Касаксем
Касаксем — XV ĕмĕрте литва-крым чикĕ çĕрĕсенче (Днепр тăрăхĕ) йĕркеленнĕ кăнтăр вырăс тата украин субэтносĕсем.
Касаклăхăн кун-çулĕ
тӳрлетИсторире палăртни
тӳрлетКасаксен çарĕсене йĕркелени
тӳрлетÇĕнĕ çĕрсене йышăнни
тӳрлетКасак çарĕсемпе пĕрлĕхĕсем
тӳрлетКасак çарĕсем XX ĕмĕр пуçне
тӳрлет1916 çулта пур касак шучĕ 4,4 млн. çын пулнă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне вунпĕр касак çарĕ пулнă.
Раççей Империйĕ аркансан, граждан вăрçи тапхăрĕнче касаксем темиçе патшалах йĕркеленĕ:
- Кубань Халăх Республики
- Тан Касак Республики
- Тер Касак Республики
- Урал Касак Республики
- Çĕпĕр Çичшыв Касак Республики
- Байкал Касак Республики
- Иркут касак çарĕ (Иркут)
- Калмăк касак çарĕ (Калмыки)
- Ăренпур касак çарĕ (Ăренпур, Свердлов, Челепи, Курган, Пушкăртстан)
- Çичшыв касак çарĕ (Алматапа Чуй, Казахстан)
- Çĕпĕр касак çарĕ (Кемĕр, Томь, Алтай, Çĕнĕ Çĕпĕр)
- Терек касак çарĕ (Кабарда-Палкари, Ç. Осети, Чечня, Дагестан)
- Урал касак çарĕ (Урал, Казахстанри Гурьев) — 1918—1920 çулсенче саланнă, халĕ сахал ушкăнсемпе палăрса тăрать.
- Уссури касак çарĕ (Тинĕсçум)
- Хабар касак çарĕ (Хабар)
- Атăлçи касак çарĕ (Самар, Сарăту, Чĕмпĕр, Тутарстан)
- Тĕп касак çарĕ (Раççейĕн тĕп облаçĕсем), çав шутра:
- Хура тинĕс касак çарĕ (Крым тата кăнтăр Украина)
- Украин реестр касаклăхĕ (Пур Украина касак çарĕ),
çаплах
- Ставрополь касакĕсен пĕрлĕхĕ (Ставрополь)
- Тухăç Казахстан облаçĕн касакĕсен пĕрлĕхĕ (çурçĕр-тухăç Казахстан)
- Камчат уйрăм касак тăрăхĕ (Камчатка)
- Сахалин уйрăм касак тăрăхĕ (Сахалин)
- Çурçĕр-Анăç уйрăм касак тăрăхĕ (Ленинград облаçĕпе юнашаррисем)
- Курск касак тăрăхĕ (Курск)
- Чулман Атăл уйрăм касак тăрăхĕ (Пермь, Удмурти)
- Çурçĕр Тан касак тăрăхĕ (Воронеж)
- Якути касак полкĕ (Якути)
Раççей касакĕсен пĕрлĕхĕ
тӳрлетРаççей касакĕсен Пĕрлĕхне 1990 çулхи çĕртме, 28—30 Мускаври Мăн касак çавракăшне йĕркеленĕ. Унтах Устава, Атамансен канашне тата Атаман ертӳлĕхне ĕçлĕхе кĕртнĕ. Пĕрремĕш Атаман пулма Александр Мартынова суйланă. Ертӳлĕхе Атамансăр пуçне атаманăн 2 çумĕ, кошевой атаман тата 8 çар старшинисем кĕреççĕ.
1990 çулхи юпа, 29 — раштав, 1 Краснодар хулинче иртнĕ атамансен Мăн канашĕнче «Раççей касаклăхĕн Декларацине» йышăннă, ялав, паллăсене тата харçă атаманĕн статутне йышăннă.
1990 çулхи юпа, 7—10 Ставрополь хулинче касаксен Пĕрлĕхĕн II Мăн çавракăшĕ (съезд) ĕçлет. Мăн çавракăш Раççее Çурçĕр Казахстана, Кăнтăр Осетине тата ытти «авалхи вырăс» территорисене тавăрас шухăша янравланă, Раççей шутĕнче касак республикисене йĕркелес ĕмĕте çирĕплетнĕ.
Касак çарĕсен тумтир уйрăмлăхĕсем
тӳрлет- амур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
- аçтăрхан касакĕсем - кăвак мундирсем, сарă лампассем
- тан касакĕсем - кăвак мундирсем, хĕрлĕ лампассем
- байкал касакĕсем – тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
- ăренпур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, синкер лампассем
- урал касакĕсем - кăвак мундирсем, шупка хĕрлĕ лампассем
Хальхи Касак çарĕсем
тӳрлетХăйсене касак тесе Раççейре тата çывăх çĕрсенче 7 млн. çын йышăнать.
1980 - мĕш —1990 - мĕш çулсенче çĕнетсе икĕ вунлăха яхăн касак çарĕ йĕркелесе хунă. Вĕсем Раççей касакĕсен Пĕрлĕхĕ (Тан касак çарĕсĕр пуçне) шутне кĕреççĕ.
- Амур касак çарĕ (Амур)
- Аçтăрхан касак çарĕ (Аçтăрхан)
- Пĕтĕм Кубань касак çарĕ (Краснодар, Адыгей, Карачай-Черкеси)
- Тан касак çарĕ (Ростов, Волгоград, Украинăри Лукань) — Раççей касакĕсен Пĕрлешĕвне кĕмеççĕ.
- Енисей касак çарĕ (Краснояр)
- Байкал касак çарĕ (Чита, Буряти)
Касак пăлхавĕсем
тӳрлетКасаксем сахал мар çӳлти тĕп тытăма хирĕç тухса кĕрешнĕ (вырăс Пăтранчăкĕнче, Разинпа Пугачёв пăлхавĕсенче), XIX ĕмĕрте вара Октябрь революцийĕчченех вĕсем Раççей патшалăхлăхĕпе патша тытăмлăхĕн хӳтĕлевçисем шутланнă.
Касак республикисем
тӳрлет1991 çулхи кĕркунне СССР арканнă тапхăрта суверенитет парачĕсем анлă иртнĕ СССР чух касаксем те темиçе республика йĕркелеме пикеннĕ:
- Тан Касак Республики
- Терек Касак Республики
- Армавир Касак Республики
- Тури Кубань Касак Республики, унăн шутĕнче икĕ республика:
1991 çулхи юпа, 20 Раççей Кăнтăрĕн касаклăхĕн Пĕрлĕхĕ чĕннипе Çĕнĕ Черкас хулинче ирттернĕ Мăн çавракăш канашĕнче çак пур республикăна Раççей Кăнтăрĕн Касак Республикисен Пĕрлĕхне пухса, пулас Çĕнĕ Пĕрлĕхлĕ Патшалăхра (ÇПП) пĕрлĕх республики статусне йышăнса, тĕп хулине Çĕнĕ Черкаса тăвас тĕллев палăртса хунă.
Пĕрлĕхĕн тытăмĕн ĕçтăваканĕсене йĕркеленĕ, Мускавра Элчĕ станицине никĕсленĕ, РККРП элчине ĕç вырăнне панă. Анчах та Совет Союзĕ пĕтсе ларать те Раççей Федерацинче касак республикисене йĕркелесе хута ярайман.
Терминологи
тӳрлет- Çар — пысăк çар административлă виçи
- Атаман — çарпуçĕ
- Хетьмăн — касак çарĕн пуçлăхĕ
- Сотня — çар подразделение
- Станица — касаксен пурăну вырăнĕ, ялĕ.
- Касак, хушуллă, урядник (кĕçĕнни, асли), хурăнçи çумĕ, хурăнçи, çĕрпӳ, подъесаул, есаул, çар старшини — касак çар тивĕç паллисем (кĕçĕннинчен аслине ӳсмелле)
Вуламалли
тӳрлет- В. О. Ключевский, «Курс русской истории», том 3, М. 1988
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Казачество XV—XXI вв. Анлă электронлă вулавăш (вырăс.,укр.)
- Панчир касакĕсем (ӳкерчĕксем), Посполита Речинчи çарта пулни çинчен материалсем
- Украина касаклăхĕ — халаплăха хирĕçле тăни 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
[1], [2] 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ., [3](ĕçлемен каçă)