Шурă тăхлан

(Тăхлан çинчен куçарнă)
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Тăхлан (пĕлтерĕшсем).
Тăхлан / Stannum (Sn)
Атом номерĕ

50

Ахаль япалалăхăн курăмĕ β-тăхлан

Шурă кĕмĕл тĕслĕ çемçе металл (β-тăхлан) е сăрă порошок (α-тăхлан)

Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)

118,71 а. е. м. (г/моль)

Атом радиусĕ

162 пм

Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)

708,2 (7,34) кДж/моль (эВ)

Электронсен конфигурацийĕ

[Kr] 4d10 5s2 5p2

Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус

141 пм

Ион радиусĕ

(+4e) 71 (+2) 93 пм

Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)

1,96

Электрод потенциалĕ

-0,136

Оксидлав капашĕсем

+4, +2

Ахаль япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх

7,31 г/см³

Пайлавла ăшăшăнăçтарăш

27,11[1] Дж/(K·моль)

Ăшăяраслăх

66,8 Вт/(м·K)

Шăрану температури

505,1 K

Шăраннин пайлавла ăшши

7,07 кДж/моль

Вĕрев температури

2543 K

Пăспулăмăн ăшăлăхĕ

296 кДж/моль

Моль калăпăшĕ

16,3 см³/моль

Ахаль япалалăх кристалл чĕнтĕрĕ
Рншетке тытăмĕ

тетрагоналлă

Рншетке периочĕ a=5,831;c=3,181 Å
c/a танлашăнни

0,546

Дебай температури

170,00 K

Sn 50
118,69
5s25p2
Олово

Тăхлан (лат. Stannum) — элементсен периодикăллă системин пилĕккĕмĕш тапхăрĕн IVА ушкăн хими элеменчĕ, атом йывăрăшĕ 118,69; шурă ялтăркка металл, йывăр тата çемçе.

ИсториПравить

Тăхланпа çын пирĕн эрăччен 4 пинçуллăхрах усă курнă. Вăл сайра тĕл пулакан хаклă металл шутланнă, çавăнпа унтан тунă япаласем римпа грек аваллăхĕсенче сахал пулнă. Тăхлан пирки Библире, Моиçей тăваттăмĕш кĕнекинче çырнă.

ЭтимологиПравить

stannum латтин ячĕ санскрит чĕлхинчен тухать, вăл çирĕп, хытă тени пулать, малтан çапла хура тăхланпа кĕмĕл хутăшне, каярах 67 % яхăн тăхлан хутăшне палăртнă, IV ĕмĕр тĕлнелле çак сăмахпа тăхлана пĕлтереме тытăнаççĕ.

ИзотопĕсемПравить


Тăхлан чул тăприне тупниПравить

Тĕнчере касситерит минералне Кăнтăр-Тухăç Азире, уйрăмах Китайра, Индонезире, Малайзире тата Таиландра тупăçлаççĕ. Касситерит янтăлăх вырăнĕсем Кăнтăр Америкăра (Боливи, Перу, Бразили) тата Австралире пур. Раççейре тăхлан чул тăприне Инçет Тухăçра тата Якутире кăлараççĕ.

Тăхлан мурĕПравить

Температура Цельсипе 13,2 градусран сивĕрех чухне шурă тăхлан кăвакланать, унăн удель калăпăшĕ 25,6 % çити ӳсет, металл темиçе çĕр цикл иртсен кăвак тусана куçса тĕпренет. Çак куçăма «тăхлан мурĕ» теççĕ.

«Тăхлан мурĕ» — Скотт экспедицийĕ 1912 çулта Кăнтăр полюсĕ патне кайнă чух пĕтнин пĕр сăлтавĕ шутланать. Çӳревçĕсен çунăк шĕвекĕ тăхланпа çыпăçтарнă «тăхлан мурĕ» ернĕ баксенчен юхса тухнă пулнă.

Усă курниПравить

АсăрхавсемПравить

  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Мускав: Советская энциклопедия, 1992. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8

КаçăсемПравить