Рутений

(Рутени ҫинчен куҫарнӑ)
Рутени (Ru)
Атом номерĕ 44
Ансат япалалăхăн курăмĕ Çутă кĕмĕл тĕслĕ металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
101.07 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 134 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
710.3(7.36) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Kr] 4d7 5s1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 125 пм
Ион радиусĕ (+4e)67 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2.2
Электрод потенциалĕ 0
Оксидлав капашĕсем 8, 6, 4, 3, 2, 0, -2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 12.41 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 0.238[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 117.0 Вт/(м·K)
Шăрану температури 2583 K
Шăраннин пайлавла ăшши (25.5) кДж/моль
Вĕрев температури 4173 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ n/a кДж/моль
Моль калăпăшĕ 8.3 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ гексагоналлă
Решетке периочĕ 2.700 Å
c/a танлашăнни 1.584
Дебай температури n/a K
Ru 45
101.07
[Kr] 4d7 5s1
Рутени

Рутени —Элементсен периодикăллă системин 44-мĕш хими элеменчĕ, символĕ Ru(лат. Rutheniumm}}), платина ушкăнне кĕрекен хытă кĕмĕл тĕслĕ металл. (

Неорганика çыхăнăвĕсем

тӳрлет

Рутени йуçĕксемпе патша эрехĕнче ( HCl тата HNO3 хутăшĕ) ирĕлмест. Çав вăхăтрах хлорпа 400 °C ытларах чухне çыхăнать (RuCl3 пулать) тата сĕлтĕсемпе нитратсемпе пĕрле ирĕлтесен рутенатсем пулаççĕ (сăмахран Na2RuO4). Рутени темиçе валентлă çыхăнусем тума пултарать:

8 RuO4; RuO4 · PCl3
7 M[RuO4]
6 M2[RuO4]; M2[RuF8]; RuF6
5 M[RuF6]; RuF5
4 RuCl4; RuO2; M2[RuCl6]
3 RuCl3; М3[RuCl6]
2 M2[RuCl4]; M4[Ru(CN)6]
1 Ru(CO)nBr
0 Ru(CO)n

Рутени çыхăнăвĕсем хушшинче анлă спектр нитрозоçыхăнăвĕсем пурри паллă ( RuNO). Çак комплекс çыхăнăвĕсем, (сăмахран [RuNO(NO2)2(NH3)2OH]) тата нитрозонитрокомплексĕсем (ятарлă [RuNO(NO2)4OH]2-) тĕреклĕхпе тата кинетика инертлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ.

Рутени тетраоксчĕ (Ru+VIIIO4) пахалăхĕсемпе осми тетраоксчĕ евĕрлĕ.

Изотопĕсем

тӳрлет


Усă курни

тӳрлет
  • Титан çине кăштах хушсан (0,1 %) тутăхасран çирĕпрех тăвать.
  • Платинăпа рутени шăранчăкĕсем питĕ çиĕнесрен çирĕп электричество контакчĕсем тума усă кураççĕ.
  • Нумай хими рекцисенче катализатор пек усă кураççĕ. Орбита станцисенчи шыв тасатма усă курни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
  • Пӳлĕм температуринче атмосферăри азота çыхăнтарма пултарни уникаллă.
  • Аэрокосмос техникинче пысăк температурăна чăтакан конструкци материалĕсем тума кирлĕ. 500 °C таран молибденпа вольфрамăн чи лайăх шарăнчăкĕсенчен иртереççĕ.
  • Юлашки çулсенче электричество суперконденсаторĕсем тумалли материалсем хушшинче рутени оксичне тĕпчеççĕ (700 Фарад/грамм нумарах)[2].

Физиологи пахалăхĕсем

тӳрлет

Чĕрĕ организăмĕсене кĕрекен пĕртен пĕр платина ушканĕнчи металл. Мышцăсенче пухăнать. Оксичĕ (VIII) притĕ наркăмăшлă.



Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Советская энциклопедия. — Т. 4. — 20 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. ^ А. И. Беляков. ЭЛЕКТРОХИМИЧЕСКИЕ СУПЕРКОНДЕНСАТОРЫ: ТЕКУЩЕЕ СОСТОЯНИЕ И ПРОБЛЕМЫ РАЗВИТИЯ (ĕçлемен каçă)//ЭЛЕКТРОХИМИЧЕСКАЯ ЭНЕРГЕТИКА. 2006. Т. 6, № 3. С.146-149



Шаблон:Chem-element-stub