Телекурăм (грек τήλε — инçе лат. video — курав) — ӳкерчĕк-сасса аякран курни-илтни.

Телекурăм ӳкерчĕксене пĕр-пĕрин хыççăн кăтартнинчен пулать. Вĕсене хăвăрт е майĕпен кăтартни кадрсене мĕнле улăштарса тăнинчен килет.

Телевидени хăй ĕçĕнче çакăн пек хатĕрсемпе усă курать:

  1. Видеокамера. Кирлине ӳкерсе илет, ӳкерчĕк тĕсĕпе формине палăртать.
  2. Видеомагнитофон (кирлех мар). Çырса илме тата экран çинчи çутă чупăвĕн ĕçне йĕркелет.
  3. Передатчик. Сигналсене эфира ăсатать.
  4. Приёмник — телевизор. Синхроимпульс тăрăх, ПЦТСре тăраканни, кадрсене экран çинчех çавăрать(кинескоп, ЖК панель, плазма панелĕ).

Стандартсем тата системăсем

тӳрлет
 
Телекурăмăн куçса çӳрев станцийĕ

Кадăра числосем тăрăх уйăрни, ăна тытса пыракан йĕркене телевивенире стандарт теççĕ.

Пĕтĕм тĕнчере пĕр евĕрлĕ стандартсемпе ĕçлет:

  • 625 йĕрке, пĕр секунд хушшинче 50 кадр, Европăра (PAL)
  • 525 йĕрке, пĕр секунд хушшинче 59,94 кадр, Америкăра тата Японире (NTSC)
  • 625 йĕрке, пĕр секунд хушшинче 50 кадр, Францинче, Раççейре, Китайра тата ытти çĕрсенче(SECAM)

Халĕ вĕсене улăштарма телевиденин çĕнĕ паллисем тухаççĕ (ТВЧ). Вĕсен хăйсен стандарчĕ:

  • 720/50i;60i;30p;25p;24p
  • 1080/50i;60i;30p;25p;24p

Телевидени системинчи тĕс кодировкисем:

Çĕр çийĕн каякан телевидени —Ăна тытма пӳлĕмри е урамри антеннăпа усă кураççĕ.

Ăслай кун-çулĕ

тӳрлет
 
1950-çулхи телевизор

Тĕнчери пĕрремĕш приёмник «телефот» ятлă пулнă. Ăна 1925 çулта шухăшласа кăлараканни Грабовский пулнă. Документсем тăрăх, СССР Çыхăну министерстви телефота нумайччен тĕпченĕ, анчах та унăн килĕлĕхне тĕрĕс палăртайман. Кайран тин АПШ-ра тĕрĕссине палăртнă: Митчел Уилсон романĕнче телевидени пулса кайнă историре телефота та аса илнĕ.

Çавăнпа та телекурава тĕпчесе ĕçе кĕртекенĕ АПШ шутланать. Америка ăсчахĕсем ӳкерчĕкĕ лайăхрах пултăр тесе «киноскоппа» усă кураççĕ. Ăна та совет ăсчахĕ Катаев шухăшласа кăларать. Çапах та унран пĕр çул маларах,1933 çулта, ĕçлекен моделе американ тĕпчевçи Владимир Зворыкин кăтартать.

Кулленхи кăларăмсем Раççейре 1939 çулхи пушăн 10- мĕшĕнче тухма тытăнаççĕ[1]. 1953 çулхи раштавăн 18-мĕшĕннче АПШ-ра пĕрремĕш тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телекалаçу (NTSCсистеми) тухать.

XX ĕмĕрĕн варринче телекурав анлă сарăлать. ПНО та телекурава пысăк вырăна хăпартать, Мĕнпур тĕнчери телекурав кунне уявлама йышăнать.

Çынсемшĕн телевидени мĕнле вырăнта тăни

тӳрлет

Вăл вĕрентет те пĕлтерет, чуна уçать, анчах тĕрĕс усă кура пĕлсен. Унсăр пуçне вăл кирлĕ мар ещĕк çеç.

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ http://www.connect.ru/article.asp?id=6593 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.