Европи
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕ металлĕсем | Сĕлтĕ çĕр металлĕсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Çурри металсем | Сипетлĕ газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Европи / Europium (Eu) | |
---|---|
Атом номерĕ | 63 |
Ахаль япалалăхăн тĕсĕ | çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл |
Атом пахалăхĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
151,965 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 199 пм |
Ионизаци хăвачĕ (пĕрремĕш электрон) |
546,9 (5,67) кДж/моль (эВ) |
Электрон конфигурацийĕ | [Xe] 4f7 6s2 |
Хими пахалăхĕсем | |
Ковалент радиусĕ | 185 пм |
Ион радиусĕ | (+3e) 95 (+2e) 109 пм |
Электроçуклăх (Полинг шучĕпе) |
1,2 |
Электрод потенциалĕ | Eu←Eu3+ -1,99 В Eu←Eu2+ -2,80 В |
Йӳçĕклев степенĕсем | 3, 2 |
Ахаль япалалăх термодинамика пахалăхĕсем | |
Тачăлăхĕ | 5,243 г/см³ |
Ăшă удель калăпăшĕ | 27,656[1] Дж/(K·моль) |
Теплопроводность | 13,9 Вт/(м·K) |
Ирĕлӳ температури | 1 095 K |
Ирĕлӳ ăшăлăхĕ | n/a кДж/моль |
Вĕрев температури | 1 870 K |
Пăслав ăшăлăхĕ | 176 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 28,9 см³/моль |
Ахаль япалалăх кристалл чĕнтĕрĕ | |
Чĕнтĕр тытăмĕ | кубла калăпăшĕпĕ центăрланă |
Чĕнтĕр тапхăрĕ | 4,610 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | n/a K |
Eu | 63 |
151,965 | |
4f76s2 | |
Европи |
ИсториТӳрлет
1886-мĕш çулта француи химикĕ Э. А. Демарсе сайра çĕр элеменчĕсен хутăшăнчен уйăрнă. Спектр анализĕпе тепĕр 15 çултан çеç уйрăм элемент пулнине çирĕплетнĕ.
ХакĕТӳрлет
2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,9 % тасалăхлă европин оксичĕн хакĕ $400-$600 доллар килограммшăн [2]. 2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,99 % тасалăхлă европи металĕн хакĕ $1600-$2500 доллар килограммшăн [2]
Физика пахалăхĕсемТӳрлет
Таса чухне - çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл, механикăлла сӳрĕк газ атмосферинче çăмăллăн тирпейлеме пулать.
1,8 К температурăра тата 80 ГПа пусăмра Сверхпроводимость пахалăхĕсене кăтартать[3].
Хими пахалăхĕсемТӳрлет
Сайра çĕр элеменчĕсем хушшинче европи чи химилле хастарри. Сывлшра хăверт çунать [4]). Шывапа кальци евĕр реакцине кĕрет. Металла минераллă çу е парафин айĕнче упраççĕ. Сывлăшра 150 °C-ран 180 °C-таран хыпса кайса европи (III) оксичĕ пулать.:
- 4 Eu + 3 O2 → 2 Eu2O3
Сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнса европи гидрооксичĕ пулать:
- 2 Eu (s) + 6 H2O (l) → 2 Eu(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)
Европи пĕтĕм галогенсемпе реакцине кĕрет:
- 2 Eu (s) + 3 F2 (g) → 2 EuF3 (s) [шурă]
- 2 Eu (s) + 3 Cl2 (g) → 2 EuCl3 (s) [сарă]
- 2 Eu (s) + 3 Br2 (g) → 2 EuBr3 (s) [сăрă]
- 2 Eu (s) + 3 I2 (g) → 2 EuI3 (s)
Европи кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнсан çутă шупка тĕслĕ Eu(III) ионĕсем пулаççĕ, вĕсем [Eu(OH2)9]3+ комплекс евĕр тĕл пулаççĕ:[5]
- 2 Eu (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Eu3+ (aq) + 3 Шаблон:Chem (aq) + 3 H2 (g)
ИзотопĕсемТӳрлет
Усă курниТӳрлет
Ядерла энергетикаТӳрлет
Атом реакторĕсенче европи (европи оксичĕ, гексаборичĕ, борачĕ) нейтронсене çăтма усă кураççĕ. Окиçĕ майĕпен "çунса каять", борчĕнчен 1,5 хут сахалтарах вăхăт усă курма май пур. Анчах оксичĕ нейтронсен хăватлă юхăмĕнче газ кăларманпа пĕрех тата калăпăшне ӳстермест (сăмахран, БН-600 реакторта). Европин çутçанталăкри хутăшĕн нейтронсене çăтас лаптăкĕ 4500 барн, европи-151 изотопĕн 9200 барн таран.
Атомла-водородла энергетикаТӳрлет
Европи оксидне шыва термохимилле аркантарнă чухне усă кураççĕ (европи-стронци-йод циклĕ).
Лазер материалĕсемТӳрлет
Европи ионĕсем 0,61 мк тăршĕллĕ (сарă-хĕрлĕ) лазер шевлисене тума усă кураççĕ. Çавăнпа европи оксидне хытă тата сахалрах паллă шĕвек лазерсем тума усă кураççĕ.
ЭлектроникаТӳрлет
Термоэлектрогенератор валли усă куракан самари монооксичĕ çине тата алиаз евĕрлĕ питĕ хытă кăмрăк нитричĕ синтезлама европи кăштах хушаççĕ. Европи силицидне интеграллă микросхемăсем тунă çĕрте усă кураççĕ. Çӳхе пленка евĕр Европи монооксичĕ тата европи монооксичĕпе самари монооксичĕн хутăшĕ магнитла полупроводнисем пек усă кураççĕ.
ЛюминофорсемТӳрлет
- Европи вольфраматне микроэлектроникăра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ люминофор.
- Хурă çутăллă лампăсенче европипе пуянлатнă строни борачĕ усă кураççĕ.
Европи медицинăраТӳрлет
Европи катионĕсене медицинăра флуоресцентла зондсем пек усă кураççĕ. Радиохастар изотопĕсене хăшпĕр рак чирĕсене сыватма усă кураççĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Мускав: Советская энциклопедия, 1990. — Т. 2. — С. 126. — 100 000 экз.
- ^ 1 тата 2 [1]
- ^ [2] Компьюлента, 2009çул, çу, 14.
- ^ Rare-Earth Metal Long Term Air Exposure Test. Тĕрĕсленĕ 8 Çурла уйăхĕн 2009.
- ^ Chemical reactions of Europium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 Çĕртме уйăхĕн 2009.
КаçăсемТӳрлет
- Европии WebElements сайчĕнче
- Европи хими элеменчĕсен вулавăшĕнче
- Европи xumuk.ru сайтра
- Европи periodictable.ru сайтра
Лантаноидсем |
---|
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци |