Фосфор/ Phosphorus (P)
Атом номерĕ 15
Ансат япалалăхăн курăмĕ Шурă, хĕрлĕ, сарă, хура тĕслĕ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
30,973762 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 128 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
1011,2(10,48) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ne] 3s2 3p3
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 106 пм
Ион радиусĕ 35 (+5e) 212 (-3e) пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2,41
Электрод потенциалĕ 0
Оксидлав капашĕсем 5, 3, 1, 0, -1, -3 [1]
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх (белый фосфор)1,82 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 21,6[2] (ромбич.) Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх (0,236) Вт/(м·K)
Шăрану температури 317,3 K
Шăраннин пайлавла ăшши 2,51 кДж/моль
Вĕрев температури 553 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 49,8 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 17,0 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубла, калăпăшĕпе центăрланă
Решетке периочĕ 18,800 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури n/a K
P 15
30,973762
[Ne]3s23p3
Фосфор


Фосфорпериодикăллă системăри 15 атом номерлĕ хими элеменчĕ, P (лат. Phosphorus) символпа палăртаççĕ. Çĕр хуппинче чи анлă сарăлнă элементсен шутне кĕрет (0,08—0,09 % массăпа). Питĕ химилле хастар пулнипе ирĕклĕн тĕл пулмасть. Фосфорăн 190 яхăн минерал, вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшлисем:апатит Ca5(PO4)3(F,Cl,OH) фосфорит Ca3(PO4)2 тата ыттисем. Фосфорсăр пурнăç пулаймасть, ДНК, РНК тата АТФ çак элемент пур. Çавăнпа фософор ӳсентăрансен тата чĕрчунсен пĕтĕм пайĕнче те пур. Фосфор пурнăç элеменчĕсен шутне кĕрет.

Элементарлă фосфорăн токсикологийĕ

тӳрлет
  • Хĕрлĕ фосфор сиенсĕр. Ун тусанĕ нумай вăхăт хуши ӳпкене лексен пневмония патне илсе çитерме пултарать..
  • Шурă фосфор питĕ наркăмăшлă, липид сенче ирĕлет. Çыншăн вилмелли дози — 50-150 мг. Шурă фосфор тир çине лексен ӳте çунтарать.

Фосфорпа вăйлă наркăмăшлантарсан çăварпа хырăм çунтарма тытăнать, пуç ыратать, вăй пĕтет, хăстарать. 2-3 талăкран сар ӳкет. Нумай вăхăт хушши наркăмăшлантарсан кальци ылмаштарни пăсăлать, чĕрепе нерв системи йĕркерен тухаççĕ. Фософорпа наркăмăшлансан малтахи пулăшăва хырăма çуса кăларасси, клизмăсем тата çемçетекен эмелсем. Венă витĕр глюкоза ямалла. ӳте çунтарсан аманнă вырăна пăхăр купорос е сода ирĕлтеркĕчĕсемпе çумалла. . Ӗçлемелли пӳлĕмсенчи сывлăшри фософрăн пăсĕсен ПДК — 0,03 мг/м³, атмосферăри сывлăшри вăхăтлăх юракан концентрации – 0,0005 мг/м³, ĕçмеллли шывра ПДК — 0,0001 мг/дм³.[3]

Фосфор çыхăнăвĕсен токсикологийĕ

тӳрлет

Фосфорăн хăшпĕр çыхăнăвĕсен (фосфин) питĕ наркăмăшлă. Çапăçу наркăмăшлă япалисем Зарин, зоман, Табун, V-газсем - фосфор çыхăнăвĕсем. Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" пĕрлешӳре V-газсем тăвакан цехра темиçе авари пулнă, çынсем вилнĕ. [4]

Изотопӗсем

тӳрлет


Асăрхатарусем

тӳрлет
  1. ^ Sulfur and Phosphorus Compounds (акăлч.). Тĕрĕсленĕ 27 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.
  2. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Большая Российская энциклопедия. — Т. 5.
  3. ^ УНИАН - здоровье - Что происходит с фосфором?(выр.)
  4. ^ Федоров Л.А. Необъявленная химическая война в России(выр.)

Каçăсем

тӳрлет



 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.