреачĕ.

1-мĕш тĕнче вăрçи пуçланас умĕн Пастер институчĕпе Парис университечĕ радоиохастарлăх пулăмне тĕпчеме Ради институтне йĕркелеççĕ. Мария Кюрине фундаменталлă тĕпчевсен тата радиацине медицинăра усă курмалли пайĕн директорне лартаççĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан вăл хăйĕн укçипе куçса çӳремелли рентген аппарачĕсем туянса фронтри госпитальсем тăрăх çӳрет. Фронтра ку аппаратсене "пĕчĕк Кюри" ят панă. Çав вăхăтрах вăл çар медикĕсене рентген шевлисемпе усă курма вĕрентнĕ, сăмахран аманнисен ăшĕнче шрапнель катăкĕсене тупма. Вăрçă вăхăтĕнчи опытне вăл «Радиология и война», 1920 ç. монографинче пĕтĕмлетнĕ.

Юлашки çулĕсене вăл Ради институтĕнче вĕрентнĕ.

 
Парисри Пантенори М. Кюри вилтăпри

Чысĕсем

тӳрлет

Икĕ Нобель парнисĕр пуçне тата çаксене тивĕçнĕ

  • Франци ăслăх академин Бертело медалĕ (1902),
  • Лондон король ушкăнĕн Дэви медалĕ (1903)
  • Франклин институчĕн Эллиота Крессон медалĕ (1909).

Вăл тĕнчери 85 ăслăх ушкăнĕн пайташĕ пулнă, 20 хисеплĕ степень.

Ачисем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Физикăпа Нобель парни 1901—1925 Шаблон:Химипе Нобель парни 1901—1925