Тимĕр / Ferrum (Fe)
Атом номерĕ 26
Ансат япалалăхăн курăмĕ Питĕ таса тимĕр (99,97 %) туптанакан çыхланакан шурă-кĕмĕл тĕслĕ метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
55,847 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 126 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
759,1(7.87) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ar] 3d6 4s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 117 пм
Ион радиусĕ (+3e) 64 (+2e)74 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1.83
Электрод потенциалĕ Fe←Fe3+ -0,04 В
Fe←Fe2+ -0,44 В
Оксидлав капашĕсем 6, 3, 2, 0, -2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 7,874 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 25,14[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 80,4 Вт/(м·K)
Шăрану температури 1 812 K
Шăраннин пайлавла ăшши 247,1 кДж/кг 13,8 кДж/моль
Вĕрев температури 3134 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ ~6088 кДж/кг ~340 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 7,1 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубла калăпăшĕпе центрланă
Решетке периочĕ 2,866 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури 460 K
Fe 26
55,847
[Ar]3d64s2
Тимĕр

ТимĕрЭлементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ авăр хисепĕ 26, символĕ Fe (лат. Ferrum), шурă-кĕмĕл тĕслĕ. Тап-таса чух туптануллă куçăмлă металл, авалтанах çын унпа анлă усă курать.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхра авалхи тимĕртен тунă япаласене авалхи шумерсен тата Авалхи Икĕпат тĕнчин вырăнĕсенче археологи ĕçĕсемпе çĕр чавса тупнă. Çав тапхăрта тимĕртен тунă хатĕрсем — çĕмренсен тăррисем (вĕçĕсем) тата илемлĕ капăрлăхсем пулаççĕ. Вĕсене тунă чухне метеорит тимĕрĕпе, тĕплĕнрех, тимĕр-никĕл пĕрлĕ хутăш шăранчăкĕпе усă курнă.

Пирĕн эрăччен иккĕмĕшпе виççĕмĕш пинçуллахсем хушшинчи тапхăрта Месопотамире, Анатолире тата Икĕпатра тимĕртен шăратса тунă пĕрремĕш япала хатĕрĕсĕм (вĕсенче никкĕл çуккипе палăртаççĕ). Çапла пулсан та, этеплĕх япалисене хатерленĕ чухне тимĕрпе усă курнă. Çавăнпа ĕнтĕ, тимĕр çав чухне питĕ хаклă — ылтанран та пысăк пĕлтерĕшлĕ — шутланнă.

«Илиада» тапхăрĕнче хĕçпăшала бронзăран тунă, çапах та Гомер («Илиадăн» 23-мĕш юрринче) çапла çырать: лаптак çаврашкана (диск) инçе ывăтас ăмăрту çĕнтерӳçне — Ахилла — тимĕр диск парнине панă. Пирĕн эрăччен 16001200 çулсенче тимĕрçĕ ĕçĕ Çывăх Тухăçра та саралнă, анчах та бронзăна хуса çитеймен.

Пирĕн эрăчченхи XII-ре X ĕмĕрсем хушшинче Çывăх Тухăçра хатĕрпе хĕçпăшал тăвас ĕç-пăшлăх питĕ хăвăрт ӳссе пырать — кулленхи пурнăçа бронзăна тимĕр улăштарсах пырать. Ахăртнех, çакă хăвăрт улшăну бронзăна шăратса тумаллин пайĕ — тăхланĕ — çителĕксĕррипе пулнă. Тимĕрпе пур çĕрте те усă курма пуçланă тапхăра тимĕр ĕмĕрĕ теççĕ.

Авалхи саманара тимĕре чĕрĕ сывлăшпа вĕртерсе тунă. Çак мелпе тимĕр тăприпе йывăç кăмрăкĕн пĕтĕрĕнсе хутăшакан сийĕсем ятарлă курнăра шăранаççĕ. Тăпрана хĕртнĕ май чуста евĕр купккăллă тимĕр, çунăк каяшран туптаса тасатаççĕ. Пĕрремĕш курнари температура çав тери хĕрӳ пулман — чукунăн шăрату температуринчен сивĕрех, çапла тимĕр сахал углеродлă пулса тухнă пулнă. Çавăнпа та хăш чух тимĕр япалан çиелти сийĕсене углеродпа тачăлатса кăмрăкпа тепĕр хут хĕртсе çирĕплетнĕ. Çакăн пек тунă тимĕр хатĕрсем бронзăран шанчăклăрах пулнă.

Малашнелле тимĕр шăратма курнăсене лайăхрах ăсталанă (вырăсла домна тенĕ), вĕсен хĕрӳ температури тимĕре чукуна куçарма виçене çитнĕ. Пĕрмĕш чукуна сиен çум тупăçĕ вырăнне хунă (акăл. pig iron, вырăсла сысна тимĕрĕ, чушка (çак сăмахран, ĕнтĕ, «чукун» пулса тухать) тенĕ. Каярах, курнара сывлăшпа хытă вĕрсе тепĕр хут хĕртсе шăрантарсан чукунран паха тимĕр тулса тăрать. Çак икĕ хушă куçăмпа тимĕре шăратасси чи тупăçлă меслет шутланать. Çак мелпе тимĕре темиçе ĕмĕр шăратнă.

Метеорит тимĕрĕпе Китайра, Европăри пекех, пĕр вăхăталлах усă курма тытăннă. Тимĕр тăвас промăçлă, ахăртнех, унта п.э. VIII ĕмĕрте пуçланнă. Чукун тума п.э I ĕмĕрте тытăннă.

Пĕр шухăшпа, хурçăпа чукуна шăратас ĕçе Европăна монголсем Раççей урлă илсе çитернĕ. Тĕплĕнрех Тимĕр кун-çулĕ статьяна вулăр.

Тимĕр геохимийĕ

тӳрлет
 
Тимĕрлĕ шывлă гидротермал çăлкуçĕ. Тимĕр йӳçĕкленĕвĕсем шыва хăмăрлатаççĕ.

56Fe тимĕр изотопĕ тăнăç тĕшĕлли шутланнă:

Тимĕр минералĕсем

тӳрлет

Тупăçлани

тӳрлет

Промăçлăхра тимĕре тимĕр тăпринчен, ытларах гематитпа (Fe2O3) тата магнетитран (Fe3O4) тăваççĕ.

Тимĕр тăпринчен тимĕре çитерес темиçе меслет пур. Чи анлă усă курмалли домнăра шăратасси. Ӗç пулăмĕн пĕрремĕш пайĕ — тимĕре углеродпа 2000 °C температурăллă домна кăмакинче çĕнетни. Домна кăмакине кокс ăшĕнчи углерод, агломерат е окатышпа флюслă (тĕслĕх, акшар) тимĕр тăприне çӳлтен яраççĕ, аялтан вĕри сывлăша хăвалаççĕ.

Кăмакара кокс углерочĕ сывлăшри йӳçлĕкпе углеродăн монооксичĕ (сĕрĕм) пуличчен йӳçет:

2C + O2 → 2CO↑.

Хăй енчен, тимĕре тăпраран сĕрĕм те çĕнетет:

3CO + Fe2O3 → 2Fe + 3CO2↑.

Усă курни

тӳрлет
 
Тимĕрĕн чĕрĕ тăпри

Тимĕр — чи усă курмалли металл, тĕнче металлургинче 95 % яхăн ĕçе кĕрет.

Физика пахалăхĕсем

тӳрлет

Изотопĕсем

тӳрлет
Тĕп статья: Тимĕр изотопĕсем


Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхатарусем

тӳрлет
  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Мускав: Советская энциклопедия, 1990. — Т. 2. — С. 140. — 100 000 экз.

Каçăсем

тӳрлет