Висанти
Висанти импе́рийĕ, Висанти (грек Βυζαντινή αυτοκρατορία 330—1453) — Рим империйĕ арканнă (395 çулта) хыççăн ячĕ. Çак ятах хăш чух Тухăç Рим Империне палăртса та çыраççĕ.
Халăхĕ
тӳрлетЭтнос ушкăнĕсен тĕсĕпе питĕ тĕрлĕ пулнă: грексем, сирисем, коптсем, эрменсем, грузинсем, еврейсем, эллинланнă Кĕçĕн Ази йăхĕсем, фракисем, иллирисем, даксем.
Висанти территорийĕ чакса пынипе (VI ĕмĕр вĕçĕнчен шутласа) пер пай халăхĕ тулашра тăраса юлать — çав чухнех кунта урăх йăхсем пырса çитеççĕ (готсем IV—V ĕмĕрсенче, славянсем VI—VII ĕмĕрсенче, арапсем VII—IX ĕмĕрсенче, печенексем, кăпчаксем XI—XIII ĕмĕрсенче тата урăххисем те.). VI—XI ĕмĕрсенче Висанти шутне малашнелле итали халăхĕ пулса кайнă этнос ушкăнĕ чăмăртаннă. Хуçалăх ĕçлĕхĕнче, политика пурнăçĕнче, этеплĕхĕнче Висантире грек халăхĕ малта пулать. IV—VI ĕмĕрсенче Висантин патшалăх чĕлхи вырăнĕнче — латтин, VII ĕмĕртен импери пăчланичченех — грек чĕлхи пулать.
Патшалăх тытăмлăхĕ
тӳрлетРим империнчен Висантие монархи йĕркипе патшалăха император тытса тăрас кăнарлăхĕ куçать. VII ĕмĕртенпе патшалăх ертӳçине автократор е василевс (базилевс) тенĕ. Чылай хушă Висантире малтанхи патшалăх тата укçа-тенкĕ ĕçне йĕркелĕхĕ тăсăлнă. VI ĕмĕрĕн вĕçĕнчен тапратса туймалла улшăнусем пурса иртеççĕ. Çĕнетӳсем чылайăшпе çĕршыва хӳтĕлев ĕçне(административлă пайланăвĕнче экзархатсем вырăнне фемсене туса хунă) тата çĕршывăн грек этеплĕхĕпе (логофет, стратег, друнгари тата урăх ĕç вырăнĕсене кĕртнĕ) улăштарнă. X ĕмĕртенпе феодаллă тытăм йĕркисем анлă сарăлаççĕ, çак вара астула феодал аристократийĕн элчисене лартать. Пĕтсе ларичченех империре пăлхав хыпса тухасси, император астулĕшĕн кĕрешесси сӳнмест.
Висанти императăрĕсем
тӳрлетÇарĕ
тӳрлетХуçалăхĕ
тӳрлетИмперине чылай хулаллă пуян çĕрсем — Авалхи Икĕпат, Кĕçĕн Ази, Греци — кĕнĕ. Хулари ăстаçăсемпе сутăçсем пĕрлешĕве пуçтарăннă. Пĕрлешĕвре тăни çăмăллăх панă, унта кĕме йывăр пулнă.
Империн кун-çулĕ
тӳрлетТухăç тата Анăç Рим империсене пайланни
тӳрлет330 çyлта рим императорĕ Аслă Константин Висантиума тĕп хула туса хурать, ăна Константинополь ята парать.
.....
Рим империйĕ Тухăçпа Анăç пайĕсене пĕтĕмлех 395 çулта Аслă Феодосий çĕре кĕнĕ хыççăн уйрăлать. Висанти грек этеплĕхĕ сĕмĕпе пурăннă, çакăнпа вăл Анăç Рим империнчен (Геспери) уйрăлса тăнă. Икĕ çĕр çул кашни пайĕ хăйне тĕллĕн пурăнса, икĕ хăй сăнарлă патшалăх пулса тăраççĕ.
Хăй ирĕклĕ Висанти пулса тăни
тӳрлетVI ĕмĕр. Юстиниан императăр
тӳрлетVI—VII ĕмĕрсем
тӳрлетVIII ĕмĕр
тӳрлетIX—X ĕмĕрсем
тӳрлетXI ĕмĕр. Импери пĕр самант хăватланни
тӳрлетXII—XIII ĕмĕрсем. Латтин империйĕ
тӳрлетXIV—XV ĕмĕрсем. Кризис тата тӳнни
тӳрлет1453 çулхи ака, 5 турккăсем илейми карман шутланнă Константинополе хупăрласа хураççĕ.
Унчен маларах султан Босфор çинче Константинопольрен Хура тинĕсе тухмалли çул çыхăнăвне татакан Румель карманне (Румелихисар) никĕслесе çирĕплетет, çав вăхăтрах Мистрăн грек деспочĕсене тĕп хулана пулăшма кансĕлес тесе Морейе экспедици ярать .
Литература тата документлă истори фильмĕсем
тӳрлет- Васильев А.А.. История Византийской империи, Том I. Время до крестовых походов до 1081 г
- Васильев А.А.. История Византийской империи, Том II. От начала Крестовых походов до падения Константинополя
- Шарль Диль, «История Византийской империи» (издание 1948 г., сама книга написана в 1919 г.)
- статья Византия в энциклопедическом словаре Брокгауза и Эфрона
- статья Византия в Большой Советской энциклопедии
- информация о четвертом крестовом походе из Большой Советской энциклопедии
- "История Византии. Часть I. Историки Византии", CD-диск электронного издательства "Директмедиа" 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- "История Византии. Часть II. Исторические документы и исследования", CD-диск электронного издательства "Директмедиа" 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- "Византийское искусство", CD-диск электронного издательства "Директмедиа" 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Карышковский, Пётр Осипович Лев Диакон о Тмутараканской Руси // Византийский временник, № 42 (1960)
- Карышковский, Пётр Осипович Находки античных и византийских монет в Одесской области [Finds of Antique and Byzantine Coins in Odessa District] //Археологические и археографические исследования на территории Южной Украины. – Киев, Одесса: Выща школа. – С. 172 – 177
Каçăсем
тӳрлет- Висанти уроке
- Документлă кинолента: Византия. Гибель империи. Вырăсла (Телеканал Интер-Украина) 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Висанти - истори, этеплĕх тата ӳнерлĕх
- Луговой О.М. "Крестоносцы-наемники в Византии". Исследование участия скандинавов в крестовых походах и связанные с этим случаи их найма в византийскую армию. 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.