Нева патĕнчи çапăçу
Нева патĕнчи çапăçу, — 1240 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче пулса иртнĕ çапăçу.
Çапăçакансем Тӳрлет
Раççей историкĕсен шухăшĕпе шведсен çарне Биргер Магнуссон ертсе пынă. Вăл Швеци патшин кĕрӳшĕ пулнă. Швед историкĕсем ку çапăçăва та Бергер унта хутшăнни пирки те асăнмаççĕ. Шведсен çарĕнче çавăн пекех норвег тата финн йăхĕсем пулнă.
Вырăссен çарне Александр Невский ертсе панă.
Çапăçу Тӳрлет
Шведсем Нева шывĕпе хăпарса Ижора юхса кĕнĕ вырăна çитсен çырана тухнă. Вăл вăхăтра ку çĕрсене ижор сĕнтĕрĕсем сăнаса тăнă. Швед киммисем иртнине курсан ижорсем тӳрех ун пирки Александăра пĕлтернĕ.
Ку хыпара илтсен Александр хăйĕн çарне пухса хăвăрттăн шведсем вырнаçнă вырăна вĕçтернĕ. Унпа пĕрле Новгород çыннисем те пĕрле кайнă. Шведсен лагерĕ тĕлĕнче тĕтре тăнă. Тĕтрепе усă курса Александр тăшман çывăхне систермесĕр çитнĕ. Шведсем хăйĕн çарне йĕркелесе çитериччен Александр вĕсем çине тапăннă. Юланутсем тăшман варрине, çуран çар айăккинчен пырса çапнă. Шведсем нумай çухату тӳссе юханшывăн тепĕр енне тарнă. Ун хыççăн, çапăçăва выляса янăскерсем, каялла Швецине таврăннă.
Çапăçу пĕтĕмлетĕвĕ Тӳрлет
Çапăçу хирне тухнă вăхăтра Александр çирĕм çулта пулнă. Çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн ăна Невский ята панă.
Шведсен историкĕсем ку çапăçăва асăнмаççĕ.
Экран çине кăларни Тӳрлет
2008 çулта экран çине «Александр. Нева патĕнчи çапăçу» ятлă фильм тухнă.
Çавăн пекех пăхăр Тӳрлет
Каçăсем Тӳрлет
- Нева çапăçавĕ
- Невская битва. 15 июля 1240. Схема Архивленĕ 16 Ака уйӑхӗн 2009 çулта.
- «Князь Александр наносит рану шведскому военачальнику.» Автор: Кившенко А.
- В. И. Охотникова «Повесть о житии Александра Невского» Архивленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2010 çулта.
- Поверье — Легенды: «Предтеча Невской битвы» и «Небесная помощь в день Невской битвы». Автор: Селезнёв А. А.
- Создание памятника Александру Невскому на месте «Невской битвы» (1993 −2002) — как это было (в фотографиях)(ĕçлемен каçă)
- Л. Усыскин. Первое происшествие на Неве
- Лекция посла Швеции Томаса Бертельмана на философском факультете МГУ