Нидерланд
Нидерланд (гол. Nederland), официаллă ячĕ Нидерланд Короллĕхĕ (гол. Koninkrijk der Nederlanden) — Анăç Европăри патшалăх.
«Нидерланд» палăртăва чăвашла «анат çĕр(шыв)» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерланд, Бельги тата Люксембург (пĕтĕмлетсе — Бенилюкс) çĕрĕсене те палăртмалла пулать.
Нидерланда тăтăшах Холланд теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Холланд çĕрĕсем — Нидерланд вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ шутланаççĕ.
Koninkrijk der Nederlanden Нидерланд | |||||
| |||||
![]() | |||||
Патшалăх чĕлхисем | холланд (Фриландра — тата фриз чĕлхи) | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Амстердам | ||||
Чи пысăк хула | Амстердам, Гаага, Роттердам | ||||
Патша | Беатрикс | ||||
Премьер-министр | Ян-Петер Балкененде | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
131 вырăнта 41 526 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2005) - Йышлăхĕ |
58 вырăнта 16 407 491 395/км² | ||||
Валюта ячĕ | Евро | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +01 пуçласа +01 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Нидерланд патшалăх гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .nl | ||||
Тел. префиксĕ | 31 |
Тĕп хули — Амстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă.
Урăх чаплă хулисем: Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ, Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.
ТавралăхĕПравить
Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — 451 çухрăм. Германипе тата Бельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ 1027 çухрăм.
Нидерланд — Европăра чи тăвăр патшалăх (темиçе карлик-çĕршыва шута илмесен). Çĕршыв Райн, Маас тата Шельда шывĕсем тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Çĕршывăн çĕрĕсенчен çурри тинĕс шайĕнчен аялларах выртать, кăнтăрта çеç çĕрсем 30 метртан ытла çӳллĕ. Айлăмсен чылайăшĕ Çурçĕр Холландра, Кăнтăр Холландра тата Флеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсем дюнсенчен пуçланса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем — польдерсем. Вĕсене дюнсем тата дамбăсем тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Çакăн пирки çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, холландсем — çыранĕсене».
Халăх йышĕПравить
Нидерландра икĕ кăк халăхĕ пурăнать — холландсем тата фризсем, çаплах иммигрантсен шучĕ те чылай.
- Холландсем — 80.8 %
- Нимĕçсем — 2.4 %
- Индонезисем — 2.4 %
- Турккăсем — 2.2 %
- Суринамсем — 2.0 %
- Мороккансем — 1.9 %,
- Индисем — 1.5 %
- Антиллиансем тата Арубансем — 0.8 %
- урăххисем — 6.0 %.
Тĕн енĕпе:
- католиксем — 30 %
- протестантсем — 21 %
- мăсăльмансем — 5,8 %
- индуистсем — 0,6 %
- урăххисем — 1,6 %
- нимле тĕне те тытманнисем — 41 %
Холландсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) — 1,83 метр, хĕрарăмсем — 1,70 метр.
КлимачĕПравить
Кунта ăшă çусем — вăтам температура утăра 16–17 °C. Вăтам температура кăрлачра — 2 °C майлă, континент ăшнелле сивĕрех. Хĕлле, Çĕпĕртен антициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять, юр ӳкет, шыв каналĕсем тата кӳлĕсем пăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.
МелиорациПравить
ИсториПравить
ТранспортПравить
Кунта лапам çĕр пичĕ пулнипе автомобиль çулĕсем нумай, анчах та шыв каналсем çул хывнă чух йывăрлăх кӳреççĕ.
- Чукун çулсен вăрăммăшĕ — 2753 çухрăм (вĕсенчен 68 % электричество вăйĕпе — 1897 çм).
- Пĕтĕм вăрăммăшĕ (ч/ç тата авто) — 111 891 çм.
- Каналсен тата шывсен çулĕсен пĕтĕм вăрăммăшĕ — 5052 çм.
Çĕршыв хуçалăхĕнче паллă вырăн океан вылять, унăн шывĕпе голландсем Европăна/Европăран чылай суту япалине туртараççĕ. KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.
ВуламаллиПравить
- В. А. Бакир, Ю. Б. Ларионова. Нидерланды. Путеводитель. Вокруг света, 2005. 216 стр. ISBN 5-98652-011-4.
- Paul Arblaster. A History of the Low Countries. Palgrave Essential Histories Series New York: Palgrave Macmillan, 2006. 298 pp. ISBN 1-4039-4828-3.
- J. C. H. Blom and E. Lamberts, eds. History of the Low Countries (1999).
- Jonathan Israel. The Dutch Republic: Its Rise, Greatness, and Fall 1477—1806 (1995).
- J. A. Kossmann-Putto and E. H. Kossmann. The Low Countries: History of the Northern and Southern Netherlands (1987).
- Christophe de Voogd. Geschiedenis van Nederland. Arena Amsterdam, 2000. 368 pp. ISBN 90 6974 3671.
КаçăсемПравить
- Голландири Раççей Килĕ Архивленĕ 24 Пуш уйӑхӗн 2007 çулта.
- БеНиЛюксри Нидерланды Форумĕ Архивленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Нидерланды географи картти
- Нидерланды Архивленĕ 8 Нарӑс уйӑхӗн 2014 çулта. Çĕршыв çулкăтартăвĕ (вырăсла)
- FM радио из Нидерландов Архивленĕ 2 Ҫу уйӑхӗн 2013 çулта. Радиостанци тӳрĕллĕ эфирĕ.
- Нидерланды Архивленĕ 6 Ака уйӑхӗн 2007 çулта. (АВИАРОСТ Компанийĕ)
- Бельги, Нидерланды, Люксембург афишисем Архивленĕ 21 Чӳк уйӑхӗн 2008 çулта.
- Бюро советника по с/х посольства Нидерландов в России Архивленĕ 25 Нарӑс уйӑхӗн 2008 çулта.
- Нидерланды гимнĕ, вырăсла, истори