Беринг Витус Ионассен

Беринг Витус Ионассен, — тинĕс çулçӳревçи, вырăс флочĕн офицерĕ. 1681 çулхи çурла уйăхĕнче çуралнă, 1741 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче вилнĕ. Датчан.

Беринг Витус Ионассен

Асăнмалăх

тӳрлет

 

Беринг ячĕпе географири çак объектсене палăртнă:

Лăпкă океанра ун ячĕпе утрава, шыв пырне, тинĕсе ят панă. Командор утравĕсене те ун ячĕпех панă. Археологинче Çĕпĕрĕн çурçер-хĕвелтухăç пайне, Чукоткăна тата Аляскăна час-часах пĕр терминпа, Беринглĕх ятпа асăнаççĕ. Никольское ялӗнче ӑна палак тунӑ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1725—1730, 1733—1741 çулсенче Пĕрремешпе Иккĕмĕш Камчатка экспедицисене ертсе пынă. Чукоткăпа Аляска хушшипе ишсе тухнă, унти шыв пырне уçнă. Вăл шыв пырне каярах унăн ятне панă — Беринг тинĕс пырĕ. Çурçĕр Америкăна çитнĕ, Алеут утравĕсене уçнă.