Ве́рмахт (ним. Wehrmacht, Wehr — хĕçпăшал, хӳтĕленӳ тата Macht — вăй) — наци Германин 1935—1945 çулсенчи хĕçпăшаллă вăйĕсем.

Вермахт палли.

Хĕçпăшаллă вăйсене тумалли сакккуна (ним. „Gesetz über den Aufbau der Wehrmacht”) 1935 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче, Адольф Гитлĕр влаçа илнĕ хыççăн икĕ çул иртсен, йышăннă. «Хĕçпăшаллă вăйсем» Типçĕр Çарĕсенчен (das Heer), Тинĕс-Çар Флотĕнчен (die Kriegsmarine) тата Сывлăш-Çар Вăйĕсенчен (die Luftwaffe)(Люфтваффе) тытăнса тăнă. Çак çарсене ертсе пымашкăн тытăмлăх органĕсене — аслă çарпуçлăхсене — йĕркеленĕ:

  • Германин хĕçпăшаллă вăйĕсен Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando der Wehrmacht /OKW/ ”) - ОКВ;
  • Типçĕр çарĕсен Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando des Нееrеs /ОКН/ ”) - ОКХ;
  • ТÇФ Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando der Marine /ОКМ/ ”) - ОКМ;
  • Сывлăш Çар Вăйĕсен (Люфтваффе) Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando der Luftwaffe /ОКL/ ”) - ОКЛ.

Аслă çарпуçлăхне кашни хĕçпăшаллă вăй тĕсĕн тĕп çарпуçĕ ертсе пынă.
1940 çултанпа Вермахт шутне çаплах СС çарĕсем (Waffen-SS) кĕнĕ, вĕсем оперативлă ВПÇ пăхăнса тăнă, ăна СС Рейхсфюрерĕ Генрих Гиммлер палăртса хунă.
Вермахтăн Аслă çарпуçĕ рейхсканцлер Адольф Гитлер шутланнă.

Аслă çарпуçлăхĕ (ВАÇ)

тӳрлет

ВАÇ шутне (вăрçă умĕн) кĕнĕ пайсем:

  • Вăрçă экономикипе хĕçпăшал-хатĕр тытăмлăхĕ (Томас)
  • Хĕçпăшаллă вăйĕсен (Рейнеке) пĕрлĕ тытса пыни, юридици тата администрации уйрăмĕсемпе
  • Разведкăпа контрразведка уйрăмĕ (Канарис).

Вермахтăн çар хисепĕсен йĕрки

тӳрлет

Германи Вермахчĕн хисеп системине тĕпченĕ чух çакна асра тытмалла:

  1. Вермахтăн тăватă пайĕнчен кашнин ытти 3-чен уйрăлса тăракан хăйĕн çар хисеп системи пулнă.
  2. Кашни пайĕн пĕрлĕ çар хисеп системи пулман. Çарăн кашни ăратĕнче, хĕсметĕнче хăйĕн çар хисепĕ пулнă.
  3. Пер çар ăраче шутĕнчи çынна икĕ ушкăна пайланă: а) çар çыннисем хăйсем; б) çар чиновникĕсем; çар çыннисемпе çар чиновникĕсен çар хисепĕсем питĕ уйрăлса тăнă.
  4. Çар чиновникĕсене виçĕ ушкăна пайланă, кашнин харпăр ячĕ пулнă:
    1. çар чиновникĕсем хăйсем;
    2. çар музыканчĕсем;
    3. çар чиркӳ çыннисем.
  5. Офицер училищисенче вĕренекенсен хăйсен хисеп ячĕсем пулнă.
  6. Вермахтра ретри салтаксен пĕрлĕ хисеп ятне, Хĕрлĕ Çарти (хĕрлĕ çар çынĕ, хĕрлĕ флот çынĕ, ретри) пекех, çар тĕсĕсенче те йышăнман. Ретри салтаксене ăстаçĕ ячĕпе, ĕç вырăнĕпе палăртнă, нимĕç «Der Soldat» сăмахĕ пуçтаруллă палăртăвĕ çеç.

Generale —аслă офицерсем

тӳрлет
  • Generalmajor — Генерал-майор, Generalarzt —мед. Хĕсмечĕн генерал-майорĕ, General veteriner —ветеринари хĕсмечĕн генерал-майорĕ,
  • Generalleutnant — Генерал-лейтенант, GeneraIstabsarzt —медицина хĕсмечĕн генерал-лейтенанчĕ, Generalstabsveterinar — вет. хĕсмечĕн генерал-лейтенанчĕ
  • General der Infanterie — Пехота генералĕ, General der Kavallerie — Кавалери генералĕ, General der Artillerie — Артилллери генералĕ, General der Pioniere — инженер çарĕсен генералĕ, General der Panzertruppen —танк çарĕсен генералĕ, General der Gebirgstruppen —ту стрелок çарĕсен генералĕ
  • Generaloberst — Генерал-полковник, Generaloberstabsarzt — мед. хĕсмечĕн генерал-полковникĕ, Generaloberstabsveterinar — Вет. хĕсмечĕн генерал-полковникĕ
  • Generalfeldmarschall — Генерал-фельдмаршал
  • Reichsmarschall — Рейхсмаршал.

Offiziere — аслă офицерсем

тӳрлет
  • Leutnant — Лейтенант, Assistenzarzt — Лейтенант медицинской службы, Veterinar — ветеринарии хĕсмечĕн лейтенанчĕ, Musikmeister — Çар дирижерĕ,
  • Oberleutnant — Аслă лейтенант, Oberarzt — медицина хĕсмечĕн аслă лейтенанчĕ, Oberveterinar — Ветеринари хĕсмечĕн аслă лейтенанчĕ, Obermusikmeister — Çар аслă дирижерĕ
  • Hauptmann — Капитан, Rittmeister — Кавалери капитанĕ, Futtmeister /

Капитан хисепĕнчи хатĕр-çимĕç пуçлăхĕ, Stabsarzt — Медицина хĕсмечĕн капитанĕ, Stabsveteriner — Ветеринари хĕсмечĕн капитанĕ, Stabsmusikmeister — Çар тĕп дирижерĕ

  • Major — Майор, Oberstabsarzt — Медицина хĕсмечĕн майорĕ, Oberstabsveteriner — Ветеринари хĕсмечĕн майорĕ, Musikinspizient — Çар оркестр инспекторĕ
  • Oberstleutnant — Подполковник, Oberfeldarzt — Медицина хĕсмечĕн подполковникĕ, Oberfeldveterinar — ветеринари хĕсмечĕн подполковникĕ, Obermusikinspizient — Çар оркестр тĕп инспекторĕ
  • Oberst — Полковник, Oberstarzt — Медицина хĕсмечĕн полковникĕ, Oberstveteriner —ветеринари хĕсмечĕн полковникĕ

Unteroffiziere — кĕçĕн офицерсем

тӳрлет
  • Unteroffizier -кĕçĕн сержант, Oberstjager — Младший сержант горностр. частей, Sanitatsunteroffizier — мед. хĕсмечĕн кĕçĕн сержанчĕ, Beschlagschmiedunteroffizier — кĕçĕн сержант-тимĕрçĕ, Unterfeldwebel — кĕçĕн сержант
  • Unterwachtmeister — кавалери, артиллери сержанчĕ, Sanitetsunterfeldwebel — медицина хĕсмечĕн сержанчĕ, Beschlagschmiedunterwachtmeister — Сержант-тимĕрçĕ, Unterschirrmeister — Техник-сержант, Feldwebel — Сержант
  • Wachtmeister — кавалери (артиллери) аслă сержанчĕ, Sanitetsfeldwebel — мед.хĕсмечĕн аслă сержанчĕ, Beschlagmeister — аслă сержант-тимĕрçĕ, Feuerwerker — Аслă сержант-хĕçпăшалçă, Wallfeldwebel — Аслă сержант-строитель, Festungspionierfeldwebel — Аслă сержант-сапёр, Funkmeister — Аслă сержант-радист, Brieftaubenmeister — Аслă сержант-кăваканчăнçи, Schirrmeister — Аслă техник-сержант, Oberfeldwebel — Аслă сержант
  • Oberwachtmeister — Кавалери (артиллери) старшини,

Sanitatsoberfeldwebel — Медицина хĕсмечĕн старшини, Oberbeschlagmeister — Старшина-тимĕрçĕ, Oberfeuerwerker — Старшина-сирпĕнтерӳçĕ, Walloberfeldwebel — Старшина-çурт тăвакан, Festungspionieroberfeldwebel — Сапёрсен старшини, Oberfunkmeister — Старшина-радист, Oberbrieftaubenmeister — Старшина-кăвакарчăнçи, Oberschirrmeister — Техника хĕсмечĕн старшини

  • Hauptfeldwebel — Пехотăри рота старшини, Hauptwachtmeister — Кавалери (артиллер.) рота старшини
  • Stabsfeldwebel — Пехотăри тĕп старшина, Stabswachtmeister — Кавалери (артиллер.) тĕп старшини, Sanitatstabsfeldwebel — Мед. хĕсмечĕн тĕп старшини, Stabsbeschlagmeister — Тĕп старшина-тимĕрçĕ, Stabsfeuerwerker — Тĕп старшина-хĕçпăшалçи, Wallstabsfeldwebel — Тĕп старшина-çурт тăвакан, Festungspionierstabfeldwebel — Саперсен тĕп старшини Stabsfunkmeister — Тĕп старшина-çыхăнуçи,

Stabsbrieftaubenmeister — Тĕп старшина-кăвакарчăнçи, Stabschirrmeister — Тĕп старшина техника хĕсмечĕн, Hufbeschlaglehrmeister — Тĕп старшина тимĕрçĕ, Festungswerkmeister — Тĕп старшина сапер

  • Oberhufbeschlaglehrmeister — Аслă тĕп тимĕрçĕ, Festungsoberwerkmeister — Аслă тĕп сапер
  • Fahnenjunker — Курсант начальных курсов военного училища, Fahnrich — Курсант последних курсов военного училища, Oberfahnrich — офицера кĕме хатĕрри.

Mannschaften — ретрисем

тӳрлет
  • Schutze — Стрелок (ĕретри), Grenadier — ĕретри, пехотăри, Jager — ретри, ту стрелок чаçĕсенчи, Reiter — кавалерири ретри, Kanonier — Артиллерири ретри, Panzerschutze — Танк çарĕсенчи ретри, Panzergrenadier — Мотопехотăри ретри, Pionier — Сапер чаçĕсен ретри, Funker — Ретри-çыхăнуç, Fahrer — Лашаçă, Kraftsfahrer — Водитель, Musikerschutze — Ретри-музыкант, Trompeterreiter — Горнист, Sanitatssoldat — ретри-санитар, Beschlagschmied — ретри тимĕрçĕ
  • Oberschutze — аслă стрелок, Obergrenadier — аслă ĕретри, Oberreiter — ретри аслă юланут, Oberkanonier — Асли ĕретри, артиллерире, Panzeroberschutze — Танк çарĕсенчи етри асли, Oberpanzergrenadier — Ретри асли, мотопехотăри, Oberpionier — Аслă сапер, Oberfunker — Аслă çыхăнтаруçĕ, Oberfahrer — Аслă лаша кӳлекен, Oberkraftfahrer — Аслă водитель, Musikoberschutze — Аслă мусăкант, Trompeteroberreiter — Аслă горнист, Sanitetsobersoldat — Аслă санитар
  • Gefreiter — Ефрейтор, Sanitatsgefreiter — Мед. хĕсм. ефрейторĕ
  • Beschlagschmiedgefreiter — Ефрейтор-тимĕрçĕ
  • Obergefreiter — Аслă ефрейтор, Sanitatsobergefreiter — мед. хĕсмечĕн аслă ефрейторĕ.
  • Stabsgefreiter — Штабс-ефрейтор
  • Hauptefreiter — Тĕп ефрейтор,

Кун-çулĕ

тӳрлет

Историлле «вермахт» сăмахĕпе нимĕç чĕлхеллĕ çĕршывсенче кирек епле патшалăхăн хĕçпăшаллă çарĕсене палăртнă, хăйĕн хальхи пĕлтерĕшне НСДАП влаçе кĕрсен илнĕ.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнине Версаль 1919 çулхи килĕшӳ хучĕ çирĕплетет. Çак килĕшӳ йĕркипе Германие пур енлĕ туллă хĕçпашаллă çар тытма хĕстернĕ:çар йышĕ 100 000 çынран ытла пулма пултарайман, çаплах 15 000 тинĕс çар морякĕсем, йывăр артиллери, танк çарĕсене тата сывлăш-çар вăйĕсене тытма чарнă. 1921 ç. çак никĕспе рейхсвер (импери хӳтĕлев вăйĕсем) йĕркеленĕ. 1921 çулхи пуш, 23 саккун йĕркипе Германи республикин хĕçпăшаллă вăйĕсем шутне çарпа тинĕс вăйĕсемлĕ рейхсвера кĕртнĕ. (ним. «Die Wehrmacht der Deutschen Republik ist die Reichswehr. Sie wird gebildet aus dem Reichsheer und der Reichsmarine ...» ). Тӳрех тенĕ пекех Германи хастаррăн хăйĕн çар хăватне Версаль чаракĕсене пăсса ӳстерме тытăнать.

Вермахта туса хуни

тӳрлет

1935 çулхи пуш, 16 рейхсвера никĕсе хурса Германи хĕçпăшаллă вăйĕсене йĕркелеме пуçлаççĕ, Версальте алă пуснине пăрахăсласа çĕршывра пĕтĕмлĕ çар тивĕçлĕхне («Вермахт тумалли йĕрке») ĕçе кĕртеççĕ. Çак самантран рейхсвер, рейхсмарине тата ытти кивĕ палăртусем калаçуран тухса ӳкеççĕ. «Вермахт тумалли йĕркепе» дивизисен шутне 36, типĕçĕр çарĕн йышĕ 500 пин çына çитермелле. 19361944 çç. «Die Wehrmacht» журнал пичетленет.

Аслă çарпуçлăхĕ (ВАÇ)

тӳрлет

1938 çулхи нарăс, 7 вăрçă министерствин хĕçпăшаллă вăйсен управленинчен Вермахтăн Аслă çарпуçлăхне (ОКВ от ним. Oberkommando der Wehrmacht, OKW) йĕркелеççĕ, ăна çĕршывăн аслă çарпуçне — Адольф Гитлера пăхăнтараççĕ, çавăнпа та ăна фюрерăн ставки тенĕ.

Çав чухнех ставкăра оперативлă ертсе пыракан штаб йĕркелеççĕ. Унăн шутĕнче наци хӳтĕлев уйрăмĕ ( «Л» уйрăм — оперативлă уйрăм) тата çыхăну уйрăмĕ. 1940 çулхи çурла, 8 çак уйрăма штаб мар, хĕçпăшаллă вăйсен ертӳлĕхĕ теме тытăнаççĕ. 1939 çулхи çуркунне унăн шутĕнче пичетпе пропаганда уйрăмĕ те кĕрет. Оперативлă ертӳлĕх штабĕн пуçлăхĕ тӳррĕн ВПÇ-н штаб пуçлăхне пăхăнса тăнă, асăннă уйрăм ĕç-пуçĕшĕн явап тытнă. Вăрçă пуçланас умĕн ставка штаб пуçлăхĕн вырăнне Кейтель йышăнса тăнă.

ВПÇ шутне (вăрçă умĕн) кĕнĕ:

Вермахтăн аслă çарпуçлăхĕн тытăмлăхĕ

тӳрлет

Кашни çар тĕсне çарпуçĕ, штаб пуçлăхĕ тата хăй штабĕ ертсе пынă, вĕсем вермахтăн оперативлă ертӳлĕх штабĕн пуçлăхне пăхăнса тăнă, вăл вара хăйĕ ставка штабĕн пуçлăхне пăхăнса ĕçленĕ. Çак штабăн пуçлăхĕ асла çарпуçĕ пулнипе Китлĕр шутланнă.

1942 çулхи çу уйăхĕнче «тухăç халăхсен хисеп паллине» ĕçе кĕртнĕ. Çак паллăпа тухăç территорисен министăрĕ тата тухăç çарĕсен генерал-инспектăрĕ тивĕçтерме пултарнă.

1939 ç. пуçламăшĕ тĕлне 38 дивизирен 12 çар корпусне йĕркеленĕ, общей численностью 582.000 человек. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланиччен Вермахтăн пур йышĕ 3 214 000 çынна çитет, 22.06.1941 — 7 234 000. 1943 ç. Вермахт хĕсметĕнче 11 миллион çын тăрать.

1939—1945 çç. Германин хĕçпăшаллă вăйĕсене пурĕпе 21 107 000 çынна чĕннĕ.

Капитуляци

тӳрлет

1945 çулхи 8 - çу, 9 каçĕнче генерал-фельдмаршал Кейтель, генерал-адмирал фон Фридебург тата генерал-полковник Штумпф Германи хĕçпăшаллă çарĕсен Аслă çарпуçăлăхĕ енчен капитуляци хутне алă пуснă.

Вермахтăн юлашки çар ушкăнĕсене 1945 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне салатса янă.

Вермахта Германири тĕрĕслев канашĕн 1946 çулхи çурла, 20 34-мĕш № -лĕ саккунĕпе аркатса янă.

Вăрçă хыççăн Германие икĕ пая уйăрсан кашни çĕршыв хăйĕн хĕçпăшаллă вăйĕсене тытнă: «Халăх çарĕ» (ГДР) тата «Федераллĕ хӳтĕлев вăйĕсем» (бундесверФГР).

Çав. пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Вермахт пайĕсем


Германи çарĕсем
Рейхсхеер | Рейхсвер | Вермахт | Бундесвер | Национале Фольксармее