Галлий

(Галли (элемент) ҫинчен куҫарнӑ)
Галли / Gallium (Ga))
Атом номерĕ 31
Ансат япалалăхăн курăмĕ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
69,723 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 141 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
1578,7 (6,00) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ar] 3d10 4s2 4p1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 126 пм
Ион радиусĕ (+3e) 62 (+1e) 81 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,81
Электрод потенциалĕ 0
Оксидлав капашĕсем 3
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 5,9 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 26,07[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 28,1 Вт/(м·K)
Шăрану температури 302,93 K
Шăраннин пайлавла ăшши 5,59 кДж/моль
Вĕрев температури 2447 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 270,3 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 11,8 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ орторомбла
Решетке периочĕ 4,519 Å
c/a танлашăнни na
Дебай температури 240 K
Ga 31
69,723
[Ar] 3d10 4s2 4p1
Галли

Галли (лат. Gallium) — элементсен периодикăллă системин 31-мĕш хими элеменчĕ.

Истори

тӳрлет

Франци химикĕ Поль Эмиль Лекок де Буабодран виçĕ хими элементне (галли (1875), самари (1879) тата диспрози (1886).) уçса историе кĕрсе юлнă. Пьеррфитран (Пиреней) илсе килнĕ цинк обманкин спектăрне тĕпченĕ чухне вăл çĕне хĕрлĕ-кăвак йĕр курать. Питĕ тăрмашса вăл çĕнĕ элементăн 0,1 г уйăрма пултарать. Çавăнпа химипе физика пахалăхĕсене тĕплĕн тĕпчеме пултараймасть. Д. И. Менделеев хăй уçнă элементсен периодикăллă системипе килĕшӳллĕн çак элемент пуласине каланă, ăна эка-алюмини ят панă, ун физика пахалăхĕсене çырса пĕлтернĕ. Галли уçни Менделеевăн законĕн тĕрĕссине ĕнентерекен пĕрремĕш çирĕплетӳ пулнă.

Ячĕ пулни

тӳрлет

Поль Эмиль Лекок де Буабодран элементăн ятне Францин латинла ячĕпе (Gallia) çыхăнтарнă. Французла gallus - автан тенине пĕлтерет.

Изотопĕсем

тӳрлет
Тĕп статья: Галли изотопĕсем


Биологи ролĕ тата галлипе ĕçленин уйрăмлăхĕсем

тӳрлет

Биологи ролĕ паллă мар. Тирпе галлин контакт пулсан, питĕ вĕтĕ металл пайăркисем тир çинче юлаççĕ. Вĕсем сăрă евĕр курăнаççĕ. Галлипе тир контакта кĕрсен дерматит пулма пултарать.[çăлкуç?].


Ирĕлӳ температури пĕчĕк пулнăран галли катăкĕсене шĕвĕ галлипе йĕпенменполиэтилен хутаçсенче куçарма сĕнеççĕ.

Каçăсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Шека И. А, Чаус И. С, Мнтюрева Т. Т., Галлий, К., 1963;
  • Еремин Н. И., Галлий, М., 1964;
  • Рустамов П. Г., Халькогениды галлия, Баку, 1967;
  • Дымов А. М., Савостин А. П., Аналитическая химия галлия, М., 1968;
  • Иванова Р. В., Химия и технология галлия, М., 1973;
  • Коган Б. И., Вершковская О. В., Славиковская И. М., Галлий. Геология, применение, экономика, М., 1973;
  • Яценко С. П., Галлий. Взаимодействие с металлами, М., 1974;
  • Процессы экстракции и сорбции в химической технологии галлия, Алма-Ата, 1985;
  • Химия и технология редких и рассеянных элементов, под ред. К. А. Большакова, 2 изд., т. 1, М., 1976, с. 223-44;
  • Федоров П. И., Мохосоев М. В.. Алексеев Ф. П., Химия галлия, индия и таллия, Новосиб., 1977. П. И. Федоров.

Асăрхатарусем

тӳрлет
  1. ^ Химическая энциклопедия: в 5 тт.. — Советская энциклопедия. — Т. 1. — 100 000 экз.