Çĕр чĕтрени
(Çĕр чĕтренĕвĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Çĕр чĕтренĕвĕ, — тăсăлнă е хĕсĕннĕ çĕр тĕприне пухăннă энерги пĕр харăс тухнă пулăм. Океан тĕпĕнче пулнă çĕр чĕтренĕвĕсенчен цунами тухма пултарать.
Кашни çул Çĕр çинче миллион ытла çĕр чĕтренĕве пулса иртет. Вĕсенчен нумайăшĕн вăйĕ питĕ пĕчĕк, çавăнпа та çынсем вĕсене асăрхамаççĕ те. Вĕсенчен вăйлисем вăтамран икĕ эрнере пĕрре пулаççĕ. Ытларах пайĕ вĕсенчен океан тĕпĕнче пулса иртнипе нумай сиен çынсене кӳмеççĕ.
Çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн пысăк лаптăксем пушалса юлма пултараççĕ. Ку пулăм çынсене хăратать-те.