Тбилиси
Тбилиси | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Грузи |
---|---|
Регион: | |
Никĕсленĕ: | IV ĕмĕр |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 1 118 035 (2014) |
Хула лаптăкĕ: | 720 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 41°43′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 44°47′х.т.д. |
Тбилиси (груз. თბილისი), — Грузи патшалăхĕн тĕп хули. 1936 çулчен вырăссем ăна Тифлис тенĕ.
Хула Кура юханшывăн çыранĕсем хĕррипе 30 çухрăма тăсăлакан Тбилисси котловининче вырнаçнă. Хулара грузинсем (72%), армянсем (12%), вырăссем (10%), осетинсем (3%), курдсем (2%), грексем (2%) тата ытти халăхсем пурăнаççĕ. Тĕп чĕлхе шучĕнче грузин чĕлхи шутланать, анчах та çавăн пекех вырăс тата армян чĕлхи сарăлнă. Хулара пурăнакансенчен 85% патнелле Грузи Православи Чиркĕвĕ шутне кĕреççĕ. Çавăн пекех урăх тĕнсем шутне кĕрекеннисем те пур. Мусульмансемпе католиксене асăнмалла.
Истори
тӳрлетАрхеологсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх ку тăрăхсенче пирĕн эрăчен III — IV ĕмĕрсенчех пурăнма пуçланă. Летописьсенче хулана пĕрремĕш хут IV ĕмĕрте асăннă.
1801 çулта Хĕвелтухăç енчи Грузи Раççей шутне кĕнĕ, хула Грузи кĕперниĕн тĕп хули пулса тăнă. 1921 çулта хулара большевиксем çĕнтернĕ. Совет влаçне туса хурса хула Грузи ССР республикин тĕп хули пулса тăнă. СССР саланса кайсан Грузи патшалăхăн тĕп хули вырăнĕнче юлнă.