Самарий
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Самари / Samarium (Sm) | |
---|---|
Атом номерĕ | 62 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | кĕмĕл тĕслĕ сайра çĕр металлĕ |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
150,36 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 181 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
540,1 (5,60) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Xe] 4f6 6s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 162 пм |
Ион радиусĕ | (+3e) 96,4 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1,17 |
Электрод потенциалĕ | Sm←Sm3+ -2,30 В Sm←Sm2+ -2,67 В |
Оксидлав капашĕсем | 3, 2 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 7,520 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 29,5[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | (13,3) Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 1350 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 8,9 кДж/моль |
Вĕрев температури | 2064 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 165 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 19,9 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | ромбоэдăрла |
Решетке периочĕ | 9,000 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | 166,00 K |
Sm | 62 |
150,36 | |
4f66s2 | |
Самари |
Самари — лантаноидсен ушкăнĕнчи металл.
Истори
тӳрлетЭлемента самарскит ((Y,Ce,U,Fe)3(Nb,Ta,Ti)5O16) тупса уйăрнă. Ку минерал ятне 1847-мĕш çулта нимĕç химикĕ Розе Генрих сĕннипе В. Е. Самарского-Быховеца полковника, ту инженерне халаласа панă. Ă на Самарский-Быховец минерала тĕпчеме ярса панă пулнă.
Çĕнĕ элемента спектрометри майĕпе Франци химикĕсем Лафонтен 1878-мĕш çулта тата Лекоком де Буабодран 1879-мĕш çулта тупнă. 1880-мĕш çулта элемнта уçнине Швейцари химикĕ Ж. де Мариньяк çирĕплетнĕ. Самарин таса металне
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кăна уйăрма пултарнă.
Уйăрни
тӳрлетСамари металлне металотерми е электролиз майĕсемпе уйăраççĕ. Тĕнчипе çулталăка темиçе çĕр тонна туса кăлараççĕ, нумайрах пайне моноцит хăйăрĕнчен ионылмаштаракан смоласемпе усă курса.
Хими пахалăхĕсем
тӳрлетСывлăшра самари майĕпен кислородпа хутшăнать. Малтан Sm2O3 оксид пленкипе витĕнет, кайран сарă тĕслĕ тусан пулса саланать.
Самари- хастар металл. Вăл йӳçĕксенче ирĕлет, сылăшра çунать, азотпа хутшăнса нитрид пулать, кăмрăкпа хутшăнса карбид пулать, халькогенсемпе хутшăнса 1,2,3- валентлă сульфид, селенид, теллурид), водородпа - гидрид, кремнипе - силицид, борпа - борид, фосфорпа - фосфид, мышьякпа - арсенид, сурьмапа - антимонид, висмутпа - висмутид тата пĕтĕм галогенсемпе.
Изотопĕсем
тӳрлет
Усă курни
тӳрлетСамари хăватлă магнитсем тунă çĕрте анлă усă кураççĕ. Кобальт тата ытти метал хутăшĕсенче.
Нумай пулмасть SmSр пысăк КПД-па (50% яхăн) термоЭДС генерациленине палăртнă. [2]). 130°C таран ăшăтсанах (сахал потенциаллă ăшшă усă курассин малашдăхне палăртать) электроэнерги тăвакан КПД 67—85 % çитме пултарать (термоэлектронла эмиссипе е термоэлементсемпе пĕрле ĕçлетерсен).
Паянхи кунах опытла генераторсем ăшă двигатĕлĕсемпе (çав шутра Дизель тата Стилинг двигатĕлĕсемпе) тупăшма хатĕр.
Самари радиаци çирĕплĕхĕ пысăк пулнă май, самари моносульфичĕнчен ăшша тӳрех электричествăна куçаракан реакторĕсене тунă çĕрте усă курма пулать.
Пусăм туякан материалсем
тӳрлетСамари моносульфичĕ чи лайăх Пусăм туякан материалсен шутне кĕрет. Ăна пусăм туякан датчиксем тунă çĕрте усă кураççĕ.
Самари ăшă нейтронсене лайăх çăтнине пула (6800 барн) ядерла энергетикăра атомни реакторĕсен хăватне ылмаштарма усă кураççĕ. Нейтронсемпе лайăх çăтакан ытти элементсемпе танлаштарсан (бор, кадми), вăл реактăрта "çунса каймасть". Нейтрон çăтнă хыççăн самари ытти изотопĕсем те нейтронсене лайăх çăтаççĕ. Нейтронсене чи вăйлă çăтакан изотоп Самари-149 (41000 барн).
Магнитокалори эффекчĕ
тӳрлетСамарипе стронци манганачĕсем питĕ пысăк магнитокалориллĕ эффектпа палăраççĕ, магнитла холодильниксем тунă çĕрте усă курма пултараççĕ.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхаттурусем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетСамарий Викиампарта? |
- Самари Webelements çинче
- Самари хими элеменчĕсен вулавăшĕнче 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Лантаноидсем |
---|
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци |