Цинк
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Цинк / Zincum (Zn) | |
---|---|
Атом номерĕ | 30 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | шурă-кăвак тĕслĕ метал |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
65,39 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 138 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
905,8(9,39) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Ar] 3d10 4s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 125 пм |
Ион радиусĕ | (+2e) 74 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1,65 |
Электрод потенциалĕ | -0,763 |
Оксидлав капашĕсем | 2 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 7,133 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 25,4[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | 116 Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 692,73 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 7,28 кДж/моль |
Вĕрев температури | 1180 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 114,8 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 9,2 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | гексагоналлă |
Решетке периочĕ | a=2,665 c=4,947 Å |
c/a танлашăнни | 1,856 |
Дебай температури | 234 K |
Zn | 30 |
65,39 | |
[Ar]3d104s2 | |
Цинк |
Физика уйрăмлăхĕсем
тӳрлетТап-таса тĕсĕнче — тăсăлăвлă кĕмĕл-шурă металл. Пӳлĕмри температурă чух мăртăк, хуçнă чух кристаллитсем сĕрĕннипе çăтăртатать. 100—150 °C цинк тăсăлăвлă. Хутăшăвĕсем цинка хытă патраклантараççĕ.
Изотопĕсем
тӳрлет
Хими пахалăхĕсем
тӳрлетКăтартуллă амфотерлă металл. Çирĕплетнĕ тĕслĕхлĕ электрод потенциалĕ −0,76 В, стандартлă потенциалсен ĕретĕнче тимĕртен маларах вырнаçнă.
Сывлăшра цинк хăйĕн оксичĕн (ZnO) çинçе витĕмĕпе пĕркенет. Питĕ вĕрентерсен çунса каять, шурă амфотерлă оксид ZnO çеç юлать:
2Zn + O2 = 2ZnO.
Цинк оксичĕ кислота шĕвекĕсемпе хутшăнать:
ZnO + 2HNO3 = Zn(NO3)2 + H2O
Çаплах сĕлтĕсемпе те:
ZnO + 2NaOH = Na2ZnO2 + Н2О,
Яланхиллĕ таса цинк хастар кислотасен шĕвекĕсемпе хутшăнать:
Zn + 2HCl = ZnCl2 + H2↑,
Zn + H2SO4 = ZnSO4 + H2↑
Тата сĕлтĕ шĕвекĕсемпе:
Zn + 2NaOH + 2H2O = Na2[Zn(OH)4] + H2↑,
Гидроксоцинкатсене тăвать. Кислотасемпе сĕлтĕсен шĕвекĕсемпе çав тери таса цинк хутшăнмасть. пăхăрăн сульфачĕн CuSO4 шĕвекĕн темиçе тумламне ярсан тин хутшăнăва кĕрсе каять.
Вĕрилентерсен цинк галогенсемпе галогенидсем ZnHal2 туса хутшăнать. Фосфорпа цинк фосфидсене куçать Zn3P2 и ZnP2. Серăпа тата унăн аналогĕсемпе — селенпа тата теллурпа — тĕрлĕ халькогенидсем, ZnS, ZnSe, ZnSe2 и ZnTe тăвать.
Водородпа, азотпа, углеродпа, кремнипе тата борпа цинк тӳррĕнех хăй хутшăнмасть. Нитрида Zn3N2 цинка аммиакпа хутăштарса 550—600 °C вĕри чухне çитереççĕ.
Шыв шĕвекĕсенче цинк ионĕсем Zn2+ аквакомплекссем туса хураççĕ [Zn(H2O)4]2+ тата [Zn(H2O)6]2+.
Асăрхатарусем
тӳрлет- ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Большая Российская энциклопедия. — Т. 5.
Каçăсем
тӳрлет- Цинк Webelements çинче
- Цинк в Популярной библиотеке химических элементов 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Цинк тата цинк аночĕсем 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Цинк микроэлеменчĕ 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.