Пиратсем

Пиратсем — тинĕс вăрă-хурахĕсем. «Пират» (лат. pirata) сăмах грек πειρατής, пĕр тымарлă сăмахран πειράω («тытăн, хăтлан») сăмахран пулса тухнă.

Пиратсем

Авалхи пиратсемПравить

Римра пиратсене, вăрă-хурахсене пекех, хĕрес çине пăталанă.

Хаваслă РоджерПравить

Тĕп статья: Хаваслă Роджер


Пират тĕсĕсемПравить

Пират —тĕрлĕ халăхăн, кирек епле карапа та харпăр ирĕкĕпе тустаракан тинĕс вăрă-хурахĕ.

 
Вăрă хĕрарăм пират Цзинь Ши 1800-мĕш çулсенче 2000 карап флотне ертсе пынă.

ÇекĕрсемПравить

Çекĕрсем — çывăхтухăçри XV—XI ĕмĕрсенчи пиратсем. Латтинла çапла та çыраççĕ: Tjeker, Thekel, Djakaray, Zakkar, Zalkkar, Zakkaray.

ДолописемПравить

Долописем (Dolopians) — авалхи грек пирачĕсем, çаплах вĕсене скирисем, пирĕн эрăччен VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Скирос утрав çинче пурăннă. Вĕсем Эгей тинĕсĕнче алхаснă.

Пирĕн эрăччен 478 çулта долописем çаратса чуралăха лекнĕ грек сутăçĕсем тараççĕ те Симонран — афин флочĕн тинĕс çарпуçлăхĕнчен — хута кĕме ыйтаççĕ. Пирĕн эрăччен 476 çулта Симон салтакĕсем Скирос çине тапăнаççĕ те утрава туртса илеççĕ, скирисене хăйсене чурана сутса яраççĕ.

УшкуйниксемПравить

Ушкуйниксемновгород юханшыв пирачĕсем, Атăлăн пур тăршшипе Аçтăрхана çитиех, XIV ĕмĕрте тустарнă. Костромана çаратнă хыççăн кунта пурăнакансем хулине урăх вырăна —хальхине— куçараççĕ.

БуканьерсемПравить

Буканьер (фр.— boucanier) — профессиллĕ тинĕсçи (моряк) мар, вăл тискер ĕнесемпе хир сыснисене тытакан çынна пĕлтерет.

БуканирсемПравить

Букaнир (акăлч.— buccaneer) — акăлчан флибустьeрĕ. Акăлчансем «флибустьeр» сăмаха çавăрса калама хĕн пулнипе, хăйсен «букaнир» — buccaneer — сăмахĕпе усă курнă, мĕне çак палăрту кăтартать, хăйсем те чухламан.

ФлибустьерсемПравить

Флибустьер — XVII ĕмĕрти тинĕс вăрă-хурахĕĕ, ытларах енĕпе, испан карапĕсене, вĕсен Америкăри колонисене çаратнă. Сăмахĕ голланди «vrijbuiter» — «пайтисене (трофейсене) туртса илекен», мĕншĕн тесен Сан-Доминго (испансем хыççăн) пурăнакансем Нидерландăран куçса килнĕ пулнă. Францилле çак сăмах «flibustier» пулать.

КорсарсемПравить

КаперсемПравить

ПривaтирсемПравить

Привaтир (акăлч.— privateer) — акăлчанла капер сăмаха пĕлтерет. Вăтам ĕмĕрсенче икĕ терминпа та усă курнă. «Привaтир» сăмаха хут çине пĕрремĕш 1664 çулта çырнă.

Печелинкĕсем (флекселинкĕсем)Править

Печелинк е флекселинк — çапла Европăра Çĕнĕ Тĕнчере голланди каперĕсем пирки каланă.

Çавăн пекех пăхăрПравить

КаçăсемПравить